Çитĕнекен ăрăва тăван тавралăх илемне асăрхама вĕрентесси, уншăн тăрăшасси, упрасси тата унăн пуянлăхĕсене ÿстересси - чи кирлĕ ĕç. Ачасене тĕрĕс экологи воспитанийĕ парса çитĕнтерес тесен вĕсемшĕн хамăрăн тĕслĕх пулмалла, çут çанталăкпа килĕштерсе пурăнма вĕрентмелле.
Çамрăк ăрăва çут çанталăка юратма, упрама вĕрентес тĕллевпех Пелепей тăрăхĕнчи Ярмулай ялĕн культура çуртĕнче «Эко-ассорти» квест иртрĕ. Вăйă пурте пĕрле лапамра пуçтарăнса вăрманçă старик пулăшу ыйтса çырнă çырăва вуланинчен пуçланчĕ. Вăл усал асамçă тухатланă вăрмана ыйхăран вăратма, хăтарма ыйтнă. Ачасем пĕр командăна пуçтарăнса палăртнă маршрут тăрăх кайрĕç, çичĕ тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕç. Кашни тĕрĕс пурнăçланă ĕçшĕн вĕсене чечек çеçки (лепесток) çине çырнă сас палли парнелерĕç. Вăйă вĕçĕнче ачасем пуçтарăннă сас паллисенчен тĕп сăмах çырчĕç.