Пур хыпар та
Çамрăк ăру
2 Августӑн 2025, 09:00

Пелепей хулинче II Регионсен хушшинчи çамрăксен форумĕ иртĕ

Вăл Пушкăрстанри Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркеленипе тата Çамрăксен ĕçĕсене пурнăçлакан федераллă агентствăпа «Раççейри чăвашсен федераллă наципе культура автономийĕ» обществăлла пĕрлĕх пулăшнипе «Константин Иванов еткерĕ: çут тĕнче, пĕрлĕх тата патриотизм» темăпа йĕркеленет.

Пелепей хулинче II Регионсен хушшинчи çамрăксен форумĕ иртĕ
Пелепей хулинче II Регионсен хушшинчи çамрăксен форумĕ иртĕ

Унăн тĕллевĕ тĕрлĕ регионсенчи чăваш çамрăкĕсен çыхăнăвне çирĕплетесси, чăваш халăх культура еткерне аталантарасси, çамрăк ăрăвăн наци хаклăхĕсене упраса хăвармалли çул-йĕрсене палăртасси, çамрăксене мăн асаттесен историйĕпе тата культура еткерĕпе интереслентересси, халăх йăли-йĕркисемпе, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллаштарасси шутланать.
Форум 2025 çулхи август уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче Пушкăртстан Республикинчи Пелепей хулинче иртет. Унта хутшăнакансем август уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче пуçтарăнаççĕ, 9:00 сехетрен пуçласа 12:00 сехетчен (Мускав вăхăчĕпе) хăнасене регистрацилеççĕ. Виçĕ кун хушшинче форума хутшăнакансем валли вĕрентÿ, мастер-классем йĕркелĕç, вĕсем семинарсемпе тренингсене хутшăнĕç.
Форума Раççей Федерацийĕн 18-35 çулхи гражданĕсем (студентсем, чăваш культурипе искусствин çамрăк деятелĕсем, чăваш пултарулăх ушкăнĕсен хастарĕсем, преподавательсем, экспертсемпе специалистсем, профильлĕ организацисен ертÿçисем) хутшăнма пултараççĕ. Пĕтĕмĕшле 60 çын пуçтарăнмалла. Вĕсене пурăнма вырнаçтарассипе, апатлантарассипе çыхăннă тăкаксене йĕркелÿ комитечĕ хăй çине илет. Çак мероприятие хутшăнас текенсен 2025 çулхи август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 20-мĕшĕччен Forum2025shm@yandex.ru электронлă адрес çине заявка ямалла.
Форум витĕмĕпе «Çарпа патриотизм тата Константин Ивановăн сăввисене вуласси» темăпа конкурс ирттерме те палăртнă. Ăна икĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ.
Пĕрремĕш тапхăрĕ – регистраци иртесси, заявленисене йышăнасси тата видео-заявкăсене суйласа илесси. Пĕрремĕш тапхăра хутшăнас текенсен 2025 çулхи июль уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 20-мĕшĕччен (23:00 сехетчен) Forum2025shm@yandex.ru электронлă адрес çине «Межрегиональный конкурс чтецов» темăпа палăртса заявка ямалла. Çарпа патриотизм темипе тата Константин Ивановăн сăввисене вуланине видео çыртармалла та «ВКонтакте» социаллă сетьре #Росмолодежь #РосмолодежьГранты #ФорумЧувашскойМолодежи #КонкурсЧтецов хештегсемпе вырнаçтармалла. Конкурса тăратнă видео-заявка калăпăшĕ 3 минутран ытла пулмалла мар. Палăртнă срокран каярах килнĕ заявкăсене шута илмеççĕ. Иккĕмĕш тапхăрта конкурса килнĕ видеосене пăхса тухса хак парĕç.
Пултарулăх конкурсне шкул ачисем, студентсем, чăваш культурипе искусствин çамрăк деятелĕсем, чăваш пултарулăх ушкăнĕсен хастарĕсем тата ыттисем (18-35 çулхисем) хутшăнма пултараççĕ.
Пур тапхăрта та чи нумай балл пуçтарнă видео-заявкăсем конкурс çĕнтерÿçисем пулса тăрĕç, вĕсене I, II, III степеньлĕ дипломсемпе чыслĕç. Лауреатсем II Регионсен хушшинчи çамрăксен «Константин Иванов еткерĕ: çут тĕнче, пĕрлĕх тата патриотизм» форума хутшăнĕç.
Интереслентерекен ыйтусем пулсан проект йĕркелÿçипе Юлия Владимировна Еремеевапа 8 937 628 98 62 телефон номерĕпе е Forum2025shm@yandex.ru электронлă адреспа çыхăнса ыйтса пĕлме пулать.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас