Пур хыпар та
Çамрăк ăру
25 Апрелӗн 2025, 13:30

«Чăвашлăх» тени мĕне пĕлтерет?

«Чăвашлăх» текен сăмаха час-часах илтме пулать. Эпир, шкулта пěлӳ пухакансем, мĕнлерех ăнланатпăр-ши ăна паян?

«Чăвашлăх» тени мĕне пĕлтерет?
«Чăвашлăх» тени мĕне пĕлтерет?

Чăвашлăх – вăл пирĕн тăван, атте-аннен, асаттепе асаннен чěлхи, халăх культурипе историйĕ, унăн аталанăвĕ. Тăван чĕлхе пирĕншĕн тăван ял. Тăван килтен хакли нимĕн те çук. Хăвăн тăван чĕлхӳнтен нихăçан та вăтанмалла мар. Шел пулин те, нумай чухне ачасем чăваш чĕлхинчен ютшăнма хăтланнине сисме пулать. Вĕсем чăвашла вулама, çырма, темшĕн-тĕр, пит юратмаççĕ.
Чăвашлăх вăл – чăваш халăхĕн ытарайми тумĕ, тĕрри, чунтан çырнă сăвви, шăрантарса юрлакан юррипе илемлĕ ташши. Паян эпир ĕлĕкхи йăла-йĕркесене тĕпчетпĕр, тишкеретпĕр, тĕрлĕрен конференцисене хутшăнса хамăрăн тĕпчев ĕçĕсене хӳтěлетпěр.
Чăвашлăх вăл – И.Я. Яковлевăн халалĕ, унăн чăваш халăхне çутта кăларассипе çыхăннă ĕçĕ. Аслă асаттемĕр пире пурне те тăван чěлхене юратама, ăна упрама халалланă. И.Я. Яковлев çул уçса панипех пирĕн чăвашсен мухтанмалли чаплă çыннисем чылай: К.В. Иванов поэт, А.Г. Николаев космонавт, В.В. Николаев академик т.ыт.те.
Ман шутпа, чăвашсем малалла аталанма тăрăшаççĕ. «Чăваш халăхĕ ĕçчен халăх», – тесе те ахальтен каламан пуль.
Чăваш чĕлхипе пирĕн савăнмалла, ăна мухтамалла. Тăван чĕлхене нихăçан та манас мар, вăл – чи хакли. Çавăнпа та Александр Савельев-САС çырнă йĕркесемпе килĕшетĕп:
«Кала, юлташ, мĕн хаклă саншăн
Хальхи пуян çак тĕнчере? –
Тесе ыйтсан, сывламăп ассăн,
Эп калăп пат: «Тăван чĕлхе!»
Варвара КАРПОВА, 5 класс вĕренекенĕ.
Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.

«Чăвашлăх» тени мĕне пĕлтерет?
«Чăвашлăх» тени мĕне пĕлтерет?
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас