Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
18 Июлӗн 2023, 11:15

Çамрăк аграрисен çĕнĕ çĕнтерĕвĕсем

Июнь уйăхĕн 3-7-мĕшĕсенче Орёл облаçĕнчи «Елочка» ача-пăча лагерĕнче агроклассемпе «АгроСтарт» агроэкологи пĕрлĕхĕсен Пĕтĕм Раççейри слечĕ иртрĕ. Унта Раççейри регионсенчен 30 команда, пурĕ 129 вĕренекен, пуçтарăнчĕç.

Çамрăк аграрисен çĕнĕ çĕнтерĕвĕсем
Çамрăк аграрисен çĕнĕ çĕнтерĕвĕсем

Слетăн тĕп тĕллевĕ – Раççейри вĕрентÿ организацийĕсенчи агроклассемпе агроэкологи пĕрлĕхĕсен ĕç-хĕлне аталантарасси. Слета чи малтан шкул ачисене ял хуçалăх профессийĕсемпе, предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕпе интереслентерес, аграри пĕлĕвĕ илме хавхалантарас шутпа ирттереççĕ.
Ачасем виçĕ кун хушши тĕрлĕ тĕрĕслевсем витĕр иртрĕç, сахал мар мероприятисене – «Эпĕ – профессионал» харпăр хальлĕн ĕçлемелли, «Агро. Бизнес. Старт» ял хуçалăх промышленноçĕн проект задачисене шутламалли конкурссене хутшăнчĕç.
Педагогсем «XXI ĕмĕрти хушма аграри пĕлĕвне аталантармалли тенденцисем тата «Пуласлăх пирте» вĕрентÿ организацийĕсен вĕрентекенĕсене професси суйлама пулăшасси» Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцине хутшăнчĕç.
Пур участник валли те тĕрлĕ енлĕ те интереслĕ культурăпа вĕрентÿ программи хатĕрленĕ. Çав шутра «Орловское полесье» наци паркне экскурсие каясси, мастер-классем, «Пĕрремĕшсен вăхăчĕ» спорт уявĕ, «Эко ăрăвĕн наставникĕсем» экологи квесчĕ те пулчĕç. Слетра пирĕн республика чысне Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка вăтам шкулĕнчи агропĕрлĕхĕн команди – Екатерина Гурьянова («Агрономи» номинаци), Антон Григорьев («Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси»), Элиза Иванова («Чечек акса ÿстересси тата ландшафт дизайнĕ»), Виталий Тимофеев («Производство тата агроинженери технологийĕсем») – хÿтĕлерĕç.
Командăшăн чи йывăрри «Агро. Бизнес. Старт» конкурсра проект задачине шутласси пулчĕ. Чăн-чăн ферма никĕсĕ çинче агротуризма аталантарассипе çыхăннă бизнес проекта сÿтсе явма тиврĕ. Жюри умне бизнес-план, презентаци, программа, буклетсем, видеокамера тата видеоэкскурси тăратрĕç. Асăннă конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пирĕн команда Орел тăрăхĕнчи ушкăна çеç мала ирттерсе иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ.
Агроинженерсен вăрлăхсен ячĕсене пĕлмелле, агрегата сăнласа памалла, автоматизаци мелĕпе шăвармалли схема хатĕрлемелле, тулă акса ÿстермелли технологи карттине çырса тултармалла пулчĕ. Виталий Тимофеев «Производство тата агроинженери технологийĕ» номинацире саккăрмĕш вырăн йышăнса чи вăйлă вунă команда шутне кĕчĕ.
Чечек акса ÿстерекенсем шкул клумбин схемине ÿкерчĕç, чечексем çурмалли календарь хатĕрлерĕç, сукмак схемине ÿкерчĕç, вăрлăхсен ячĕсене тата чечек культурисене пĕлчĕç. Элиза Иванова «Чечек акса ÿстересси тата ландшафт дизайнĕ» номинацире улттăмĕш вырăн йышăнчĕ.
Агрономсем акмалли вăрлăх нормине шутласа кăларчĕç, вăрлăхсен, удобренисен, çум курăксен тата ÿсен-тăран чирĕсен ячĕсене пĕлчĕç. Пĕр те пĕр çум курăкпа тата чирпе кĕрешмелли мелсене сĕнчĕç. Екатерина Гурьянова «Агрономи» номинацире II вырăн йышăнчĕ.
Çамрăк выльăх ĕрчетекенсем выльăх апачĕсене тата выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн пахалăхне хак пачĕç, чăхсемпе сурăхсен ăрачĕсене, продукци паракан çул-йĕрне палăртрĕç, ветеринари справки ирттерчĕç, çÿллĕшне, тăршшĕне виçрĕç, юн таппине, температурине, сывланин хăвăртлăхне тата мĕн чухлĕ тайнине виçрĕç. Антон Григорьев «Выльăх-чĕрлĕх тата ветеринари» номинацире чи вăйли пулчĕ.
Пур балсен шучĕпе те пирĕн команда II вырăн йышăнчĕ.
Çавăн пекех Пушкăртстан Республики агроклассемпе «АгроСтарт» агроэкологи пĕрлĕхĕсен Пĕтĕм Раççейри слечĕн «Чи лайăх агропĕрлĕхĕ» пулса тăчĕ.
Паллах, ку çитĕнÿре слет участникĕсен наставникĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Шăпах вĕсен пысăк ĕçĕ, профессири ăсталăхĕпе ĕçе тĕплĕ тума хăнăхни ачасене малти вырăнсене çĕнсе илме пулăшрĕ.
Ачасене тата вĕсен наставникĕсене Л.В. Данилована, В.И. Яковлева, В.М. Иванована, Н.Е. Васильевана лайăх результатсем кăтартнă ятпа саламлатпăр, çĕнĕ çитĕнÿсем, çĕнтерÿсем тума сунатпăр.
Çĕнĕ тĕлпулусем, сахал мар интереслĕ те усăллă информаци илни, çĕнĕ пулăмсем, хулапа паллашни, Тургенев вырăнĕсем тăрăх экскурсие кайни ачасен чунĕсенче çутă туйăмсем хăварчĕç.
Слетра пулса ачасем пĕлĕвĕсене, хăнăхăвĕсене тĕрĕслерĕç, ытти ачасен пĕлÿ шайĕпе танлаштарчĕç, пултарулăхĕсене тупса палăртрĕç, нумай çĕннине пĕлчĕç.
Урăх професси суйласа илес пулсассăн та çак пĕлÿсемпе хăнăхусем вĕсене малашнехи пурнăçра кирлĕ пулĕç. Ун йышши конкурссем ачасене пĕрлештереççĕ, кăмăлĕсене çирĕплетме, социализаципе коммуникацине ÿстерме пулăшаççĕ.
Надежда ВАСИЛЬЕВА,
Пушкăртстан Республикин
командин ертÿçи.

Çамрăк аграрисен çĕнĕ çĕнтерĕвĕсем
Çамрăк аграрисен çĕнĕ çĕнтерĕвĕсем
Çамрăк аграрисен çĕнĕ çĕнтерĕвĕсем
Çамрăк аграрисен çĕнĕ çĕнтерĕвĕсем
Çамрăк аграрисен çĕнĕ çĕнтерĕвĕсем
Çамрăк аграрисен çĕнĕ çĕнтерĕвĕсем
Çамрăк аграрисен çĕнĕ çĕнтерĕвĕсем
Çамрăк аграрисен çĕнĕ çĕнтерĕвĕсем
Çамрăк аграрисен çĕнĕ çĕнтерĕвĕсем
Çамрăк аграрисен çĕнĕ çĕнтерĕвĕсем
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: