Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
19 Июлӗн 2023, 09:05

Ĕмĕтÿсем пурнăçланччăр, Карина!

Кăçал Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕсен факультетĕнчи чăваш уйрăмĕн виçĕ выпускникĕ аслă шкултан пиллĕк паллăсемпе çеç вĕренсе тухса хĕрлĕ дипломлă пулчĕç.

Ĕмĕтÿсем пурнăçланччăр, Карина!
Ĕмĕтÿсем пурнăçланччăр, Карина!

Вĕсенчен пĕри – чи пултаруллă студент, Пĕтĕм Раççейри наукăпа практика конференцийĕсен участникĕ, тĕрлĕ сборниксенче пичетленнĕ наука статйисен авторĕ, Раççей тата республика шайĕнчи чăваш чĕлхи олимпиадисен дипломанчĕ Карина Григорьева.
Хастар хĕр студентсен канашĕн йышĕнче те тăнă, тăватă çул хушши хăй пурăнакан общежитинче староста пулнă.
– Студент вăхăчĕ – чи илемлĕ тапхăр. Вăл тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшать, çитĕнÿсемпе мыскарасем, вăйă-кулă, çĕнĕ паллашусемпе тус-юлташсем парнелет. Университетра вĕреннĕ çулсем ĕмĕрех пирĕн асра юлĕç. Хаклă студентсем, çак çулсенчен мĕнпур ыррине илме, нумай çĕннине пĕлме, ĕмĕтĕрсене пурнăçа кĕртме тăрăшăр.
Пĕлÿ илме пулăшнă, ĕçлĕ пурнăçра кирлĕ хăнăхусене панă, пире шаннă, ниме пăхмасăр малалла утма хавхалантарнă пур преподавателе те чунтан тав тăватăп. Аслă шкулăм, тавах сана ытарайми пилĕк çулушăн, – вĕренÿ çулĕсене аса илсе пирĕнпе чунне уçса калаçрĕ чăваш пики.
Пишпÿлек районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ Каринăн ĕмĕчĕсем пысăк та çутă. Вăл çывăх вăхăтрах магистратурăна вĕренме кĕме, алла илнĕ специальноçпа ĕçе вырнаçса ашшĕпе амăшĕ, икĕ аппăшĕ пек çĕршыв пуласлăхĕшĕн нумай ыррине, пархатарлă ĕçсем тума ĕмĕтленет.
Ĕмĕтÿсем пурнăçланччăр, Карина!
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек районĕ.

Ĕмĕтÿсем пурнăçланччăр, Карина!
Ĕмĕтÿсем пурнăçланччăр, Карина!
Ĕмĕтÿсем пурнăçланччăр, Карина!
Ĕмĕтÿсем пурнăçланччăр, Карина!
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: