Пур хыпар та
Çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕ
11 Майӑн 2025, 11:00

Викториян ĕçĕ чи лайăххи

2020 çултан пуçласа Пушкăртстанра ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн указĕпе килĕшÿллĕн çуркунне тата кĕркунне Наци тумĕсен кунне уявлаççĕ. Кăçалхи çуркунне ăна апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнче уявларĕç.

Викториян ĕçĕ чи лайăххи
Викториян ĕçĕ чи лайăххи

Ун витĕмĕпе Пушкăртстан Республикин Наци библиотекинче «Наци стилĕпе вулатпăр» сăн ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса вулав культурине сарас тата çĕршыври культура еткерне хисеплеме вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ.
Пултарулăх ăмăртăвне пĕтĕм республикăран 400 ытла ĕç килнĕ. Йĕркелÿçĕсем сăн ÿкерчĕксене суйланă май чи малтан вĕсен пахалăхне тата хăйне евĕрлĕхне шута илнĕ. Финала 43 ĕç тухнă.
Çĕнтерÿçĕсен шутне Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче пурăнакан Виктория Батырова та лекнĕ. Вăл – Сергейпе Ольга Батыровсен хĕрĕ, çемьере асли. Çĕнтерÿçĕсене чысласси Ĕпхÿ хулинчи Наци библиотекинче иртрĕ.
Хĕр ача сăн ÿкерĕнме юратать. Çавăнпа та хаваспах конкурса хутшăнма шут тытнă. Услови тăрăх, участниксен наци тумĕпе е наци эрешĕсемпе илемлетнĕ костюм тăхăнса тата алла кĕнеке тытса сăн ÿкерчĕк тумалла пулнă. Виктория асăннă конкурс литературăпа йăла-йĕркесене юратнине пĕлтермелли, пултарулăхне палăртмалли, çавăн пекех парне выляса илмелли мел тесе шутланă. Конкурс условийĕсене пурнăçланă чух тĕл пулнă пĕртен-пĕр йывăрлăх вăл – унта Володя шăллĕне явăçтарасси тата илемлĕ те хăйне евĕрлĕ сăн ÿкерчĕк тăвасси пулнă. Ачисене яланах хавхалантарса пыракан амăшĕ тата Тимеш ял вулавăшĕн ĕçченĕ Вероника Леонтьева пулăшнипе шутланине пурнăçа кĕртме пултарнă.
Ку – Виктория пĕтĕм çемйипе хутшăнса мала тухнă пĕрремĕш конкурс мар. Вăл малашне те хăйне республика шайĕнче кăтарма ĕмĕтленет.
Ольга БАТЫРОВА.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас