Пур хыпар та
Çамрăк ăру
17 Сентябрӗн 2025, 14:30

Вăй пĕлÿре кăна мар, чĕрере те пулмалла

Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Артем Швырков госпитальсемпе çар çыннисене, çар хирĕç тăрăвĕсен участникĕсемпе ветеранĕсене тата вĕсен çемйисене пулăшакан «Берегиня» волонтер ĕç-хĕлне хастар хутшăннăшăн, гуманитари пулăшăвĕ пухас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн награда илме тивĕçнĕ.

Вăй пĕлÿре кăна мар, чĕрере те пулмалла
Вăй пĕлÿре кăна мар, чĕрере те пулмалла

Çак кунсенче арçын ачана Хисеп хучĕпе чысланă.

Артем паттăрлăхăн, хĕрхенĕвĕн тата яваплăхăн чăн-чăн тĕслĕхĕ пулса тăнă. Пĕр ял çыннисем çамрăка ырă чĕреллĕ пулнишĕн тав тăваççĕ. Малашне те тĕнчене ырă енне улăштарма вăй-хал сунаççĕ.


Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.

Вăй пĕлÿре кăна мар, чĕрере те пулмалла
Вăй пĕлÿре кăна мар, чĕрере те пулмалла
Вăй пĕлÿре кăна мар, чĕрере те пулмалла
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас