

Июнь уйăхĕн 27-мĕшĕнче республикăри вăтам пĕлÿ паракан пур шкулсенче те кăларăм каçĕсем иртрĕç. Мияки районĕнчи Тĕп культура керменĕнче те çак ятпа чаплă мероприяти йĕркеленĕ. Районти вĕренÿ пайĕн информацийĕпе килĕшÿллĕн Мияки тăрăхĕнчи тăххăрмĕш класс пĕтернĕ 299 ачаран 31-шĕ вĕренĕве «пиллĕк» паллăпа çеç вĕçленĕ. Муниципалитетри шкулсенчен вĕренсе тухнă 101 вун пĕр класс ачинчен 28-шĕ «Вĕренÿри уйрăмах пысăк çитĕнÿсемшĕн» медале илме тивĕçнĕ.
Хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, çивĕч ăс-тăнне пулах пысăк наградăна тивĕçнисен шутĕнче Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи шкулта лайăх паллăсемпе çеç вĕреннĕ Дарья Тарасова пулнă. Хĕр ача вĕрентекенсен çемйинче виççĕмĕш ача пулса çуралнă. Амăшĕ Марина Владимировна – кĕçĕн классен вĕрентекенĕ, ашшĕ Радик Витальевич – физкультура учителĕ.
Дарья шкулта тăрăшса ăс пухнă, тарăн пĕлÿ илме ăнтăлнă, учительсем хушнине тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланă, спортпа туслă пулнă. Мал ĕмĕтлĕ хĕр ача ОБЖ, физкультура тата чăваш чĕлхипе литература урокĕсене кăмăлланă. Асăннă предметсемпе олимпиадăсене тата ăмăртусене хутшăнса пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Сăмахран кăçал Çтерлĕ хулинчи В.И. Ленин ячĕллĕ 2-мĕш лицей-интернатра республика шайĕнче 32-мĕш хут иртнĕ чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче Дарья Тарасова 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
Обществăлла ĕçе те хастар хутшăнакан чăваш хĕрĕ «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» Раҫҫейри ҫамрӑксен юхăмĕн Çĕнĕ Хурамал шкулĕнчи тухăçлă ĕçлекен уйрăмĕн председателĕн тивĕçне пурнăçланă. Дарья ăс-тăн çивĕчлĕхĕ енчен кăна мар, юрă-ташă енĕпе те пултаруллă пулнине çирĕплетнĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл вырăнти «Сувар» чăваш халăх фольклор ушкăнне çÿреме вăхăт тупнă.
Çĕнĕ Хурамал хĕрĕ Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсенче лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Вырăс чĕлхипе тата математикăпа çыхăннă тĕрĕслев ĕçĕсене тивĕçлипе пурнăçласа пысăк балпа панисен шутне кĕнĕ.
Дарья Тарасован пуласлăхĕ çутă та телейлĕ пуласса, шкулта илнĕ пĕлÿ çĕнĕ çитĕнÿсем тума пулăшасса, хăйне килĕшекен професси суйласа пурнăçра хăйĕн çулне тупасса шанатпăр.
Ирида НОВИКОВА.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.