Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕ
12 Мартӑн , 10:55

Пирĕн ялти хушма ятсем

Кашни çыннăн ят пур. Ку вăл пуриншěн те паллă. Ятсем тěрлисем пулаççĕ. Пурăна киле çын ячĕ çумне тăрăхласа панă хушма ят та хушăнма пултарать.

Пирĕн ялти хушма ятсем
Пирĕн ялти хушма ятсем

Авăркас районĕнчи Треппел ялĕнче те пур ун пек хушма ятсем. Вĕсене икĕ ушкăна уйăрма пулать: йăх тăрăх пыраканнисем тата уйрăм çынпа çеç çыхăннисем.
Йăх тăрăх пыракан хушма ятсене пирĕн ялта ăру пуçараканĕсене кура панă. Пирĕнпе урам урлă Володя тете пурăнать. Унăн аслашшĕ Пăрамун ятлă пулнă. Çавна пула Володя тетене Пăрамун Володи тесе чĕнеççĕ.
Манăн аттене ялта пурте «Дороги Саши», мучине «Дороги Володьки» теççĕ. Пирĕн мăн асанне Тарук ятлă пулнă. Каярахпа «Тарук» сăмаха вырăслатса «Дороги» теме тытăннă. Халĕ мана пĕр ыйту канăç памасть. Ӳссен мана та «Дороги Лиди» теме пуçлĕç-ши?
Уйрăм çынпа çеç çыхăннă хушма ятсем йăхран йăха куçса пымаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕр çынна сăнласа параççĕ – Хура Натали (хура сăнлă пулнăран), Пĕчĕк Иван (пĕчĕк кĕлеткишĕн), Хромой (уксахласа çӳренĕрен)
Халĕ эпĕ сире хамăр ялти ĕлĕкхи тата хальхи хăш-пĕр хушма ятсемпе тĕплĕнрех паллаштарасшăн.
Вилнĕ Хĕлип
Пирĕнпе юнашар Виноградов Мирун тете пурăнать. Унăн мăн аслашшĕне пурте Вилнĕ Хĕлип тесе чĕннĕ тет. Хĕлипĕ вăрçа кайсан арăмĕ килĕрен киле «Хĕлип вилчĕ пуль ĕнтĕ, Хĕлип вилчĕ пуль», – тесе çӳренĕ тет. Хĕлипĕ ырă-сывă килне таврăнса çитнĕ. Çавăнтан вара ăна ялта Вилнĕ Хĕлип теме пуçланă.
Ермĕш Иванĕ
Ку Иванĕ питĕ ăста купăсçă пулнă. Ялти пĕр уяв та, пĕр туй та унсăр иртмен тет. Анчах та пĕр çитменлĕхĕ те пулнă – сыпкалама юратнă. Хăнасем килĕсене саланма пуçласассăн Иван, килне каймасăр, вĕсем хыççăн ерсе пынă тет. Часах ун çумне куршанак пек «Ермĕш» хушма ят çыпçăннă. Треппел ялĕнчи Ермышов хушамат çак Ермĕш Иванĕнчен пуçланса кайнă та ĕнтĕ теççĕ ялти ватăсем.
Кушай Иванĕ
Ĕлĕк-авал пирĕн ялта Иван ятлă пĕр çын пурăннă. Пурте ăна Куштан Иванĕ тесе чĕннĕ, мĕншĕн тесен вăл питĕ хитре тăхăнса çӳреме юратнă. («Куштан» сăмахăн иккĕмĕш пĕлтерĕшĕ «щеголь» тесе куçарăнать). Çак Иван пĕррехинче ялти селĕпрех калаçакан карчăк патне пырса кĕрет тет. Иванĕ тухса кайсан, кăшт вăхăт иртсен, кинемейрен «кам килсе кайрĕ сан патна?» тесе ыйтсан вăл «куштан» сăмаха калаймасăр, «Кушай Иванĕ килчĕ» тесе хуравланă тет. Çавăн пек вара Куштанран Кушай пулса тăнă.
Чукмар Кули
Аркадий Гайдар çырнă «Чук и Гек» ятлă калава вуласа тухнă хыççăн класра вĕренекен ачасенчен пĕри хăйĕн тантăшĕнчен, Куля ятлинчен, «Эсĕ Чук-и?» тесе ыйтнă тет. Лешĕ «мар» тесе хуравланă. Çавăнтан вара Куляна «Чукмар Кули» тесе чĕнме тытăннă.
Пурнăç шав малаллах пырать. Пĕрисем çĕр айне кĕрсе выртаççĕ, теприсем тин çуралаççĕ. Çĕнĕ çынпа çĕнĕ ят килет. Киввисем манăçа тухса пыраççĕ. Вĕсемпе пĕрле хушма ятсем те манăçаççĕ. Пĕр ят та, пĕр хушма ят та ан çухалтăр, вĕсене пирĕн çитес ăрусем те пĕлсе тăччăр тесе çыртăм эпĕ çак йĕркесене.
Лидия ВИНОГРАДОВА, Треппел шкулĕн вĕренекенĕ.
Авăркас районĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: