Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
12 Декабрӗн , 15:00

Анне чĕри тĕнче хĕррине илсе çитернĕ

Çак йĕркесене пысӑк чунлă ҫынна, Авăркас районĕнчи Треппел ялĕнчи вăтам шкулăн тава тивӗҫлӗ учительне, Галина Степановна Умована халалланă. Галина Степановна – пуҫаруллă, ăслă, хастар, илĕртÿллĕ те хаваслă ҫын. Вăл пире пурнăҫ шкулĕ, хӑйĕн ҫинчен тата анне чĕри мĕн иккенне каласа пама кăмăллăн килĕшрĕ.

Анне чĕри тĕнче хĕррине илсе çитернĕ
Анне чĕри тĕнче хĕррине илсе çитернĕ

– Галина Степановна, сывлăх сунатăп! Хăвăр пирки каласа парсамăрччĕ?
– Эпĕ 1951 çулхи август уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче çуралнă, çемьере аслă ача пулнă. Анне, Ксения Макаровна Иванова, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче 4 çул тăршшĕпех ĕç арминче пулнă. Малтан торф кăларнă, кайран танксене пытармалли окопсем чавнă. Ленинград хулипе облаçĕ блокадăна лекнĕ вăхăтра çамрăк хĕрсен бригади те нимĕçсен ункинче пулнă. Вăрçă нушисене анне аса илсе макăра-макăра каласа паратчĕ. Вăрçă хыççăн вăл ялти лавккара сутуçă пулса ĕçлерĕ. Анне хĕрĕх тăххăрта çĕре кĕчĕ, эпир тăлăха юлтăмăр. Виçĕ ача: эпĕ – асли, манран кĕçĕн йăмăк Люба, 1957 ҫулта çут тĕнчене килнĕскер, тата кĕçĕнреххи, 1963 çулта çуралнă Лариса йăмăкăм. Виçĕ хĕр хаклăран та хаклă, юратнăран та юратнă, çывăх çыннăмăрсăр тăрса юлтăмăр. Атте, Степан Васильевич Иванов, шкулта биологипе хими предмечĕсене вĕрентекенĕ пулса ĕçлетчĕ, завуч ĕçне те хăех илсе пыратчĕ. Вăл нумай çул шкул директорĕ, каярахпа, тивĕҫлĕ канăва тухсан, РОНОра инспектор пулса ĕçлерĕ. Атте хĕрĕх иккĕре виçĕ ачапа тăрса юлчĕ, унтан иккĕмĕш хут авланчĕ, тепĕр çемье çавăрчĕ. Эпĕ Ҫĕнĕ Хурамал вăтам шкулне пĕтернĕ хыççăн Ĕпхÿ патшалăх университетĕнчи биологи факультетне вĕренме кĕнĕччĕ. Анне вилнине пула виçĕ курс пĕтернĕ хыççăн яла таврăнтăм, куçăн мар мелпе вĕренме куçрăм. Атте пульницăна лекрĕ, йăмăксем килте иккĕш кăна тăрса юлчĕç, хуçалăх пысăк. Çывăх çыннăмăр икĕ уйăх пульницăра выртнă хыççăн çуркунне çитрĕ. Пĕррехинче мана кукамай çапла каларĕ: «Санăн е килтен тухса кайса ĕçлеме пуçламалла е качча тухмалла, атту аçу авланаймасть. Эсĕ хăвăн çинчен кăна шутлатăн, йăмăкусене валли анне кирлĕ». Аслисем ман валли каччă шыра пуçларĕç, унтан тупаççĕ, кунта калаçса татăлаççĕ. Эпĕ килĕшместĕп. Хамăн паллашни те пурччĕ, Авăркас районĕнчен. Вăл килĕшме килсен, мана ăна качча парса ячĕç. Треппел вăтам шкулĕнче химипе биологи предмечĕсене вĕрентме тытăнтăм. 1976 çулта вĕренĕве вĕçлесе диплом илтĕм. Çак шкултах 38 çул вăй хутăм, тĕрлĕ пархатарлă ĕçсемшĕн манăн Хисеп тата тав хучĕсем аванах пуçтарăннă. Тивĕçлĕ канăва кайнăранпа тата çиччĕ хутшăнчĕ.
– Мĕншĕн эсир учитель профессине суйласа илтĕр?
– Эпĕ пĕчĕкренех тухтăр пуласшăнччĕ. Хальхи пекех астăватăп: тухтăрсем укол тума килетчĕç (ун чухне траххум вăхăчĕ ĕнтĕ, унпа чирлекен ачасем нумайччĕ). Траххумран сиплекен тухтăр килĕрен çÿресе куçа эмел ярса тухатчĕ. Çапла, ик-виç куна пĕрре. Эпĕ шурă халатлă Маша аппана кăмăллаттăм. Ӳссе çитетĕп те Машша аппа пек укол тăваканни пулатăп тесе ĕмĕтленеттĕм. Хамăрăн тус-тантăшсемпе вылянă чухне шăпăр хуллине хуçса илеттĕмĕр те пĕр-пĕрне «укол тăваттăмăр». Ачасем уколран хăраççĕ, тухтăртан та шикленеççĕ, укол тăвать тесе сехĕрленетчĕç. Маша аппа çапла калатчĕ: «Пирĕн Галя уколтан хăрамасть, вăл хăй тухтăр пулатăп тет». Эпир хĕр ачасемпе çавăн пек пĕр-пĕрне укол тунă пек выляттăмăрччĕ. Анчах пирĕн пĕри те тухтăра вĕренме каяймарĕ.
Манăн пĕрремĕш вĕрентекенĕм Ольга Александровна Афанасьеваччĕ. Вăл çав тери хăйне илемлĕ тытатчĕ, урока питĕ лăпкă, ăнланмалла ăнлантаратчĕ. Эпĕ ун çине пăхса лараттăм-лараттăм та, çук, эпĕ вĕрентекен кăна пулатăп тесе тĕв тăваттăм. Шыва инçене, Микуш çăлне çÿреттĕмĕр. Унти шыв çав тери çемçеччĕ. Пирĕн кӳршĕ вĕрентекенĕ икĕ пысăк витрепелен çăла ярăнса утатчĕ. Мария Абрамовна Павлован çивĕчĕ вăрăмччĕ, ăна атлас лентапа çыхатчĕ. Пĕрремĕш вĕрентекенĕме тата кӳршĕ вĕрентекенĕмсене пăхса манăн та вĕсем пек пулас килетчĕ. Пĕрремĕш класран пуçласа ман учитель пулас шухăш çирĕпленчĕ. Шкултан таврăнсан, эпĕ яланах «учитель», «учениксене» лартса тухаттăм, унтан вĕрентÿ пуçланатчĕ. Эпĕ учитель профессине суйласа илнĕшĕн пĕрре те ӳкĕнместĕп, тĕрĕс çул суйласа илнĕ тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен учитель вăл – питĕ кирлĕ çын. Кашни кил-çуртра, кашни ҫемье пуҫĕ вăл – учитель. Вĕрентекен мĕн те пулин çĕннине вĕрентсе, каласа, тĕрĕслесе пырать, апла мар, капла ту тесе тимлет, çавăнпа та эпĕ çапла калатăп: учитель вăл – чи кирлĕ ҫын. Учительсĕр тухтăрĕ те пулмĕччĕ, çуртсем те хăпартмĕччĕç, халăхăн ăс-тăнĕ малалла аталанаймĕччĕ. Шкул пурнăҫа малалла аталантармашкăн, ăна илем кӳмешкĕн ачасене хатĕрлесе кăларать – вĕсем пурте пирĕн алă витĕр тухнă. Эпĕ шкулта кама кăна вĕрентмен пуль: ачасене те, çамрăксене те, хамран аслăрах çынсене те. Ĕлĕк пурте сакăр класс пĕтереймен. Пĕр вăхăт «Всеобуч» текен çĕнĕ саккун тухрĕ, урăхла каласан, Раççейре пурăнакан кашни çынна вăтам пĕлӳ памалла. Пурне те вĕрентме ĕлкĕртĕмĕр. Манăн вĕренмен, тăрăшман ачасем пулмарĕç. Эпĕ ĕçленĕ вăхăтра 167 вĕренекен биологипе экзамен тытса аслă çул çине тăчĕ.
– Эсир, пире, пулас вĕрентекенсене, мĕнле канаш панă пулăттăр?
– Енчен те эсир манăн специальноçе суйласа илтĕр пулсан, малашне ӳкĕнмĕр. Педагог вăл шкулта кăна мар, килте те хăйĕн пурнăҫне пĕлсе йĕркелеме пултарать, ачасемшĕн те вăл – кирлĕ çын. Педагогикăна пĕлсессĕн эсĕ психологине те ăнланатăн: ачана куҫран пăхсанах вăл мĕн ҫинчен шухăшланине тавçăрса илетĕн. Эпĕ вăрҫса калаҫма пĕлмен, яланах лăпкă ăнлантарма тăрăшнă. «Галина Степановна сасса хăпартса калаçма пĕлмест вăл» тесе хам вĕрентнĕ ачасем халĕ те калаҫҫĕ. Манăн урокра ачасем пĕрре те шавламан, дисциплина пирки эпĕ нихăçан та кулянман. Пĕрле пуҫтарăнсан, 1972 ҫул шкултан вĕренсе тухса кайнисем те, халĕреххисем те çапла калаҫҫĕ: «Галина Степановна занятисене класра кăна мар, шкул пахчинче те опытсем ирттернĕ вăхăтра та ăнланмалла, кăмăллă, интереслĕ ирттеретчĕ». Халĕ те вĕренекенсем мана манмаҫҫĕ, уявсенче чечек çыххи парнелеҫҫĕ. Вĕсен хисеплени, сума суни сĕнĕвĕсем чĕрене ватăлма памаççĕ, ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума чĕнеҫҫĕ. Пĕрремĕш квалификаци категорийĕпе вунă ҫул ĕҫлерĕм. Эпĕ – Раççей Федерацийĕн тава тивĕҫлĕ вĕрентекенĕ.

– Галина Степановна, эсир – пултаруллă çын, анне. Сирĕн Иван ятлă ывăлăр пулнă, вăл Чечен вăрҫинче ҫухалсан ăна шырама вăрăм çула тухнине пĕлетпĕр. Эсир вăрçă хирне мĕнле кăмăлпа тухса кайнă?
– Эпĕ пилĕк ача амăшĕ пултăм: виçĕ ывăл та икĕ хĕр. Халь икĕ хĕрпе пĕр ывăл сывă. Икĕ хĕр Çтерлĕре тĕпленнĕ, эпĕ вĕсемпе савăнса пурăнатăп. Аслă ывăл десантникчĕ, 1994-1995 çулсенче Чечен вăрçине лекрĕ.
Амăш чĕри ачине шырама вăрçă хирне илсе тухса кайрĕ. Эпир вăл вăрçа лекни пирки хыпар илтĕмĕр. Ваня отпуска килсе кайнăччĕ кăна, отпускран вăл хăйĕн чаçне ҫитсе те ĕлкĕреймен – вăрçа тухса кайнă. Çĕрлехи тревогăпа салтаксене вăратса «Анапа – Грозный» поездпалан çапăçу хирне илсе çитернĕ... Вĕсем чи пĕрремĕш çапăçăва лекнĕ. Вун саккăрти яш-кĕрĕм, контрактниксем пулман вĕт вĕсем. Пирĕн ывăл ял хуçалăх техникумĕнче 3-мĕш курсра вĕренетчĕ, унтан салтака илчĕç. Тепĕр уйăхран Иван Умов ҫухалнă тесе ман пата çыру килчĕ. Виç кĕтеслĕ çырăва «Анапа – Грозный» поездăн проводници çырнă: «Вы, наверное, думаете, что ваш сын доехал до части, жив и здоров и ждете вестей от него. Я сама видела, как многие солдаты остались лежать на реке Сунжа». 1995 çул пуçламăшĕ. Çак хăрушă хыпара илтсен эпĕ, çар комиссариатĕнче пулнă хыççăн, ывăлăма шырама тухса кайрăм.
Кун пек çырăва кашни салтакăн ашшĕ-амăшне çырман, манăн ывăл ыйтнипе проводница çырса янă. Ваня отпускран çĕрле пырса çитет, ултă сехетрен унăн чаçне ирпе тухмалла пулнă. Вăл çывăрма выртать: çавăнтах – тревога! Салтаксем икĕ çухрăм çуран вокзала çити чупаççĕ, унтан вĕсене поездпа тÿрех Грозныйне илсе каяççĕ. Çул çинче Ваня вăрçа ярассине ăнланса илет. Ун пирки вĕсене никам та, пĕр сăмах та каламан. Ытти салтаксем те çакна ăнланнă, мĕншĕн тесен çулсем хупă пулнипе икĕ сехет лартăмăр тесе каласа парать каярахпа Ваня. Çакна питĕ нумай çар техники иртсе кайни те çирĕплетнĕ. Ваня хăйне канăç паман шухăша проводницăран ыйтма хăю çитерет. «Тĕрĕс, Грозныйĕнче Дудаевăн çарĕ пирĕнпе вăрçă пуçланă», – тесе хуравланă проводница. Килтисем нимĕн те пĕлмеççĕ, вĕсене мĕнле систермелле-ши? Ваня каллех проводница патне килсе ларать те, ашшĕпе амăшĕ патне ывăлне вăрçа илсе каяççĕ тесе çыру çырса яма ыйтать. Ăçта? Мĕнле адреспа? Кайран Ваня мана интереслĕ каласа пачĕ: «Подол потрогайте, платье – это тряпка, моя деревня – Тряпино, фамилия моя – Умов, ум, не забудете, а имя мое – вся Россия заполнена Иванами». Чăнах та, ҫырура ҫакăн пек ҫырнăччĕ: «Башкортостан, Тряпино, Умову Ивану». Вĕсен çарĕ çине бомба пăрахнă. Питĕ нумай салтак пуçне хунă, ман ача сывă юлнă. Сунжа урлă каçнă чухне кĕперне сирпĕнтернĕ, апла пулин те пирĕн ачасем Грозныйне çитнĕ. Вĕсене машинăпалан кĕтсе илнĕ. Ывăл Грозныйĕнче вăрçăра пулчĕ. Чечняра çапăçусем нумайрах тĕттĕм вăхăтра иртнĕ. Ваня – десантник, çĕрле 14 çар вĕçевĕ тунă. Тăвĕсем унта уйрăмах çÿллĕ, çĕр çине парашютпа анассине дудаевецсем – пуç касакансем, боевиксем – кĕтсе тăнă. Пилĕк салтак тыткăна лекнĕ, çав шутра Иван та. Çавăнпа вăл хыпарсăр çухалнисен шутĕнче пулнă. Тыткăнра вĕсем нумай вăхăт пулман. Вĕсене асаплантарман, хĕнемен, пĕр эрне пĕр тумлам шыв та паман, апат та çитермен. Чĕрĕ организм шывсăрланма пуçланă. Ку – сывлăхшăн питĕ хăрушă пулăм. Ваньăн тăвар ларма тытăннă. Каярахпа вĕсене пирĕннисем тыткăнран хăтарнă, Грозныйĕнче вăйлă вăрçă пынине пула тÿрех самолетпа Краснодара çитернĕ. Пĕр салтак хăйне питĕ япăх туйнă, вăл çул çинчех ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Эпĕ Ваньăна икĕ эрне шырарăм, Моздока çитрĕм, чечен çемйинче пурăнтăм. Маншăн питĕ йывăр самантсем пулчĕҫ вăл вăхăтра. Хальхи пек кĕсье телефонĕ çук, хулара «комендант вăхăчĕ», магазинсем ĕçлемеççĕ. Никампа та калаçаймастăн, никамран канаш ыйтса илейместĕн. «Мир» ятлă театр пурччĕ: çавăнта хула влаçĕ беженецсене вырăн панă пулнă: унта ни ларма, ни тăма – пурте урайĕнче. Эпĕ те çавăнта лекрĕм, икĕ каç унта ирттертĕм. Кăнтăрла эпир ачасене шырама тухаттăмăр, çынсенчен ыйтаттăмăр, чечен хĕрарăмĕсем укçалла пулăшатчĕç. Вăрçă хирĕнчен çырусем илсе килсе паратчĕç. Çырусем йĕп-йĕпе, мĕншĕн тесен юр ирĕлнĕ вăхăтчĕ. Чечняра вăл вăхăтра юр ирĕлетчĕ, январь уйăхĕччĕ. Хут михĕпе килнĕ çырусем йĕп-йĕпе, салтаксем çырнă çырусем килĕсене çитменнишĕн чĕре ырататчĕ. Çавăнпа та хамăр хĕрарăмсем хушшинче çырусене валеçсе, пăсăлнă адресĕсене çĕнетсе, хамăр алăпа çырса пĕр пус тăракан конверт ăшне чиксе почтăпа яраттăмăр. Эпир ашшĕ-амăшĕ ачи вăрçăра пулнине пĕлччĕр тесе питĕ нумай ҫыру çырса ятăмăр. Кăнтăр вăхăтĕнче вокзала каяттăмăр, унта вăрçăран çĕмрĕк техника илсе килетчĕç. Вĕсемпе пĕрле салтаксем те пурччĕ. Эпир вĕсене ачасен сăн ÿкерчĕкĕсене кăтартаттăмăр, курман-и тесе ыйтаттăмăр. Ункай пур чух вăрçă хирĕнчен çар çыннисем килетчĕç, салтаксен хушамачĕсене каласа: «аманнă, вилнĕ, Мускава, Дон çинчи Ростова ăсатнă» тесе вуласа паратчĕç. Унтан çав хутсене стена ҫине ҫакса хуратчĕç. Çынсем тыта-тыта пăхаççĕ, аяларах кăтартнă хушаматсем пăсăлса пыраççĕ. Пăхатăп: «У» сас палли курăнмасть. Тепре пăхатăп: Умов И.П. отправлен во Владикавказ, ранен. Владивкавказа кайса çитрĕм. Вăл ман ача пулмарĕ. Каялла Моздока хула лапамне таврăнтăм. Мана валли çыру пур, Умовой Галине Степановне тесе çырнă. Эх, савăнтăм! Пичĕке çине пĕр хĕрарăм улăхса тăнă та ҫырусем валеçет. Çын çав тери нумай! Çын-çын урлă иртсе ку хĕрарăм патне пырса: «Мĕнле çыру?» – тесе ыйтрăм. Çыру Ваньăран пулчĕ. Вăл эпĕ кунта иккенне пĕлнĕ, мĕншĕн тесен эпĕ пĕр салтакран ыйтаттăм, тепринчен, «аннÿ кунта килнĕ, мĕнле те пулсан пĕлтерме тăрăшăр, Иван, вăл 80-мĕш бригадăран», тесе калаттăм. Ку хыпар ывăлăм патне çитнĕ. Ҫырура Ваня çапла çырнă: «Мама может случиться так, что ты здесь останешься навсегда, не найдут даже твоего трупа. Я вернусь живой и невредимый. Возвращайся обратно! Папа почему тебя отпустил? Ты же видишь, что здесь настоящая война идет, здесь же не шутки. Ты меня все равно не найдешь. Мы десантники, мы в городе, мы в Грозном». Ачам сывă! Эпĕ вара çырăва кăкăр çине хутăм та яла таврăнтăм.
Ваньăн аса илĕвĕсем тăрăх, вĕсене вертолетпалан пысăк çуртсем тăррине антарнă, труба ăшне кĕрсе пĕрремĕш хута аннă. Çак хăрушлăха вĕсен тÿссе ирттермелле пулнă. Çапла, мĕнле-тĕр майпа пĕррехинче вĕсем тыткăна лекнĕ. Каярахпа вăл кун пирки мана каласа пачĕ. Тыткăнран хăтарсан Краснодарти госпитале куçарчĕç, ăна пăхма эпĕ каллех кайрăм. Ваня хăй тĕллĕн ҫÿреймест, ури тĕпĕсене, хулĕсем çинче, аллисене çÿлелле йăтаймасла тăвар ларнă. Тăварĕсене кайран миçе çул ирĕлтермерĕмĕр пуль: Краснодарти, Ĕпхÿри госпитальсенче выртса тухрĕ, Толбазăри, Çтерлĕри больницăсенче сипленчĕ, апла пулин те кăмăрчак сийĕнчи тăварне нимле те ирĕлтерсе пулмарĕ. Çав вырăнта рак клеткисем йĕркеленме пуçланă. Юлашки икĕ çул питĕ хытă нушаланчĕ. Çапла, хĕрарăм праçникĕ кунĕпе сцена çинчен саламласа юрă юрлакан ывăлăм 2006 çулхи март уйăхĕн 8-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Чечен хирĕç тăрăвĕ пулман пулсан, эпĕ паянхи кун та ывăлăмпа мăнаçланса савăнса пурăннă пулăттăм. Çавăн пек эпĕ чи тăрăшуллă, чи маттур, чи яштака ывăлăма çухатрăм. Халь пĕр ывăл юлчĕ, кĕçĕнни. Вăл та Чеченре 1994-1996 çулсене пограничник пулса хĕсметре тăчĕ. Витя, Виталий, халь Ĕпхÿре хăйĕн çемйипе пурăнать. Ҫавăн пек вăл анне шăпи.
– Ваньăпа мĕнле тĕл пултăр?
– Салтак амăшĕсен комитечĕ пурччĕ. Краснодартан ман пата Морозова хушаматлă хĕрарăм çыру çырса янăччĕ: «Ывăлăра пăхма килĕр, вĕсене Грозныйĕнчен хăтарнă, кунта вĕçсе килчĕç, эрне выртать». Эпĕ тÿрех, пĕр тăхтамасăр, февраль уйăхĕн 9-мĕшĕнче çула тухрăм, Чеченрен таврăнса çитни икĕ эрне кăна иртнĕччĕ. Иккĕмĕш хут – Краснодарта. Пырса çитрĕм – ман ача выртать: хулай туйипелен, урăхла утаймасть. Икĕ эрне эпĕ ун патĕнче пултăм, унтан каялла таврăнтăм. Ывăлăма Ĕпхÿ çар госпитальне куçарчĕç, ун патне Ĕпхĕве кайса çӳрерĕмĕр.
Ман ывăлăн салтака кайиччен савнă хĕрĕ пурччĕ, вăл пирĕн кин пулчĕ. Хĕрĕ Ваньăна салтака ăсатрĕ, çывăх çынни мĕнле хытă чирленине пĕлсе тăрсах ăна пăрахмарĕ. Вĕсем мăшăрланчĕç. Ваня вăйлă чирлетчĕ, эпир май пур таран пулăшма тăрăшрăмăр. Аня ятлă пирĕн кин. Кин педагогика институтĕнчен вĕренсе тухрĕ, вăл – вĕрентекен. Ача çуралчĕ – Ксюша ятлă. Кайран Ваньăн хăрушă чир – рак иккенне пĕлсен, мĕн кăна туса пăхмарăмăр пуль, чире çĕнтереймерĕмĕр. Ирĕксĕрех иккĕмĕш ача çуратрĕç. Украинăра пулнă хыççăн Мускавра сиплеççĕ тесе пĕлтерчĕç, пĕрремĕш хут хăрушă чиртен вулă (стволовые) клеткисемпе усă курма пуçланă. Кунта тин çуралнă ачан кăвапин вулă кĕлеткисем кирлĕ пулнă. Мускава кайса сывлăха сиплемелли черете тăчĕç, черетре пирĕн умĕн – вăтăр тăватă пин çын. Эпир черете кĕтсе илеймерĕмĕр.
– Питĕ те шел. Сирĕн шутпа, мĕн-ши вăл анне чĕри?
– Анне чĕри... Ăна мĕнле сăмахпа хак парса пулать-ши? Унăн пуçĕ те çук, вĕçĕ те çук, анлăшĕпе тарăнăшĕ те виçесĕр. Ăнсăртран кĕтмен япаласем тума пултарать вăл. Эпĕ нихăҫан та вăрҫă хирне ачана шырама тухса каятăп тесе шутламан – эпĕ унта чĕннĕ, кĕтнĕ ҫын мар вĕт. Çав анне чĕри хистенипе кăна тухса кайнă çын. Анне мĕн туйнине нихăçан та пĕлсе пулмасть. Çын анне чĕри хушнипе паттăрлăх тума пултарать. Ача çинчен шутланă чухне хăвăн çинчен манатăн. Анне чӗрине Ҫĕр чăмăрĕн тӗнӗлӗпе танлаштарма пулать. Анне ятне илтнĕ самантран пуçласа алă чăмăрĕ пысăккăш чĕре шутсăр нумай вăй-хăват, çирĕплĕх, тÿсӗмлĕх тата ачашлăх туянать. Çак туйăмсене анне пурнăç тăршшĕпе хăйĕн ачисене пехиллет.
– Çапла, анне чĕри питĕ канăçсăр. Халĕ эсир пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?
– Юлашки вăхăтра эпĕ ватă ҫынсене пулăшу панă çĕрте ĕçлетĕп. Ҫтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономин волонтерĕсен ушкăнĕнче тăнă май, «Раççей çĕнтерĕвĕ патне пĕрле» («Вместе к победе России») текен юхăма хутшăнтăм. Каннă кунсенче «Аструм» волонтерсен ушкăнĕнче ятарлă çар операцин фрончĕ валли салтаксен çар техникине сыхлакан, упракан тетĕлсем çыхатăп. Пушă вăхăтра килте салтак каскисем валли нашлемниксем хатĕрлетĕп. Халĕ çирĕм саккăрмĕшне çыхма пуçларăм. Май пур таран СВОна укçапа пулăшатăп.
– Тавтапуç, Галина Степановна, ăшă калаçушăн. Эпир сире хавхалану сунатпăр. Ялан сывлăхпа çÿрĕр.
Анна ДАНИЛОВА, ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн тăваттăмĕш курс студентки.

Анне чĕри тĕнче хĕррине илсе çитернĕ
Анне чĕри тĕнче хĕррине илсе çитернĕ
Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: