Çул çинче кану вырăнě, кафе нумай. «Тургай» кафе куç тěлне пулнăччě, анчах эпир «Сăмавар умĕнче» («У самовара») кафе-музейра чарăнтăмăр. Питě кăсăк унта. Совет саманинчи çурт, лавкка, çав вăхăтра кил таврашěнче усă курнă хатěрсем, ретро-машинăсем, мотоциклсем - пурте, пурте пур. Вěсене тӳлевсěрех курма пулать. Тěрлě йышши сăмавар вара çěре яхăн. Кафе ятне те çавăншăнах «У самовара» тенě. Хуçисем пěлтернě тăрăх, пěрне те сутăн илмен, кунта чарăнакансем парнеленě.