«Конкурса хутшăннăшăн Мускава сире кам илсе кайтăр?» тесе ыйтсан, эпĕ хам та иккĕленнĕ пулăттăм. Халĕ, акă, киле каякан çулпа пынă, Рязань хули урлă иртнĕ май, çакă чăннипех те хампа пулса иртнине ĕненетĕп. Мускав хулин илемлĕхĕпе асамлăхĕ, мăнаçлăхĕ вара куç умĕнчен каймасть.
Иртнĕ çулхи кĕркунне Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн студенчĕсем, çав шутра эпĕ те, «Алло, эпир талантсем шыратпăр» конкурс çĕнтерÿçисем пулса тăтăмăр. Çĕнтерÿшĕн Мускав хулине çулçÿреве кайма тивĕçрĕмĕр.
Раççейĕн тĕп хулипе паллашасси хĕллехи каникул вăхăтĕнче, январь уйăхĕн 26-мĕшĕнче, пуçланчĕ. Çав кун эпир нумай хутлă, питĕ çÿллĕ çуртсене (небоскреб) куртăмăр. Кремльте, Хĕрлĕ площадьре пултăмăр, Кремль башни çинчи тĕнчипе паллă Кремль куранчĕсене курса тĕлĕнтĕмĕр. Пуринчен те ытларах Василий Блаженнăй чиркĕвĕ килĕшрĕ. Вăл мана хăйĕн чанĕсемпе тыткăнларĕ. Çав кунах эпир В.С. Спесивцев ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче пултăмăр. Артистсен пултарулăхĕ, хăйсене сцена çинче чăн пурнăçри пек тыткалани пире çав тери тĕлĕнтерчĕ те, хумхантарчĕ те.
Тепĕр кунхине М. Джалиль ячĕллĕ тутар шкулне çитрĕмĕр. Асăннă шкулта тĕрлĕ наци ачисем пĕлÿ илеççĕ. Апла пулин те вĕсенчен кашниех тутар чĕлхине те вĕренет. Эпир тутар чĕлхи тата информатика урокĕсенче пулса куртăмăр, музейпе библиотекăна та кĕрсе тухрăмăр. Пире çак шкул питĕ килĕшрĕ. Ялта çеç мар, Мускав хулинче те тăван чĕлхе учителĕ пулса ĕçлеме май пур иккен. Вĕсем пур çĕрте те кирлĕ.
Çулçÿревĕн виççĕмĕш кунĕнче Третьяков галерейине кайрăмăр. Унти пур картина та чĕрĕ пекех туйăнчĕ. Тĕлĕнмелле тыткăна илчĕç.
Çак çулçÿреве йĕркелеме пулăшнă ППУн Çтерлĕри филиалĕн тата юратнă факультетăн ертÿçисемпе преподавателĕсене пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр. Пире çакăн евĕр кану мероприятийĕ питĕ килĕшрĕ.
ППУ Çтерлĕ филиалĕн тĕрĕк тата филологи факультечĕн I курс студентки.