Пур хыпар та
Çамрăк ăру
18 Апрелӗн 2025, 17:00

Тăван чĕлхене упрас, унпа ытларах калаçас кăмăл çирĕпленчĕ

Эпӗ – чӑваш хӗр ачи. Пелепей хулинче пурӑнатӑп. Пӗрремӗш номерлĕ шкулта ăс пухатăп. Шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентмеҫҫӗ, ҫапах та тӑван чӗлхепе калаҫнине ӑнланатӑп, калаҫкалатӑп та. Февраль уйӑхӗнче сӑвӑҫӑсен конкурсӗ пулассине «Урал сасси» хаҫатра вуласа пӗлтӗмӗр.

Тăван чĕлхене упрас, унпа ытларах калаçас кăмăл çирĕпленчĕ
Тăван чĕлхене упрас, унпа ытларах калаçас кăмăл çирĕпленчĕ

Кӑратмас поэчӗн Мӗтри Мишшин сӑввисене вулама юрать тени хавхалантарсах ячӗ. Кӑҫал пултаруллă та чăваш чунлă сăвăçăн та, Кӑратмас ялĕн те юбилейлă ҫулӗсем вĕт. Эпӗ Мӗтри Мишшин «Тӑван ялӑм, Кӑратмасӑм» сӑввине вӗренме шутларӑм. Пулӑшаканӗсем аннепе кукамай пулчӗҫ. Вӑхӑт ҫитсен чӑваш гимназийӗнче, унта конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ иртрĕ, сӑвва вуласа патӑм. Кӑшт хумхантӑм та. Эпӗ халиччен те тӑван чӗлхепе иртекен мероприятисене хутшӑнса курман. Конкурсантсем чылайӑн пулчӗҫ. Пирӗн пултарулӑха сумлӑ жюри хакларӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен шутӗнче мана та асӑнни хавхалантарчӗ. Çапла конкурсăн пĕтĕмлетÿ тапхăрне хатӗрленме пуҫларӑмӑр. Кунта мана хамӑр шкул вӗрентекенĕ С.В. Игнатьева пулӑшрӗ. Зинаида Сурпан поэтессăн хальхи вӑхӑтшăн çивĕч тăракан темăна çутатса паракан «Ҫӗр аннемӗр» тата «Тӑван чӗлхе» сӑввисене вӗренме шутларӑмӑр.
Март уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Çтерлĕ хулине ҫул тытрӑмӑр. ĔНТУн Çтерлĕри филиалӗнче пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Вӗренӳ учрежденийӗпе паллаштарчӗҫ. Жюри членĕсем хушшинче чӗрӗ поэтсем пулни хумхантарчӗ те, савӑнтарчӗ те. Сӑвӑсене вуланӑ чух Зинаида Сурпан хам умрах пулнишӗн хӗпӗртерӗм. Сӑввисене чун-чӗререн тӑрӑшса вуларӑм. Ытти конкурсантсем вуланине те итлеме интереслӗ пулчӗ. Пӗтӗмлетӳсене тунӑ чухне жюри членӗсем кашни конкурсанта палӑртма тӑрӑшрĕç. Мана 2-мӗш вырӑн парса савӑнтарчӗҫ. Пирӗн шкулти Даша Бабушкина виҫҫӗмӗш вырӑна тивĕçрĕ. Питӗ хӗпӗртерӗм куншӑн. Хамӑн тӑван чӗлхене сыхлас, упрас, унпа тата сӑвӑсем вулас кӑмӑл анлӑланчӗ.
Ҫак конкурса йӗркелесе ирттерекенсене, тӑван чӗлхене вӗрентекенсене, конкурсантсене хавхалантаракансене чӗререн тав сӑмахӗсем калас килет. Малалла тата тӑван чӗлхепе ытларах калаҫас, ӑна сумлас, юратас кӑмӑл ҫирӗпленчӗ.
Софья БОРЦОВА,
Пелепей хулинчи 1№
шкулти 8 класс вĕренекенĕ.

Тăван чĕлхене упрас, унпа ытларах калаçас кăмăл çирĕпленчĕ
Тăван чĕлхене упрас, унпа ытларах калаçас кăмăл çирĕпленчĕ
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас