Урал сасси
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
17 Июлӗн , 13:00

Малашне те çитĕнÿсем тума сывлăх, ăнăçу, хавхалану сунатпăр

Кăçал Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмĕн пилĕк выпускникĕ аслă шкултан пиллĕк паллăсемпе çеç вĕренсе тухса хĕрлĕ дипломлă пулчĕç.

Малашне те çитĕнÿсем тума  сывлăх, ăнăçу, хавхалану сунатпăр
Малашне те çитĕнÿсем тума сывлăх, ăнăçу, хавхалану сунатпăр

Вĕсем асăннă факультетра пилĕк çул пĕлĕвĕсене тарăнлатнă хушăра çĕршыв шайĕнчи ăслăлăх тата пултарулăх конкурсĕсемпе олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерÿçĕсен ретне пĕрре мар тăнă, обществăпа культура пурнăçне хастар хутшăннă, «Урал сасси» хаçатпа та туслă çыхăну тытнă. Анфиса Васильева Пушкăрт Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ ятне тивĕçнĕччĕ.
Çак кунсенче чăваш çамрăкĕсен тепĕр ушкăнĕ аслă шкултан вĕренсе тухрĕç. ПР Чăваш çамрăкĕсен союзĕн ертÿçи Станислав Ивановпа унăн çумĕ Татьяна Родионова, асăннă пĕрлĕх пайташĕ Валентина Михайлова Пушкăрт медицина университетĕнчен вĕренсе тухнине çирĕплетекен дипломсемлĕ пулчĕç. Чăваш чунлă çамрăксем виççĕшĕ те сывлăх хуралĕнче ĕçлеме, ординатурăна вĕренме кĕрсе пĕлĕвĕсене анлăлатма палăртаççĕ. Паллах, аслисен çулĕпе кайса май пур таран чăвашлăх анинче те тăрăшĕç вĕсем.
Мал ĕмĕтлĕ те хастар чăваш çамрăкĕсене малашне те çитĕнÿсем тума, яланах малти ретре пулма çирĕп сывлăх, ăнăçу, хавхалану сунатпăр! Ăнăçлă çул пултăр!
Надежда РОДИОНОВА.

Малашне те çитĕнÿсем тума  сывлăх, ăнăçу, хавхалану сунатпăр
Малашне те çитĕнÿсем тума  сывлăх, ăнăçу, хавхалану сунатпăр
Малашне те çитĕнÿсем тума сывлăх, ăнăçу, хавхалану сунатпăр
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: