– Ырă кун пултăр! Ольга, пире хăвăрпа паллаштараймăр-ши?
– Эпĕ - Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн 4-мĕш курс студентки. Асăннă факультетра тутар тата чăваш филологи кафедри пур. Унта тăван (чăваш) чĕлхипе литературине, çавăн пекех акăлчанпа турккă чĕлхисене вĕрентеççĕ. Çак факультетран вĕренсе тухакансем чăваш чĕлхипе литература тата акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕсем пулса тăраççĕ. Паллах, чун туртнипе ытти сферăсенче те ĕçлеме пултараççĕ.
– Чăваш уйрăмĕнче вĕренме сире килĕшет-и? Мĕншĕн çак уйрăма суйласа илтĕр?
– Чăвашла çырма, вулама эпĕ мĕн пĕчĕкренех юратнă. Шкул çулĕсенчех чăваш чĕлхипе тата литературăпа тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Вăл вăхăтрах эпĕ республика шайĕнче иртекен олимпиадăсенче çĕнтерсе район пуçлăхĕнчен вуншар пин тенкĕлĕх преми илсе савăннă. Ун чухне пире Çĕньял вăтам шкулĕн директорĕ, тăван чĕлхепе литература учителĕ пулса ĕçлекен Николай Михайлович Глухов вĕрентетчĕ. Шăпах вăл мана тĕрĕс çул çине кăларнă, чăвашлăха упрама, унпа мăнаçланма хавхалантарнă. Вăл пулăшнипе, ăс панипе эпĕ аслă шкул алăкне уçнă. Çавăншăн Николай Михайловича пĕтĕм чунтан тав сăмахĕ калатăп.
Çакăн хыççăн манра тăван чĕлхене ытларах тĕпчес, чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулас шухăш çуралчĕ те. Çавăнпа чăваш уйрăмне вĕренме кĕме тĕллев лартрăм.
Мана кунта пĕлÿ илме питĕ килĕшет. Эпир чăваш халăхĕн йăли-йĕркисене, культурине, чĕлхине анлăрах тишкеретпĕр, тĕпчетпĕр, ăша хыватпăр. Тăван чĕлхене тĕрлĕ енчен пăхса тухатпăр.
Пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн тутар тата чăваш филологи кафедринче вăй хуракансем студентсемшĕн çунакан хастар педагогсем. Вĕсем яланах пире пулăшаççĕ, ăс параççĕ, тÿрĕ çул çине кăларма тăрăшаççĕ. Çакăншăн эпир вĕсене чунтан тав тăватпăр.
Çавăн пекех эпир, чăваш уйрăмĕнче вĕренекенсем, тĕрлĕ шайра иртекен конкурссемпе ăслăлăх конференцийĕсене, олимпиадăсене хутшăнатпăр, лайăх кăтартусем тăватпăр. Пире Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсем, парнесем парса хавхалантараççĕ. Çапла, чăваш уйрăмĕнче вĕренме чăннипех те интереслĕ.
– Апла пулсан эсир чăвашлăха упрама тăрăшатăр?
– Çапла, тĕрĕс. Чăваш чĕлхине, хамăрăн тăван чĕлхене, манмалла мар, ăна ăша хывса малалла аталантармалла. Вара чăвашлăх пĕтмĕ тесе шутлатпăр эпир, çамрăк ăру.
– Сире тивĕçлĕ наградăсемпе, Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн тата Раççей правительствин стипендиачĕ пулса тăнă ятпа, хĕрÿллĕн саламлатпăр.
– Тавтапуç. Çак наградăсене тивĕçес тесен тăрăшса вĕренмелле. Олимпиадăсемпе конференцисене, конкурссене хутшăнса çитĕнÿсем тумалла, вĕренÿре те «5» паллăпа ĕлкĕрсе пымалла.
– Пур çĕре те ĕлкĕрсе пыма мĕн хавхалантарать, кам пулăшса пырать?
– Пĕччен çитĕнÿ тума май çук. Çитĕнÿ çулĕ такăр пулнинче вĕрентекенсен тÿпи пысăк. Вĕсем мана пур енчен те пулăшса пыраççĕ. Пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн деканне А.Ф. Утяева, тутар тата чăваш филологи кафедрин ертÿçине И.С. Мансурова, ертÿçĕсене Л.А. Афанасьевапа (Ольга Никитинапа сăн ÿкерчĕкре) Л.В. Коротаева вĕрентекенсене таймапуç.
– Тавтапуç сире вăхăт тупса калаçма кăмăл тунăшăн.
– Сире те пысăк тав!
Татьяна ИВАНОВА, ĔНТУн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн 3-мĕш курс студентки.