Пур хыпар та
Çамрăк ăру
9 Августӑн 2025, 15:00

«Спутникри» кашни кун çĕнĕ пулăмсемпе пуян

2021 çулхи кăтарусем тăрăх, Пушкăртстан ачасен канăвĕпе сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсен шучĕпе (мирпутешествий.рф сайтра регистраци иртнисем) Краснодар крайĕпе Крыма мала ирттерсе виççĕмĕш вырăн йышăннă.

«Спутникри» кашни кун çĕнĕ пулăмсемпе пуян
«Спутникри» кашни кун çĕнĕ пулăмсемпе пуян

Кăçал сывлăха çирĕплетмелли çуллахи кампани вăхăтĕнче республика территорийĕнче 1 858 ача-пăча лагерĕ ĕçлеме пуçланă. Çав шутра 1 072-шĕ – шкулсен çумĕнчисем, 714-шĕ – ĕçпе кану лагерĕ, 103-шĕ – хула тулашĕнчи, 10-шĕ – палатка лагерĕ. Вĕсенче пĕтĕмĕшле 201 710 ача канĕ. Канăвăн тĕрлĕ формисене шута илсен вара лагерьсенче 519 657 ача пулса курĕ. Çакăн пирки ПР вĕренÿ министрĕ Ильдар Мавлетбердин пĕлтернĕ.
Çак кунсенче хула тулашĕнчи ача-пăча лагерĕсенчен пĕринче пулса ачасен канăвĕпе сывлăхне çирĕплетмелли ĕçе мĕнле йĕркеленине эпир хамăр куçпа куртăмăр. «Спутник» (унччен маларах вăл «Чайка» ятпа çÿренĕ) сывлăха çирĕплетмелли лагерь Пелепей районĕнчи Покровка ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Вăл 1987 çулта уçăлнă. Вăтăр сакăр çул хушшинче миçе ăру ачи канман-ши кунта? Ольга Ризванова педагог хăй вăхăтĕнче этем аталанăвĕнчи чи хаваслă та илемлĕ, вăйă-кулăллă тапхăра кунта ирттернĕ. Пелепей хулинчи педагогика училищине вĕренме кĕрсен «Чайкăра» пионервожатăй пулса ĕçленĕ. Халĕ те вăл кунта тăрăшать, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Шăпах вăл пире лагерь ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ те.


Ачалăх тĕнчине çитме васкар-и?

– Ольга Валерьевна, мĕн вăл «Спутник»? Ун пирки кĕскен каласа парсамăр.
– «Спутник» – хăйне евĕр лайăх кану центрĕ. Вăл çичĕ корпусран тăрать: пиллĕкĕшĕ – пурăнмаллисем, администраци çурчĕ тата столовăйпа акт залĕ. Паянхи кун ачасем икĕ корпусра пурăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ. Кунта ачасен тавра курăмне аталантарма, сывлăхĕсене ҫирĕплетме хăтлă условисем йĕркеленĕ. Пурлăхпа техника никӗсӗ те ҫĕнелсе пырать. Волейболла, шашкăлла, сĕтел çи теннис выляса ăсталăха туптама, юрă-ташă енне туртăннă ачасен пултарулăхне аталантарма, ÿнерпе интереслентерме, алă ĕçне хăнăхтарма ятарлă кĕтессем йĕркеленĕ. Бассейн та пур. Апла-тӑк, палăртса хунисене пĕтĕмпех пурнăҫа кӗртес пулсан, ҫитĕнекен ăрăвӑн ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма, вăй-халне аталантарма кунта хăтлă условисем пурри никама та иккĕлентермест.
– Канакансем миçере? Вĕсем ăçтан килнĕскерсем?
– Сывлăха ҫирĕплетмелли лагерьте ачасен канăвĕ усăллă ирттĕр тесе виҫĕ темăпа ятарлă сменăсем йĕркеленĕ. Кăçал пĕтĕмĕшле 534 ача хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме кăмăл турĕ. Вĕсен ÿсĕмĕ: 6 çултан пуçласа 17 çула çитиччен. Кунта Пелепейпе Октябрьски, Туймазăпа Ĕпхÿ хулисенчен, Пишпÿлекпе Пелепей, Буздякпа Бакалă тата Иглин районĕсенчен килнисем пур. Çав шутра –опекăна илнĕ ачасем, йĕркеллĕ çемьере çитĕнекеннисем тата ача çуртĕнче ÿсекеннисем. Паян «Спутник ТВ» ятлă виççĕмĕш смена ĕçлет. Канакансен шутĕнче – Пелепей хулинчи ача çурчĕн 27 воспитанникĕ.
– Пĕр сменăна лекмелли путевкăн хакĕ миçе тенкĕпе танлашать?
– Кану лагерьне ямалли путевкăна ГИС система урлă туянма пулать. Унăн хакĕ, Пушкăртстан Республикинче пурăнакансемшĕн, 13 301 тенкĕ те 40 пуспа танлашать. Ытти регионсенчен килекенсен вара тулли хакне тÿлеме тивĕ – 30 пин тенкĕ ытла. Кану виçĕ эрнене тăсăлать.
– Лагерьте ĕçлекен вожатăйсемпе педагогсене мĕнле суйласа илетĕр?
– Пĕтĕмĕшле пирĕн коллектив 17 çынран тăрать. Вожатăйсем – колледжсен тата аслă шкулсен студенчĕсем, вĕсем пурте вожатăй курсне пĕтернисем. Методистсем – пысăк стажлă, ĕç опычĕллĕ педагогсем.
– Кун йĕрки çинчен тĕплĕнрех каласа парăр-ха, тархасшăн?
– Ачасене ÿсĕмĕсене кура ултă отряда пайланă. Çак сăлтавпах икĕ кун йĕрки хатĕрленĕ, вăл пуян программăран тăрать. Аслăраххисем пĕр сехет каярах çеç çывăрма выртаççĕ. Кулленхи расписанире – спорт ăмăртăвĕсем, квест-вăйăсем, тĕрлĕ роликсем ÿкересси, пултарулăх конкурсĕсем, кружоксем, ташă каçĕсем. Унсăр пуçне ачасем ултă хутчен апатланаççĕ, çанталăк лайăх тăнă чух бассейнра шыва кĕреççĕ. Çавăнпа вĕсене кунта кичем пулма пултараймасть.

Ачасем мĕн çиеççĕ?

Апат пахалăхĕ, уйрăмах шкулсемпе ача-пăча лагерĕсенчи, яланах калаçтарнă, калаçтарать те. Çакă аслисем чун тĕпренчĕкĕсене лайăхрах апатлантарассипе çыхăннă пулĕ. Çавăнпа та эпир «Спутник» сывлăха çирĕплетмелли лагерĕн столовăйĕнче ачасем мĕнле апатланнипе интереслентĕмĕр. Кунта пире учрежденине апат-çимĕçпе тивĕçтерекен Ирина Горбачевская усламçă тата апатланушăн яваплă çын Елена Григорьева ăшшăн кĕтсе илчĕç. Ирина Ивановна ачасем валли усăллă та паха апат-çимĕç илсе килме тăрăшать. Апата ПР Вĕрентÿ министерствипе Роспотребнадзор çирĕплетнĕ йĕркене пăхăнса йĕркеленĕ. Рацион тĕрлĕ енлĕ, тутлăхлă япаласемпе пуян. Кулленхи менюра чĕрĕ улма-çырла, çуллă мар аш, пулă, кукăль-булкăсем пур.
– Кашни кун тĕрлĕ апат‚ вăл ÿсекен организмшăн усăллă япаласемпе пуян. Чĕр таварпа Ирина Горбачевская предприниматель тивĕçтерет. Вĕсен таварĕ çирĕп тĕрĕслев витĕр иртет. Çавăнпа столовăя пахалăхсăр апат-çимĕç килессинчен хăрамалли çук. Ачасен апатланăвне чĕрĕ улма-çырла (нектарин, слива, абрикос, пан улми, апельсин, банан), кукăль-булка (шанежки, плюшка, пÿремеч, канфитюрпа пĕçернĕ кукăль, пицца), пельмен кĕртнĕ. Унсăр пуçне Ирина Ивановна лагерьти смена вĕçленнĕ кун ачасене мороженăйпа хăналать тата ытти пылак кучченеçсем илсе килсех тăрать. Çавăн пекех канакансене типĕ паек та паратпăр. Унăн пуххи те питĕ пуян. Унта – шоколад, сок, чĕрĕ улма-çырла, печенисемпе вафли, пĕремĕк… Пĕр сăмахпа каласан, вăл ачасен апатланăвне туллин тивĕçтерет, – терĕ Елена Петровна.
Ачасене тутлă апат çитерессишĕн Наталия Суревцева, Сирина Назарова, Роза Зотова, Елена Евдокимова, Василя Лутфуллина, Аниса Хуснутдинова тăрăшаççĕ. Вĕсем пĕçернĕ апата ачасем кăмăлласа çини сисĕнчĕ. Ку, чăнах та çапла. Лагерьти кăнтăрлахи апата хамăр та тутанса пăхрăмăр, питĕ тутлă пĕçернĕччĕ.


Мĕнле канатăр? Кăмăл-туйăм еплерех?

Наташа, 15 çулта (Пелепей хули): «Спутника» пуçласа канма килтĕм. Эпĕ пĕччен мар, хĕр тантăшпа. Мана кунта питĕ килĕшет, уйрăмах спорт мероприятийĕсене хутшăнма кăмăллатăп. Паллах, пĕрремĕш кунсенче киле каяс килетчĕ. Халĕ çак туйăм сирĕлчĕ.

Рианна, 12 çулта (Буздяк сали): Асăннă лагерьте пирвайхи хут. Кунта питĕ тутлă çитереççĕ. Мана каçхи шоу ытларах кăмăла каять. Çав вăхăтра эпир ташлатпăр, юрлатпăр. Канма килнĕ ачасен йышĕнчен хам валли çĕнĕ юлташсем тупрăм, вĕсемпе çыхăну тытма калаçса татăлтăм. Смена иртни сисĕнмест, туссемпе тата Мария Сергеевнапа Апполинария Сергеевна вожатăйсемпе уйрăлма çăмăл пулмĕ.


Виктория, 13 çулта (Октябрьски хули): Иртнĕ çулхине пуçласа асăннă лагере канма килнĕччĕ. Çавăн чухнех тÿрех икĕ сменăна тăрса юлтăм. Кăçал та атте-аннене кунтах путевка туянма ыйтрăм. Халĕ те иккĕмĕш смена канатăп. Мана «Спутникра» питĕ килĕшет. Ытти лагерьсене каяс та килмест. Кану вăхăтне кăсăк та усăллă ирттерме, çĕнĕ тус-юлташсем тупма пулать. Унсăр пуçне лагерьте ырă кăмăллă, пурне те пĕлекен вожатăйсем ĕçлеççĕ, столовăйĕнче тутлă апат-çимĕçпе сăйлаççĕ. Çавăн пекех кунта хамăр пултарулăха тĕрлĕ енлĕ кăтартса пама майсем пур. Эпĕ ташлама, юрлама юрататăп. Спортпа та туслă пулма тăрăшатăп, хам мĕн курнине хут çине ÿкерме кăмăллатăп. Ӳссе çитсен те кунтах вожатăй пулса таврăнма ĕмĕтленетĕп.


Лилия, 9 çулта (Пишпÿлек районĕ, Кенгер-Менеуз ялĕ): Лагере пуçласа канма килтĕм. Элина Маратовнăпа Милана Егоровна – ырă кăмăллă вожатăйсем. Вĕсемех пире тĕрлĕ мероприятисене ертсе çÿреççĕ, пирĕн валли тĕрлĕ вăйă-конкурссем йĕркелеççĕ. Эпĕ хускануллă вăйăсем выляма тата сцена çинче ташлама юрататăп, çĕнĕ юлташсем те тупрăм. Тепĕр çул та «Спутника» канма килĕп.

Анастасия, 10 çулта (Иглин районĕ, Улу-Теляк ялĕ): Эпĕ тĕрлĕ лагерьсенче пулса курнă. Кунта пуçласа килтĕм. Паянхи кун мана «Восход» тата «Спутник» лагерьсем питĕ килĕшеççĕ. Смена питĕ хăвăрт иртет. Кăмăла кайнă тата вăрахлăха асра юлмалли пулăмсем – «Форд Боярд» квест-вăйă тата реклама валли видеороликсенче ÿкерĕнни. Кунта пирĕн отряд лагерьти тĕрлĕ енлĕ спорт тĕсĕсемпе паллаштарчĕ, сывлăхшăн усăллă пулнине уçса пачĕ.


Карина, 9 çулта (Бакалă сали): Маншăн кунти пурнăç пысăк уяв евĕр. Эпир вăхăта питĕ хаваслă ирттеретпĕр. Вожатăйсем тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ, лагерьте питĕ тутлă çитереççĕ.

Ариана, 11 çулта (Пелепей хули): Кăçал кунта улттăмĕш хут канма килтĕм. Çултан çул программа интереслĕрех, илĕртÿллĕрех. Кашни кун çĕнĕ пулăмсемпе пуян. Эпĕ хаваспах ирхи зарядкăна çÿретĕп, спорт вăййисене хутшăнатăп. Иртнĕ çулсенчи сменăсенче тупнă юлташсемпе телефон урлă çыхăну тытатăп. Кăçал та çĕнĕ туссемпе паллашрăм. Вĕсем – Аделина, Руфина тата Регина.
Ирида НОВИКОВА.
Пелепей районĕ, Покровка ялĕ.

«Спутникри» кашни кун çĕнĕ пулăмсемпе пуян
«Спутникри» кашни кун çĕнĕ пулăмсемпе пуян
«Спутникри» кашни кун çĕнĕ пулăмсемпе пуян
«Спутникри» кашни кун çĕнĕ пулăмсемпе пуян
«Спутникри» кашни кун çĕнĕ пулăмсемпе пуян
«Спутникри» кашни кун çĕнĕ пулăмсемпе пуян
«Спутникри» кашни кун çĕнĕ пулăмсемпе пуян
«Спутникри» кашни кун çĕнĕ пулăмсемпе пуян
«Спутникри» кашни кун çĕнĕ пулăмсемпе пуян
«Спутникри» кашни кун çĕнĕ пулăмсемпе пуян
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас