Укçа кирлӗ чухлӗ ӗҫлесе илес тесе хĕр ача малтан кӳршисене ҫӳп-ҫап илсе тухма пулӑшнӑ, каярах вара килтен инҫех мар ӳсекен вӑрман ҫӗр çырлине сутма шутланӑ. Хӗр ача ҫӗр çырлине 900 тенкӗпе (3 литр) тата 1300 тенкӗпе (5 литр) сутать.
Ача укҫа ӗҫлесе илме ӑнтӑлнине ашшӗ-амӑшӗ те ырланӑ. Хӗр ачан ашшӗ Ришат Байматов шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра хӗрӗ кӗсье укҫи илнине, анчах каникул вӑхӑтӗнче çак тӳлевсем çуккине каласа панă.
Ĕмӗтне хăвăртрах пурнӑҫа кӗртме тесе пĕр çын укҫа пухма сӗннӗ, анчах та хӗр ачан ашшӗ ҫак сĕнĕве йышăнман. "Пирӗн унӑн ӗмӗтне пурнӑҫлама май пур, анчах эпир ӑна хӑйне укçа ӗҫлесе илме май парасшӑн", - тесе хуравланă.
Самокат туянмашкӑн хӗр ачан сахалтан та 30 витре ҫӗр çырли пуҫтармалла. Амелия хӑйӗн ӗмӗтне ҫу вĕçлениччен пурнӑҫласа ӗлкӗрессе шанать.