Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
25 Кӑрлач , 16:00

Малашлăхри планра – З.Исмагилов ячĕллĕ Ĕпхÿ патшалăх ÿнер институтне вĕренме кĕресси

Паян çĕршывра Татьянăсем хăйсен кунне паллă тăваççĕ пулсан, студентсем – «профессиллĕ» уявне.

Малашлăхри планра – З.Исмагилов ячĕллĕ Ĕпхÿ патшалăх ÿнер институтне вĕренме кĕресси
Малашлăхри планра – З.Исмагилов ячĕллĕ Ĕпхÿ патшалăх ÿнер институтне вĕренме кĕресси

Çак праçникĕн историйĕ XVIII ĕмĕртех вăй илнĕ. 1755 çулта Елизавета патша Мускав университетне уçмашкăн хушу алă пуснă. Вĕренÿ корпусĕ çумĕнче вара Çветтуй Татиана чиркĕвне хута янă. Çапла Татьяна Римская çак аслă шкулăн хÿтĕлевçи пулса тăнă. I Николай патша вăхăтĕнче институт-университетра вĕренекенсем çак кун хăйсен праçникне уявлама пуçланă. Раççейре Студентсен кунне РФ Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2005 çултанпа паллă тăваççĕ. Вăл мĕнпур студентшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ара, студент вăхăчĕ – чи хаваслă та шухă вăхăт-çке…

 Анна ТАРАСОВА, Çтерлĕ хулинчи Пушкăрт республика культура тата ÿнер колледжĕн студенчĕ:

 - 2023 çулхине Пелепей тăрăхĕнчи Приютово поселокĕнчи 7№ шкулта тăхăр класс пĕтерсе Çтерлĕ хулинчи Пушкăрт республика культура тата ÿнер колледжне вĕренме кĕтĕм. «Халăхăн илемлĕ пултарулăхĕ» уйрăмра пĕлÿ илетĕп. Çак ĕçре сăнупа та, кĕлеткÿпе те илемлĕ пулни çителĕксĕр. Ăслă та ырă кăмăллă вĕрентекенсем пире илĕртÿллĕ кĕвĕсемпе килĕшÿллĕн хусканусем тума кăна мар, хамăра сцена çинче тĕрĕс тытма та вĕрентеççĕ.  Кунта вĕренме кĕнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп, савăнатăп çеç. Мĕншĕн тесен пĕчĕкрен çак шухăшпа, ĕмĕтпе пурăннă. Унсăр пуçне темиçе çул хушши Приютовăри «Креатив» паянхи ташăн тĕслĕхлĕ коллективне çÿрерĕм. Коллектив йышĕпе республика шайĕнчи тата тулашри пултарулăх конкурсĕсене хутшăнса парнеллĕ вырăнсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Унăн ертÿçи те, Дарья Тонких, çак утăма тума хавхалантарчĕ. Çавăнпа пултарулăх коллективĕн ертÿçи, преподаватель пулас шухăш ăнсăртран çуралнă тесе калас килмест. Студент вăхăчĕ - тĕлĕнмелле тапхăр. Кĕнеке шĕкĕлчеленисĕр, пушă вăхăтра ташă хусканăвĕсене вĕреннисĕр пуçне колледжра йĕркелекен конкурссене хутшăнма тăрăшатăп. Акă, нумай пулмасть «Дебют» уйрăмшарăн ташă ташлакансен ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕм. Малашлăхри планра – З.Исмагилов ячĕллĕ Ĕпхÿ патшалăх ÿнер институтне вĕренме кĕресси, балет  артисчĕ пуласси. Студентсен кунне эпĕ шăпах çакăн çинчен ĕмĕтленетĕп, вăл пурнăçа кĕрессе шанатăп.  

 

Малашлăхри планра – З.Исмагилов ячĕллĕ Ĕпхÿ патшалăх ÿнер институтне вĕренме кĕресси
Малашлăхри планра – З.Исмагилов ячĕллĕ Ĕпхÿ патшалăх ÿнер институтне вĕренме кĕресси
Малашлăхри планра – З.Исмагилов ячĕллĕ Ĕпхÿ патшалăх ÿнер институтне вĕренме кĕресси
Малашлăхри планра – З.Исмагилов ячĕллĕ Ĕпхÿ патшалăх ÿнер институтне вĕренме кĕресси
Малашлăхри планра – З.Исмагилов ячĕллĕ Ĕпхÿ патшалăх ÿнер институтне вĕренме кĕресси
Малашлăхри планра – З.Исмагилов ячĕллĕ Ĕпхÿ патшалăх ÿнер институтне вĕренме кĕресси
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: