Урал сасси
+24 °С
Облачно
Çамрăк ăру
13 Июня , 06:00

«Пулас артистсене, çыравçăсене курса савăнтăм»

Май уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче, Шупашкарта, чăваш поэзийĕн классикне Константин Иванова халалласа чаплă мероприяти иртнĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пултаруллă ентешĕмĕрĕн произведенийĕсене илемлĕ вуласа мала тухнисене чысланă.

«Пулас артистсене, çыравçăсене курса савăнтăм»«Пулас артистсене, çыравçăсене курса савăнтăм»
«Пулас артистсене, çыравçăсене курса савăнтăм»

Чыславра Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка шкулĕнче 8 класра вĕренекен Алина Герасимова та пулнă. Ку ăнсăртран мар. Алина чăваш драма театрĕ йĕркелесе ирттернĕ конкурсра Константин Ивановăн «Икĕ хĕр» сăвăлла юмахне илемлĕ вуласа пултаруллисен шутне лекнĕ.

Çак кун Хушăлка хĕрĕн асĕнче Чăваш драма театрĕн администрацийĕнчен диплом тата асăнмалăх парнесем панипе, чăваш сăвăçисемпе тата çыравçисемпе тĕл пулнипе, чыслав вăхăтĕнче «Икĕ хĕр» юмаха вуланипе, чăваш телевиденийĕпе радиовне интервью панипе, «Нарспи» спектакле курнипе асра юлнă.

– Паян – чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑ кун (27.05.1890 – 26.03.1915). Вун çичĕ ҫулта генилле «Нарспи» поэма ҫырма пултарнӑ сӑвӑҫ хальхи ачасен маттурлӑхӗшӗн ман чухлех савӑнса тӑчӗ пек туйӑнать.

Поэт ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пуҫарнӑ ҫӗнӗ конкурс пӗрлехи пысӑк уява ҫаврӑнчӗ: тӗрлӗ ӳсӗмри ачасемпе ҫитӗннисем Константин Ивановӑн хайлавӗсене илемлӗ каласа тата хӑйсем сӑвӑҫӑмӑр ҫинчен сӑвӑ ҫырса тупӑшрӗҫ. Паян ҫӗнтерӳҫӗсене пуҫтартӑмӑр. Нарспипе Сетнер тӑрӑхӗнчи, Пушкӑртстанри Слакпуҫпа Хушӑлкари, ачасем те конкурса хутшӑнса мала тухрӗҫ. Алина Герасимова ашшĕ-амӑшӗпе, вĕрентекенĕпе инҫе ҫула пӑхмасӑр Шупашкара килсе ҫитрӗ!.. Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ кашни ачана ытараймасӑр тытса ҫупӑрлас килет. Вӗсен вӗрентекенӗсем – учительсемпе ашшӗ-амӑшӗ. Кашнине чун-чӗре ҫулӑмӗпе илемне, ӑс-тӑнӑра ачасене панӑшӑн пысăк тав. Мӗн акатпӑр – ҫав шӑтать. Ҫак ӑмӑртура эпӗ пулас артистсене, ҫыравҫӑсене курса ҫунатлантӑм. Сӑвӑ вуласа ҫитӗнекен ача ӳссен кирек ӑҫта ӗҫлесессӗн те, вӑл çын пулӗ – ҫакӑ чи пахи.

Ӗмӗртен пултаруллӑ пулнӑ халӑхӑн ывӑл-хӗрӗ нихҫан та талантлӑ ачасем ҫуратса ӳстерме пӑрахмӗ, паллах. Нумай нациллӗ ҫӗршывӑмӑрта чӑваш пулса юлса Раҫҫее тӗреклетсе пырар, тӑванӑмӑрсем! – тенĕ çакăн пирки хăйĕн социаллă сетĕнчи страницинче мероприяти кураторĕ Марина Карягина журналист, поэтесса, драматург.

Алинăпа пĕрлех пултарулăх конкурсне Пелепей районĕнчи Слакпуç шкулĕнче вĕренекен Данила Алексеев (ертÿçи – М.М. Трофимова) та хутшăннă. Вăл та жюри пайташĕсене тыткăнласа ятарлă диплома тивĕçнĕ.

Надежда РОДИОНОВА.
Шупашкар хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас