Ачасен ÿсĕмне кура ăс-хакăл ăмăртăвне виçĕ категорие, 5-6, 7-8, 9-11 классем, пайланă. Олимпиадăна 5-11 классенче вĕренекен 350 ача, çав шутра Чăваш Ен тулашĕнчи ачасем те, хастар хутшăнчĕç. Тутарстан Республикинчи тĕрлĕ районсенчен хăйсен пултарулăхĕсене 23 ача тĕрĕслесе пăхма кăмăл тунă пулсан, Пушкăртстанри Авăркас, Куюргазă, Кармаскалă, Пишпÿлек районĕсенчен – 30 вĕренекен. Çĕнтерÿçĕсемпе парнеллĕ вырăнсене тивĕçнисен шутне 5-6 классенче – 74, 7-8 классенче – 53, 9-11 классенче вĕренекен 51 ача кĕнĕ.
Пушкăртстан Республикинчи 30 ачаран Кармаскалă районне кĕрекен Тинĕскÿл шкулĕнче 10 класра вĕренекен Ксения Кириллова (вĕрентекенĕ – Людмила Павлова) çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Пишпÿлек районĕнчи К.В. Иванов ячĕллĕ Пăслăкри вăтам шкулта 10 класра ăс пухакан Екатерина Кузьмина (З.Н. Тимофеева) парнеллĕ вырăна тухнă.
Çакна та палăртмалла: Ксения Кузьмина январь уйăхĕн 14-мĕшĕнче республика шайĕнче иртнĕ чăваш чĕлхипе литература олимпиадин чăн çĕнтерÿçи те.
«Олимпиадăна хутшăннă пур шкул ачине те, вĕрентекенсене те тав тăватпăр. Çĕнтерÿçĕсене саламласа вĕренÿре çĕнĕ çитĕнÿсем, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр», – терĕç Регионсем хушшинчи олимпиада йĕркелÿçисем.
Людмила ПАВЛОВА, Тинĕскÿл шкул вĕрентекенĕ.
Кармаскалă районĕ.