Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕ
4 Июлӗн 2023, 13:25

«Эпир пурте çынсем, тăванла халăхсем»

Июнь уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Культурăсен диалогĕ» наци лагерĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенсем – Федерацин наци ĕçĕсемпе ĕçлекен агентстви тата ЧР Правительстви. Вăл çĕршыври 21 регионти 150 çынна пĕрлештерчĕ. Мероприятийĕн тĕллевĕ пултарулăх вăй-хăватне аталантарассипе тата пултарулăхпа тачă çыхăнса тăракан тĕрлĕ халăх çамрăкĕсен професси ăсталăхне ÿстерессипе çыхăннă.

«Эпир пурте çынсем, тăванла халăхсем»
«Эпир пурте çынсем, тăванла халăхсем»

Наци лагерьне Пушкăртстан Республикинчи Чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕн хастарĕсем Станислав Ивановпа Алиса Алексеева та хутшăнчĕç. Эпир Стаспа çыхăнтăмăр, вăл çул çÿреврен мĕнле кăмăлпа таврăнни çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр.
– Эсир Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Культурăсен диалогĕ» наци лагерьне хутшăнтăр. Мĕнлерех иртрĕ мероприяти?
– Раççей шайĕнчи пысăк пулăм мăн асаттесен çĕрĕ çинче иртрĕ. Пилĕк кун тăршшĕ эпир нацисем хушшинчи хутшăнăва аталантарассипе çыхăннă паянхи çĕнĕлĕхсене, Раççей çамрăкĕсен Гранчĕсем проектăн наставникĕпе, проект менеджменчĕ енĕпе тренер пулса вăй хуракан Светлана Астахова экономика наукисен кандидачĕпе çĕнĕ проектсене сÿтсе яврăмăр. Çавăн пекех стратегиллĕ коммуникацисен эксперчĕпе Александр Цыпкин çыравçă-публицистпа çыннăн çул ÿсĕмне пырса тивекен ыйтусене те пăхса тухрăмăр. «Культурăсен диалогĕ» пирĕн çĕршывăн пуянлăхне тата хăватне кăтартса паракан, унăн халăхĕсене пĕрлештерекен тата тĕрлĕ наци представителĕсемпе паллашма май туса паракан мероприяти пулса тăчĕ.
– Наци лагерьне мĕнле майпа лекрĕр?
– ПР Халăхсен туслăх çуртĕнче наципе культура центрĕсемпе ĕçлекен Римма Губайдуллина методист пирĕн ятран наци лагерьне хутшăнма заявка ярса пачĕ, эпир ăна тухăçлă иртрĕмĕр. Савăнăçлă хыпар килсе çитсенех çула пуçтарăнтăмăр. Пире Иглин районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Владимир Спиридонов хăйĕн машинипе илсе кайрĕ. ПР чăвашсен Канашĕн председателĕн çумĕ Сергей Михайлов укçа-тенкĕ енчен пулăшу пачĕ. Пур йĕркелÿ ыйтăвĕсемпе те пире ПР регионти чăвашсен Канашĕ пулăшрĕ, уйрăмăн илес пулсассăн, унăн ертÿçи Ирина Сухарева. Чăваш тумĕсемпе Кармаскалă районĕнчи «Çăлкуç» фольклорпа этнографи ансамблĕн ертÿçи Алина Степанова тивĕçтерчĕ. Наци тумĕн хăш-пĕр пайĕсене Раççей наука академийĕн Ĕпхÿ федераци тĕпчев центрĕн Р.Г. Кузеев ячĕллĕ этнологи тĕпчевĕсен институчĕн тĕп наука ĕçченĕ Игорь Петров истори наукисен кандидачĕ пачĕ, вăлах вĕсемпе мĕнле усă курмаллине вĕрентрĕ. Майпа усă курса çак ырă та уçă чĕреллĕ çынсене пысăк тав тăватăп.
– Каласамăр, мĕнле шухăшсемпе çула тухрăр?
– Мăн асаттесен çĕрĕ çине çитсе курма май пурришĕн чĕре хумханса тапма тытăнчĕ. Çав вăхăтрах Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Прибельски ушкăнĕн чăн-чăн этнографи тумне хамăрпа илсе кайни, унпа ытти наци çыннисене паллаштарни мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ. Наци костюмĕн авалхи стильне упраса хăварнă тума тăхăнса хамăра тивĕçлĕ шайра кăтартрăмăр.
– «Культурăсен диалогĕ» программипе кĕскен паллаштарăр-ха?
– Лагерь ĕçне хутшăнакансене тухăçлă та анлă программа кĕтрĕ: вĕренÿ, культура, власть тата бизнес представителĕсемпе тĕлпулусем, мастер-классем. Çавăн пекех ÿкерчĕк, алă ĕçĕ, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнтăмăр, тумтир хатĕрлес, апат-çимĕç пĕçерес, юрлас-ташлас ăсталăха кăтартма та майсем пулчĕç. Унсăр пуçне хисеплĕ те сумлă спикерсемпе – «БеспринцЫпные чтения» литературăпа театр пĕрлешĕвĕн йĕркелÿçипе Александр Цыпкин сценаристпа, Раççей тата Совет театр, кино актерĕпе, РФ халăх артисчĕпе Владимир Стекловпа, Чăваш Енĕн Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа – калаçма тÿр килчĕ.
– Наци лагерьне хутшăнни тата ытти регионсенчен килнĕ çамрăксене курни мĕнле кăмăл-туйăм çуратрĕ?
– Мероприяти питĕ интереслĕ иртрĕ. Халăх тумĕ тăхăннă, çав вăхăтрах пурте хăйсен тăван чĕлхисемпе калаçакан тĕрлĕ наци çамрăкĕсем пĕр çĕре пухăннине халиччен курманччĕ. Вĕсем пурте креативлă, калама çук пултаруллă пулнипе уйрăлса тăчĕç. Çамрăксем пурте хăйсен чĕлхипе культурине сыхласа хăварас, малалла аталантарас тесе тăрăшаççĕ, паянхи саманапа тан пыраççĕ.
– «Культурăсен диалогĕнчен» хăвăра валли мĕн çĕннине илтĕр?
– Халĕ эпир грант ĕçне мĕнле майпа çырмаллине пĕлетпĕр. Унсăр пуçне эпĕ чăваш пиçиххине çыхма (плести) вĕренсе таврăнтăм. Çакна мана музейре ĕçлекен Сергей Кольцов (Ульяновск хули) вĕрентрĕ. Сăмах май, вăл Раççей картти çинчи Ульяновск облаçне тĕрленĕ. Çавăн пекех пысăк мероприятисем йĕркелессипе те опыт пухрăмăр. Тен, хăçан-тăр Пушкăртстанри Чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕ те республика территорийĕнче çакăн йышшине йĕркелĕ. Кам пĕлет…
– Мероприятинчи чи асра юлнă самант пирки каласа парсамăр.
– Сцена çине тухас умĕн чăвашсемпе марисем юрă-ташă картине тăчĕç. Пурте ташша ячĕç. Эпĕ «Çумăр çăвать» юрра юрлама тытăнтăм. Мари халăхĕн представителĕсем çавăнтах эпĕ пуçласа янă юрра хăйсен чĕлхипе шăрантарма тытăнчĕç. Çав вăхăтра эпир çывăх пулнине, тĕнчере наци конфликчĕсем пулмалла маррине ăнланса илтĕмĕр. Мĕншĕн тесен эпир пурте çынсем, тăванла халăхсем. Çак саманта эпĕ нихăçан та манас çук.
– Станислав, тавах вăхăт тупса чунăра уçса панăшăн.
Ирида НОВИКОВА.

«Эпир пурте çынсем, тăванла халăхсем»
«Эпир пурте çынсем, тăванла халăхсем»
«Эпир пурте çынсем, тăванла халăхсем»
«Эпир пурте çынсем, тăванла халăхсем»
«Эпир пурте çынсем, тăванла халăхсем»
«Эпир пурте çынсем, тăванла халăхсем»
«Эпир пурте çынсем, тăванла халăхсем»
«Эпир пурте çынсем, тăванла халăхсем»
«Эпир пурте çынсем, тăванла халăхсем»
«Эпир пурте çынсем, тăванла халăхсем»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: