Урал сасси
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
22 Августӑн 2023, 11:40

«Туслăх юртти» алран-алла куçать

«Пушкăртстан Республикин Халăхсен туслăх çурчĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕ кăçалхи май уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртнĕ «Ентешлĕх вăйĕ» («Сила Землячества») иккĕмĕш республика форумĕнче «Туслăх юртти» марафон çула тухни çинчен пĕлтернĕччĕ. Вăл çулталăк тăршшĕ «ПР Халăхсен туслăх çурчĕ» 30 çулхи юбилейĕ çитиччен тăсăлĕ.

«Туслăх юртти»  алран-алла куçать
«Туслăх юртти» алран-алла куçать

Пухмач-усравлăх (копилка-хранилище) вырăнне усă куракан юрттăра йывăç капсулисене вырнаçтарнă çамрăк ăру валли хатĕрленĕ 30 халал упранаççĕ. «Туслăх юртти» республика тăрăх çулçÿревре пулĕ, наци уявĕсенче, ун тулашĕнче те пулса курĕ. 2024 çулхи апрель уйăхĕн 19-мĕшĕнче вăл юбилейлă çулçÿреве вĕçлĕ, ăна 20 çула пичет пусса хупĕç.
Май уйăхĕн 4-мĕшĕнче «Тăван кил ăшши» çавра сĕтел вăхăтĕнче ПР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Наталья Лапшина пĕрремĕш капсулăна халал хунă. Çак пĕрлĕхпе килĕшÿ символне Ĕпхÿ районĕнчи «Хĕрлĕ Çырти» («Красный Яр») историпе культура центрне панă. «Туслăх юртти» белоруссен, Гафури районĕнчи Саитбаб ялĕнчи пушкăрт историпе культура центрĕсенче, Иглин районĕнчи Балтика ялĕнче пулса курнă, халĕ Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма ялĕнчи чăвашсен историпе культура центрне çитнĕ.
Август уйăхĕн 11-мĕшĕнче кунта ял шăпишĕн пăшăрханакан хастарсем «Раççей пĕрлĕхĕ халăх туслăхĕнче» тематика каçне пухăннă. Вырăнти культура ĕçченĕсем Пушкăртстан Республикин Халăхсен туслăх çурчĕ, ун çумне çирĕплетнĕ историпе культура центрĕсем, наци культура центрĕсем çинчен каласа панă. Светлана Матвеева тĕп специалист пулас ăру валли çырнă халала вуласа панă. Август уйăхĕн 19-мĕшĕнче ялăн 100 çулхи юбилейĕнче вырăнти çынсемпе хăнасем чăваш историпе культура центрĕ пулас ăру валли çырнă халала капсулăна хунин свидетелĕсем пулса тăнă. Çакăн хыççăн «Туслăх юртти» Буздякри тутарсен историпе культура центрне (ертÿçи – Гузель Гаугарова) куçнă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Кармаскалă районĕ, Суук-Чишма ялĕ.

«Туслăх юртти»  алран-алла куçать
«Туслăх юртти» алран-алла куçать
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: