Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
11 Декабрӗн , 11:00

Чĕре витĕр кăларса çырнă материалсем – вулакансемшĕн яланах чи хаклисем

Пушкăртстанра Ĕпхÿ наука тата технологисен университетчĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕн факультечĕ йĕркеленипе саккăрмĕш хут «Çамрăк журналист» конкурс иртрĕ. Пултарулăх ăмăртăвне Пелепейпе Çтерлĕ хулисенчен, Авăркаспа Ермеккей, Кармаскалăпа Федоровка, Пишпÿлек районĕсенчен 30 вĕренекен хутшăнчĕ.

Чĕре витĕр кăларса çырнă материалсем – вулакансемшĕн яланах чи хаклисем
Чĕре витĕр кăларса çырнă материалсем – вулакансемшĕн яланах чи хаклисем

Çамрăк журналист конкурсăн эксперт комиссийĕн пайташĕсен шутĕнче «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ, Пушкăртстан Республикин пичет тата массăллă информацин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Михайлов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, журналист, çыравçă, поэт, драматург Владислав Николаев, «Урал сасси» хаçатăн яваплă секретарĕ Надежда Родионова, Пушкăртстан Республикин тата Раççей Федерацийĕн Çыравçăсен союзĕн членĕ, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн секретарĕ, сăвăç, драматург Геннадий Тимофеев (Челпир) пулчĕç. Жюри членĕсем шкул ачисемпе (7-11 класра вĕренекенсем) студентсен пушкăрт тата чăваш чĕлхипе çырнă, ÿкернĕ ĕçĕсене хак пачĕç. Ноябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕвне турĕç.
– Пире, жюри пайташĕсене, çак шанса панă ĕçе пурнăçа кĕртме çăмăлах пулмарĕ. Кашни ĕçе тĕрлĕ енлĕ те тимлĕ хак парса сире савăнтарма кăмăл пулчĕ. Пĕтĕмĕшле конкурса вăтăр ытла ĕç килчĕ. Вĕсенчен ытларах пайĕ текст шайĕнче, кăшт сахалрах видео. Конкурса килнĕ ĕçсем хушшинче чăннипех те журналистика жанрне ларса çитнисем пур. Ачасем, студентсем тăрăшни сисĕнет. Хăйсенчен мĕн килнине хавхаланупа пурнăçа кĕртнине палăртмалла. Сăмахран, Авăркас тăрăхĕнчи Шланлă шкулĕнче вĕренекен Елисей Иванов видеосюжет ярса панă. Жюри членĕ пулнă май мана ытларах унăн ĕçĕ килĕшрĕ. Çавăнпа ăна пĕрремĕш вырăн пама йышăнтăмăр. Çавăн пекех аслăраххисем хушшинче те пысăк хак памалли ĕçсем пур. Вĕсенчен пĕри – 4 курсра вĕренекен Анна Данилова студенткăн ĕçне палăртса хăвармалла. Калăпăшĕ пысăк пулнă май ăна очерк тесе калама та пулать. Вĕренекенсемпе ертÿçĕсен ячĕпе те ăшă сăмахсем каламалла. Тавах сире мероприятие йĕркеленĕшĕн, вĕрентнĕшĕн, ăс панăшăн. Интернетпа усă курнă материалсем те куçа лекеççĕ. Çакна асра тытăр: хăвăр пуçпа шухăшласа, хăвăр чĕре витĕр кăларса çырнă материалсем вулакансемшĕн яланах чи хаклисем пулаççĕ. Енчен те малашне хăвăр журналист профессине суйласа илес тетĕр пулсан çакна яланах асра тытăр. Мĕнпур çĕнтерÿçĕсене, конкурса хутшăнакансене чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр, тăван чĕлхепе çырма, шухăшлама нихăçан та кая юлман, хăвăр пуçланă ĕçе малалла тăсмалла пултăр, – терĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май «Урал сасси» хаçат редакторĕ Юрий Михайлов.
Çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти факультетăн Уçă алăксен кунĕпе тÿр килчĕ. Пулас калем ăстисем фестивальте пĕлÿ кутамккине те пуянлатма пултарчĕç. Вĕсем валли тĕрлĕ енлĕ ăсталăх лаççисем ĕçлерĕç. Ачасем телефонпа хитре сăн ÿкерчĕк тăвас, интереслĕ постсем хатĕрлес вăрттăнлăхсене ăша хыврĕç. Конкурса йĕркелесе ирттерме, ачасене парнесем илме укçа-тенкĕпе пулăшнă ырă чĕреллĕ чăвашсене, Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн çамрăксемпе ĕçлекен комитет ертÿçине Оксана Бабикована, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн яваплă секретарьне Геннадий Тимофеева (Челпир), Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председательне Оксана Федорована чунтан тав тумалла. Сирĕн пархатарлă ĕçĕрсем çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене юратса вĕренме, аталантарма, упраса хăварма пулăшаççĕ.
Халĕ сире çĕнтерÿçĕсемпе паллаштаратпăр.

«Текст» номинаци, I степень дипломĕ
Игорь Никитин, 9 кл, Пелепей хулинчи 1№ шкул (ертÿçисем – Светлана Игнатьева, Татьяна Никитина);
Арина Артемьева, 10 кл, Авăркас районĕнчи Степановка шкулĕ (Алевтина Артемьева);
Анна Данилова, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕ факультечĕн IV курс студенчĕ (Лариса Коротаева).

«Видео» номинаци, I степень дипломĕ
Елисей Иванов, 6 класс, Авăркас районĕнĕнчи Шланлă шкулĕ (Надежда Васильева);
Никита Ильин, 11 класс, Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри шкулĕ (Марина Ильина);
Ольга Никитина, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕ факультечĕн III курс студенчĕ (Лира Афанасьева).

«Текст» номинаци, II степень дипломĕ
Екатерина Тимофеева, 9 кл, Авăркас районĕнчи Шланлă шкулĕ (Надежда Васильева);
Злата Потапова, 7 кл, Авăркас районĕнчи Çĕньял шкулĕ (Николай Глухов);
Мария Степанова, 9 кл, Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка шкулĕ (Ираида Степанова);
Никита Ильин, 11 кл, Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри шкулĕ.
Константин Петров, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕ факультечĕн IV курс студенчĕ (Лариса Коротаева);
Татьяна Иванова, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕ факультечĕн II курс студенчĕ (Лариса Коротаева).

«Видео» номинаци, II степень дипломĕ
Алина Герасимова, 7 кл, Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка шкулĕ (Ираида Степанова).

«Текст» номинаци, III степень дипломĕ
Светлана Герасимова, 7 кл, Кармаскалă районĕнчи Йăмран шкулĕ (Татьяна Козлова);
Любовь Зубарева, 7 кл, Федоровка тăрăхĕнчи Ашкатар шкулĕ (Татьяна Вальщикова).
Матвей Ломоносов, 9 кл, Çтерлĕ хулинчи 11№ шкул (Елизавета Иванова);
Арина Ефимова, 9 кл, Авăркас районĕнчи Меселпуç шкулĕ (Алена Ефимова);
Лидия Виноградова, 8 кл, Авăркас районĕнчи Мăйлăпукан шкулĕ (Ирина Виноградова);
Карина Васильева, 11 кл, Авăркас районĕнчи Çĕньял шкулĕ (Николай Глухов);
Кристина Никифорова, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕ факультечĕн V курс студенчĕ.
Анна Тарасова, Пушкăртстан Республикинчи культурăпа искусство колледжĕн II курс студенчĕ (Геннадий Данилов).

«Видео» номинаци, III степень дипломĕ
Арсений Петров, 6 кл, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕ (Людмила Павлова);
Софья Васильева, 7 кл, Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕ (Полина Кирилова).

«Тăван чĕлхене юратнăшăн» номинаци
Варвара Карпова, 6 кл, Авăркас районĕнчи Çĕньял шкулĕ (Николай Глухов);
Милана Иванова, 9 кл, Çтерлĕ хули (Елизавета Иванова);
Татьяна Иванова, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕ факультечĕн IV курс студенчĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Çтерлĕ хули.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: