Пур хыпар та
Çамрăк ăру
25 Апрелӗн 2025, 10:00

Упрар тăван чĕлхемĕре

Чăваш чĕлхи – çав тери пуян чĕлхе. Илемлĕхĕпе те, çепĕçлĕхĕпе те уйрăлса тăрать вăл ытти чĕлхесенчен. Чăваш чĕлхи маншăн тăван чĕлхе. Аннен кăкăр сĕчĕпе куçнă вăл ман чуна. Чăвашлăх туйăмĕ манра питĕ шалта çав тĕрлĕ вăйлă вырнаçса ларнă.

Упрар тăван чĕлхемĕре
Упрар тăван чĕлхемĕре

Эпир килте кукаҫи-кукамайпа та, аннепе те, аппапа та яланах чăвашла калаҫатпăр. Чăвашăн сăпайлăхĕ те, ĕçченлĕхĕ те пур манра. Ěҫрен пěрре те хăраса тăмастăп, килти тěрлě ěҫсене тума пулăшатăп. Хам чăваш пулнишĕн чунтан савăнатăп. Чĕлхене те аннене юратнă пек юрататăп, ăна хисепленĕ пек хисеплетĕп. Шкулти чи юратнă предмет та – Чăваш чěлхи.
Анне… Çак сăмахран лайăхраххине те çепĕçреххине тупаймастпăр. Унран хаклăраххи те пулаймĕ. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхипе манăн анне калаçать, пĕрремĕш сăмахĕ те пирĕн чăвашлах пулнă – АННЕ. Çавăнпа та тăван чĕлхене тăван аннемĕре хисепленĕ пек, юратнă пек хисеплемелле те юратмалла. Ăна манма хушни аннене манма хушниех. Тăван чĕлхене юратманни – хăйне юратманни. Тăван чĕлхепе калаçма вăтанни – хăйне курайманни.
Тăван чĕлхемĕрĕн арчи калама çук тарăн та пуян. Эпир аталантарса пырсан вăл чечекленсех пырĕ. Анчах та паянхи кун, наукăпа техника хăватлăн аталаннă тапхăрта, хуласемпе çыхăну вăйланнă хушăра тепĕр йывăр япала тухса тăрать – тăван чĕлхемĕре манса пыни. Халăх йышĕ ялсенче чакни, хулара ӳссе пыни тăван чĕлхешĕн йывăрлăх кăларса тăратать.
Ялсенче чăвашсемех тĕл пулсан вырăсла калаçни, вĕсенченех мĕн тума кирлĕ чăваш чĕлхи, унпа инçетех каяймăн тени чуна тарăхтарать. Çакăн пек калаçакансемех вырăсла та тĕрĕс пуплев йĕркелеймеççĕ, чăн чăвашла та таса илемлĕ калаçма пултараймаççĕ. Чăваш чĕлхи урокĕсенче те ку сăмах чăвашла мĕнле пулать, е тепĕр сăмахне чăвашла мĕнле каламалла тесе ыйтса йăлăхтарсах çитереççĕ. Вара ирĕксĕрех шухăшлатăн: «Чăн чăвашсемех вырăсланса каяççĕ-ши?»
Пĕррехинче тăван чĕлхепе вĕрентекен урокра ачасене çакăн пек ыйту пачĕ: «Мĕн тума кирлĕ-ха пире тăван чĕлхе? Мĕншĕн ăна тăрăшсах вĕренмелле?» Ачасен çакăн пек хуравлаççĕ: «Мĕншĕн тесен вăл тăван чĕлхе, çавăнпа вĕренетпĕр». «Тăван чĕлхе вăл ăс парать». «Мĕншĕн тесен вăл атте-анне чĕлхи, çепĕç чĕлхе». «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук».
Хуравĕсем пĕр пек мар. Хăшĕсем урăхла та хуравлаççĕ: «Эпĕ чăвашла вулама юратмастăп». «Чăвашла вĕренме йывăр». «Эпě чăвашла пěлместěп». Паллах, шухăшлаттаракан сăмахсем.
Чăваш чăвашпах хăйĕн тăван чĕлхине часрах манса урăх чĕлхепе калаçни чĕрене çĕçĕпе чикнĕ евĕр ыраттарать. Кун пирки Петĕр Хусанкай «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăввинче витĕмлĕ çырса кăтартнă:
Мĕн чăваш чĕлхи?
Илтетпĕр хăш чухне чăвашранах.
Йĕрĕнсе пăхса илетпĕр
Ун йышши каçрашкана.
Кĕççе пит вăл, кĕлмĕç чун.
Уççăнах унран кулатпăр
Ӳк те çурăл, хып та çун.
Эпир пулнă, пур, пулатпăр.
Эпĕ те П.Хусанкайпа килĕшетĕп. Чăваш чĕлхи тĕнчери чи çепĕç чĕлхесен шутне кĕрет. Кун пирки паллă та сумлă ăсчахсем ырă сăмахсем каласа хăварнă. Н.К. Крупская пирĕн чĕлхе пирки акă мĕн каланă: «Эпĕ чăвашсем калаçнине илтнĕ, вĕсен чĕлхи тĕлĕнмелле çепĕç чĕлхе». Чăн та, чăваш чĕлхинчен çепĕçреххине те, илемлĕреххине те, пуянраххине те, янăравлăраххине те урăх ниçта та тупаймăн. Эпир вара çавăн пек чĕлхепе мухтанма та пĕлместпĕр.
Юлашкинчен манăн çакна калас килет: «Чăвашсем, хăвăрăн чĕлхĕре ан манăр, ăна ан çухатăр, ăна çухатсан эпир хамăр та çухалăпăр. Чăваш ячĕ те çĕр çинче юлмĕ. Апла пулсан, тăван чĕлхене упраса хăварассишĕн çине тăрсах тăрăшар, унăн малашнехи кун-çулĕ вăрăм пултăр тесе те чуна парсах ĕçлер».
Ирина ИВАНОВА, 6 класс вĕренекенĕ. Авăркас районĕ, Çĕньял ялĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас