Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕ чăвашлăхшăн çунакан хастарсем пурăннипе уйрăлса тăрать. Уйрăмах культура, пĕлÿ çурчĕсенче ĕçлекенсем хăйсем мĕн пĕлнине çăмрăк ăрăва вĕрентсе хăварма тăрăшаççĕ. Акă, нумай пулмасть культура çуртĕнче вăй хуракансем ачасем валли «Ĕлĕкхи чăваш халăх вăййисем» фольклор урокĕ йĕркеленĕ.
Мĕн-ши вăл фольклор? Ку вăл йăпатмăшсем, шÿтсемпе юрăсем, юмахсемпе хăвăрткаларăшсем, вăйă картине тăрса юрлани, вăйăсем… Фольклор – пирĕн пуянлăх, унта тăван халăхăн пĕтĕм пурнăç ăслăлăхĕ.
Мероприятие ертсе пыракансем ачасемпе пĕрле фольклор çĕршывне çитсе курас тĕллевпе тĕлĕнмелле «çул çÿреве» тухнă. Чăн малтан вĕсем çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре «вăйă» мĕнле вырăн йышăннине пĕлнĕ. Унтан пĕрремĕш мечĕксене мĕнрен тунине тĕпченĕ. Çакăн хыççăн вĕренекенсем чăваш шăпа сăввисене (считалка) вĕреннĕ, хăйсем пĕлекеннисене аса илнĕ. Çапла майпа фольклор урокне хутшăнакансем практика пайне хатĕрленнĕ.
Мероприятин иккĕмĕш пайĕ куçса çÿрекен вăйăсенчен тăнă. Аслисем ачасене «Лашасем», «Паян вир акрăмăр», «Ан хускалăр», «Кам пулнине пĕл», «Кĕтессем» вăйăсене выляма сĕннĕ. Вĕренекенсем хаваспах вĕсене хутшăннă. Çапла культура çуртĕнче хаваслă кулă чылайччен янăранă. Арçын ачасемпе хĕр ачасем кăмăллă юлнă.
Чăваш халăхĕн авалтан килекен вăййисем, йăли-йĕркисем ачасен асĕнче нумайччен упранĕç, ламран-лама куçса пырĕç.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.