Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çĕнтерÿ патне пĕрле
4 Июлӗн 2023, 11:10

«Манăн кашнинех çупăрласа ыталас тата алă парас килет»

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров иртнĕ эрнере Самар облаçĕнче «Пушкăртстан» мотострелоксен полкĕнчи çар çыннисем патне килсе çитнĕ. Кунта вĕсем ятарлă çар операцине хутшăниччен хатĕрленÿ тапхăрне иртеççĕ.

«Манăн кашнинех çупăрласа ыталас тата алă парас килет»
«Манăн кашнинех çупăрласа ыталас тата алă парас килет»

Июнь уйăхĕн 29-мĕшĕнче хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ полка çар ялавне парас церемони иртнĕ. Шăпах çав вăхăтра журналистсем регион ертÿçипе вăл салтаксемпе офицерсене мĕнле пулăшни çинчен кĕске интервью йĕркеленĕ.
– Çак куна полкăн çуралнă кунĕ тесе йышăнмалла. Эпир штат расписанийĕпе килĕшÿллĕн тĕп подразделенисене йĕркелерĕмĕр. Тепĕр 200-300 çын çитмест. Полк хальхи вăхăтра çар тĕллевĕсене пурнăçлать. Паян эпир боецсем талăкăн 10 сехетне хирте епле ирттернине куртăмăр, вĕсем тактика ĕçĕсене хăнăхаççĕ тата пемелли хĕç-пăшалсене алла илеççĕ. Эпĕ çар чаçне ертсе пыракансемпе, хамăрăн полк командирĕпе кăмăллă. Вăл çирĕп те опытлă каччă. Тымарĕсем пирĕн енчен. Каччăсем яланах вĕрентÿ хирĕнче, вăрçăри лару-тăрăва хăйсен куçĕпе курма хатĕр.
Паллах, эпир вĕсен пурнăçĕпе кăсăклантăмăр: тутă-и, тумтир, атă-пушмак ыйтăвĕсене мĕнле татса параççĕ? Мухтав Турра, пурте йĕркеллĕ. Пуринчен те тăванĕсемпе çывăх çыннисем çинчен ыйтса пĕлме тăрăшрăм. Ытлашши калаçмаççĕ, тен, именеççĕ. Тепĕр хут çирĕплететĕп, полка йĕркелесе пĕтернĕ. Вăл çар корпусĕн тĕп пайĕ шутланать. Хатĕрленсе çитме икĕ уйăх кирлĕ пулать. Эсир куртăр пулĕ, кунта аслă ăру çыннисем чылай. Вĕсем ятарласа, лару-тăрăва ăнланса килнĕ – Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тата истори çырма.
– Боецсемпе курса калаçнă хыççăн сирĕн шалти туйăмсем мĕнле?
– Манăн вĕсенчен кашнине çупăрласа ыталас килет, алă панă май «Тавтапуç сана! Хăвăн пурнăçунти хăрушлăха пĕлсе тăрса пирĕншĕн çапăçу хирне кĕме хатĕр пулнăшăн тав» тесе калас килет.
– Кашнин хăйĕн сăлтавĕ, историйĕ. Хăшĕсен çулĕсем те чылай, кам-тăр виçĕ ачине хăварса çула тухнă…
– Эпир ятарласа тĕпчев ирттертĕмĕр, арсен 80 процентне çар ретне тăма патриотизм туйăмĕ хистенĕ – вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме килнĕ. Паллах, эпир укçа-тенкĕ енчен начар мар пулăшу пама тăрăшатпăр: пĕр хут тата кашни талăкра паракан тÿлевсемпе, тумтирпе тивĕçтеретпĕр. Вĕсем те калама çук пысăк ĕç тунине ăнланаççĕ. Пĕтĕм республика ятарлă çар операцине пулăшма тăрăшать, çакă вăл патшалăх умĕнче тăракан тĕп тĕллев пулса тăрать. Енчен те эпир çак вăрçăра çĕнтереймесен, лайăххи пулассине кĕтмелле мар. Çавăнпа та малтан пирĕн çĕнтермелле, кайран унта хамăр хушăри вак-тĕвек хирĕçÿсене татса парăпăр.
– Эсир боецсене диспансеризаци ирттерме хушу панă.
– 1200-шĕ иртнĕ. Пĕтĕмĕшле 2500 çын диспансеризаци иртмелле. Эпир Ĕпхÿрен опытлă тухтăрсене лайăх диагностика хатĕрĕсемпе чĕнсе илтĕмĕр. Кунта стоматологи модулĕ те пур. Кам чылай çул хушши шăл тухтăрĕ патне çÿремен вăл шăлĕсене те сиплеме пултарать.
Диспансеризаци енĕпе ĕçлеме пуçлани вăл кирлĕ пулăм, питĕ те аван. Онкологипе чирлисем те тупăнчĕç, ÿпке чирĕпе чирлекенсем те пур. Паллах, çирĕп те тĕреклисем стройра юлаççĕ.
– Паянхи самана ыйтакан хĕç-пăшалтан персе куртăр. Туйăмсем мĕнле?
– Кирек мĕнле арçын пекех хĕç-пăшалтан пеме кăмăллатăп. Эпĕ сунарçă мар, çавăнпа та тискер чĕр чунсене персе курман. Ахаль кăна пеме пулать… Ку вăл ухмахла вăй-хăвата лăплантармалли, сÿнтермелли мел пулса тăрать. Пулемет пама ыйтрăм, ПКТ (танкран пемелли Калашников пулемечĕ – ред.) текенине. Вăл питĕ хăватлă, унран темиçе черет пенĕ хыççăн хăвăнтан хăвах темле начар туйăмсене шалтан кăларса пăрахнăн туйăнать. Çапăçу хирĕнче кирлĕ те лайăх хĕç-пăшал. Сăмах май, çакна та каласа хăварасшăн, полкра кашни хĕç-пăшала уйрăм çын çумне çирĕплетнĕ. Урăхла каласан салтак хăйĕнне пĕлет, хăй хĕç-пăшалĕн уйрăмлăхне сисет.
Пĕчĕккĕн техника илсе килме тытăнчĕç. Боецсен пĕр пайĕ БМПсем çинче пулĕç. Çакăн пек çар хатĕрĕсемпе тивĕçтерни савăнтарать, эпĕ çак чаçри хамăр çарсемпе мăнаçланатăп.
Азат ГИЗАТУЛЛИН. Самар облаçĕ.

«Манăн кашнинех çупăрласа ыталас тата алă парас килет»
«Манăн кашнинех çупăрласа ыталас тата алă парас килет»
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: