Пур хыпар та
Çамрăк ăру
10 Августӑн 2025, 15:00

Чăн-чăн патриотсем пулма вĕренетпĕр

Кам-ши вăл чăн-чăн патриот? Хальхи саманара пире, ҫамрăк ăрăва, пурнăҫра тĕрĕс ҫул суйласа илме питĕ йывăр. Мĕншĕн тесен телевизор, интернет урлă эпир питĕ нумай информаци тупса илме пултаратпăр, ҫавна пула тĕрĕслĕхе ултавран уйăрса илме пĕлмелле.

Чăн-чăн патриотсем пулма вĕренетпĕр
Чăн-чăн патриотсем пулма вĕренетпĕр

Тăван кĕтесе, тăван культурăна, тăван яла е хулана, тăван чĕлхене юратасси тăван ҫемьене, хăвăн кил-ҫуртна, шкулна юратнинчен пуҫланать. Майĕпен сарăлса-ҫĕкленсе пырать ҫак туйăм. Тăван ҫĕршыва, унăн историне, каярахпа пĕтĕм этемлĕх историйĕпе культурине юратасси патне илсе çитерет.
Этем пурнăҫĕ тăван тавралăхпа тачă ҫыхăннă. Тавралăхсăр пуҫне этеме халăхра ĕмĕртен пухăнса пынă ăслăлăх, кăмăл-туйăмпа культура пуянлăхĕ кирлĕ. Тавралăх этеме ӱчĕшĕн, сывлăхĕшĕн кирлĕ пулсан, культура пуянлăхĕ – чунĕшĕн, кăмăлĕшĕн.
Патриот пулма этеме никам та хистемест, ҫак туйăм кашни ҫыннăн чун-чĕринче пулмалла, унăн ĕҫĕсем урлă палăрса тăмалла.
Ҫын хутран-ситрен те пулин ашшĕ-амăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн сăн ӱкерчĕкĕсене пăхмасть, вĕсен пурнăҫĕпе интересленмест, вĕсенчен юлнă япаласене тирпейлĕн ырă кăмăлпа упрамасть пулсан вăл вĕсене сума сумасть.
Ҫын кивĕ урамсене, ҫуртсене юратмасть, ватăлнă йывăҫсем ҫине шеллесе пăхмасть пулсан – вăл тăван ялне е хулине те хакламасть. Ҫын аваллăхран юлнă палăксене хисеплемест пулсан уншăн Тăван ҫĕршыв туйăмĕ те ҫукпа пĕрех.
Мана Екатерина тесе чĕнеҫҫĕ. Эпĕ Авăркас районĕнчи Шланлăри вăтам шкулта 9 класра вĕренетĕп. Пирĕн шкулта «Шырав» ятлă волонтерсен отрядне йĕркеленĕ. Ӱнăн ертӱҫи – чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Надежда Николаевна Васильева. Ку отряд ҫамрăк-ха, пысăк ҫитĕнӱсем туман, анчах ăна кунта пурте пĕлеҫҫĕ. Иккĕмĕш ҫул пирĕн шкулта «Эпир – ПАТРИОТСЕМ» ятлă кружок ĕҫлет, ăна та музей ертӱҫи Надежда Николаевна ертсе пырать. Волонтерсен отрячĕ тата кружок членĕсен тухăҫлă ĕҫĕ ҫинчен каласа парасшăн сире. Эпĕ хам та ҫав отрядра тăратăп тата кружока çÿретĕп. Пурĕ пирĕн отрядра тата кружокра 15 ҫын: 10 хĕр ача та 5 арҫын ача.
Эпир кивĕ, анчах хаклă япаласем шыраса тупса шкул музейне илсе килетпĕр, вĕсене инвентарь кĕнекине кĕртетпĕр.
Шкул музейĕнче экспозицисене ҫĕнетсе музей ертӱҫине пулăшатпăр, интереслĕ экскурсисем ирттеретпĕр, ҫамрăк экскурсоводсем пулма хатĕрленетпĕр.
Ватă кукаҫисемпе кукамисене пулăшасси – пирĕн тĕп тĕллев. Хĕлле юр хырса пама, пĕр-пĕр ĕҫре пулăшма эпир яланах хатĕр. Ҫав хушăра пĕчĕккисене пулăшма та манса каймастпăр: Ырă ĕҫсен кунĕнче (День добрых дел) ача садне кайса юр хырса паратпăр, пĕчĕк шăпăрлансем валли садик территорине, ирĕклĕн вылямалла пултăр тесе, тасататпăр.
Эпир ял варринчи палăка шефа илнĕ, ҫавăнпа ун таврашне тирпейлĕ тытма тăрăшатпăр: хĕлле юр хыратпăр, ҫуркунне чечексем лартса илемлететпĕр, капăрлататпăр, ҫулла – ҫум курăкран, кĕркунне вара ҫӱп-ҫапран тасатса тăратпăр.
Эпир тĕрлĕ проект тата тĕпчев ĕҫĕсем хатĕрлесе вĕсене шкул, район шайĕнче хӱтĕлетпĕр, парнеллĕ вырăнсем ҫĕнсе илетпĕр.
Ятарлă ҫар операцинче тăракан салтаксене час-часах ҫыру ҫырса хавхалантаратпăр тата канма килсен вĕсемпе тĕлпулусем ирттеретпĕр. Çар çыннисене ыйту парса хаяр вăрҫă ҫинчен ыйтса пĕлетпĕр, вĕсем час-часах пире усăллă канашсем сĕнсе хăвараҫҫĕ: тăрăшса вĕренме, ваттисене тата атте-аннесене пулăшма, нумайрах кĕнеке вулама…
2023 ҫулта эпир Паттăр партти (Парта Героя) турăмăр, ăна хамăр кабинетра вырнаҫтартăмăр.
Ҫапла эпир чăн-чăн патриотсем пулма вĕренетпĕр.
Екатерина ТИМОФЕЕВА,
Шланлăри вăтам шкул вĕренекенĕ.
Авăркас районĕ.

Чăн-чăн патриотсем пулма вĕренетпĕр
Чăн-чăн патриотсем пулма вĕренетпĕр
Чăн-чăн патриотсем пулма вĕренетпĕр
Чăн-чăн патриотсем пулма вĕренетпĕр
Чăн-чăн патриотсем пулма вĕренетпĕр
Чăн-чăн патриотсем пулма вĕренетпĕр
Чăн-чăн патриотсем пулма вĕренетпĕр
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас