Шăпах çак кун Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Паянхи пысăк пĕлтерĕшлĕ уява халалласа республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче конкурссем, выставкăсем, мастер-классем, уçă уроксем, калаçусем, çавра сĕтелсем иртеççĕ. Вĕсене ватти те, вĕтти те хутшăнать.
Акă, Пушкăртстан Республикинчи чăваш çамрăкĕсен Канашĕн хастарĕ Екатерина Фадеева Ĕпхÿ хулинчи 78№ «Смешарики» ача садĕнче, аслă ушкăн воспитанникĕсем валли, çĕнĕ пĕлÿ паракан заняти ирттернĕ. Екатерина Павловна шăпăрлансене чăваш чĕлхипе паллаштарнă, тĕрĕк чĕлхисен йышĕнчи пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхепе калаçакансен культурипе наци тумĕ çинчен каласа панă. Çавăн пекех чăваш хĕрĕ ача сачĕн воспитанникĕсене «Патак туртмалла» чăваш вăййине выляма вĕрентнĕ. Ачасем хаваспах чăваш халăхĕн культурипе кăсăкланни палăрнă.
Ĕпхÿ хули.