Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
21 Майӑн , 11:35

Хусанти форума Пушкăртстан та хутшăннă

Тутарстан Республикинчи чăваш наципе культура автономийĕ, Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономийĕ тата РФ Наци ĕçĕсен федераллă агентстви пулăшнипе Хусан хулинче май уйăхĕн 17-19-мĕшĕсенче Раççейри Чăваш çамрăкĕсен форумне йĕркеленĕ. Виçĕ куна тăсăлнă мероприяти «Дуслык» ачасен канăвĕпе сывлăхне çирĕплетмелли лагерьте иртнĕ.

Хусанти форума  Пушкăртстан та хутшăннă
Хусанти форума Пушкăртстан та хутшăннă

Асăннă форума Раççей Федерацийĕн 10 регионĕнчи (Мускав хули, Тутарстанпа Пушкăртстан республикисем, Чăваш Ен, Самарпа Ульяновск, Саратовпа Челябинск, Иркутск облаçĕсем, Хантă-Манси автономи округĕ) пуçаруллă чăваш çамрăкĕсем хутшăннă. Çав шутра Пушкăртстанри Чăваш çамрăкĕсен союзĕн хастарĕсем Станислав Иванов, Диана Дмитриева, Екатерина Фадеева тата Алиса Алексеева пулнине палăртма кăмăллă.
Çамрăксен форумĕн тĕп тĕллевĕ – наци политикипе тата волонтер ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă пысăк проектсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче пурăнакан чăвашсене пĕрлештересси. Мероприяти шайĕнче наци культурипе чĕлхине сыхласа хăварма пулăшакан «Чăваш наци тумне тĕрĕс тăхăнмалли правилăсем» вĕрентÿ семинарĕ, «Регионсенчи чăваш çамрăкĕсен çыхăнăвне çирĕплетесси» çавра сĕтел, «Чăваш халăхĕн культури» квест, «Чăваш пуканине хатĕрлесси», «Чăваш эрешĕ. Йывăç касса эрешлесси» мастер-классем, «Чăвашсен социаллă сечĕсене аталантарасси», «Наци политики шайĕнчи пултарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртесси» тренингсем, «Чăваш халăхĕн историйĕ» этно-квиз иртнĕ. Çаксене пурне те паллă журналистсем, общество деятелĕсем, ал ĕç тата дизайн ăстисем, блогерсем ертсе пынă. Унсăр пуçне форума хутшăнакансем Николай Иванович Ашмаринăн тата Николай Васильевич Никольскин вил тăприйĕсене çитсе пуç тайнă, чĕрĕ чечексем хунă.
Çамрăксем хаваспах хăйсен ĕçĕн опычĕпе паллаштарнă, çамрăксен политики шайĕнче тухăçлă пурнăçа кĕнĕ проектсен тĕслĕхĕсем çинче чарăнса тăнă. Çавăн пекех малашнехи ĕçлĕ çыхăну валли лапам йĕркелеме палăртнă.
Çакăн йышши форумсем Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче пурăнакан чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн йышне ÿстерме пулăшасса, чăвашсен федераллă наципе культура автономине обществăлла ĕçре пулăшу парасса шанас килет.
Ирида НОВИКОВА. Хусан хули.

Хусанти форума  Пушкăртстан та хутшăннă
Хусанти форума  Пушкăртстан та хутшăннă
Хусанти форума  Пушкăртстан та хутшăннă
Хусанти форума  Пушкăртстан та хутшăннă
Хусанти форума  Пушкăртстан та хутшăннă
Хусанти форума  Пушкăртстан та хутшăннă
Хусанти форума  Пушкăртстан та хутшăннă
Хусанти форума  Пушкăртстан та хутшăннă
Хусанти форума Пушкăртстан та хутшăннă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: