Кăçал та эпир ырă йăлана пăхăнса асăннă ту çине хăпарса тĕрлĕ вăйă вылярăмăр, юрăсем юрларăмăр, асăнмалăх сăн ÿкерчĕк ÿкрĕмĕр. Торатау мĕнле пулса кайни çинчен пире Рита Харисовна Фаткуллина вĕрентекен каласа пачĕ. Вăл каласа пани тĕлĕнтерчĕ, шухăша ячĕ. Раиса Хакимовна Илишева юратнă декан пире ырă сунса каланă сăмахсем чĕрере тарăн йĕр хăварчĕç. Вăл вуланă сăвăсем халĕ те асăмра. Тутар тата чăваш филологи кафедрин пуçлăхĕ Илсур Салихьянович Мансуров вĕренÿре тăрăшуллă пулма хистени питĕрех те хавхалантарчĕ. Çак çул çÿрев студентсемшĕн кăсăк та усăллă пулчĕ тесе шутлатăп. Эпир таврари илеме сăнаса савăнтăмăр, пĕр-пĕринпе çывăхрах паллашрăмăр.
Торатау – питĕ капмар ту, илемлĕ те асамлă вырăн. Унта тĕрлĕ ÿсен-тăран ÿсет. Çакă – пирĕн тăван республикăн пуянлăхĕ. Асăннă ту туристсемпе çул çÿревçĕсем валли таврари илемпе киленмелли, чун канăçлăхне тупмалли вырăн пулса тăнă.
Кĕрхи хĕвеллĕ кун, лайăх çанталăк, уçă сывлăш, тăва парăнтарни (ун çине хăпарни), пĕр курсра вĕренекенсемпе вĕрентекенсем – пурте асра юлĕç.
Татьяна ИВАНОВА,
чăваш уйрăмĕн
1 курс студенчĕ.
Çтерлĕ хули.