Асăннă мероприятие йĕркелеме сăлтавĕ пур: Чăваш Республикинчен çамрăк та пултаруллă тĕпчевçĕсем килни. Усăллă тĕлпулăва ирттерме сĕннĕ çынсенчен пĕри - Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ 21 çулхи Иван Грачев таврапĕлÿçĕ тата генеалог. Çавăн пекех унпа пĕрле Пушкăртстана Элĕк районĕнчи Шуркасси ялĕнчи Андрей Михайлов ĕçтешĕ тата юлташĕ килнĕ. Тĕлпулу иртиччен вĕсен ушкăнне генеалоги ĕçне кăмăллакан Руслан Шедиков хутшăннă.
- Вĕсем пирĕн пата питĕ пырса курасшăнччĕ. Пирĕн ĕçпе паллашнă хыççăн туслă çыхăну йĕркелерĕмĕр, унăн тухăçĕ – пĕрле тĕл пулни, малашлăх планĕсем палăртни, - паллаштарчĕ хăнасемпе Авăркас районĕнчи Таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Юрий Леонтьев.
Тĕлпулу тĕрлĕ ăру çыннисене, наци представителĕсене, таврапĕлÿ ĕçĕпе кăсăкланакансене хăй тавра пухрĕ. Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн представителĕсем хушшинче унăн председателĕ Игорь Петров истори наукисен кандидачĕ пурччĕ. Мероприятие Кармаскалă районĕнчи хăнасем - пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсен авторĕ Вера Никонорова тата унăн мăшăрĕ Александр - хастар хутшăнчĕç. Çавăн пекех Ĕпхÿ хулинче пурăнакан Валентина Васильева ăсчах та.
Чăваш Енри хăнасем Пушкăртстана пĕр куна килмен. Тĕлпулу умĕн вĕсем Пелепей тăрăхĕнчи Этĕлпе Ярмулай ялĕсенче ĕçленĕ, шăпах çак тăрăха вĕсен ентешĕсем куçса килнĕ пулнă. Авăркас тăрăхĕнче вара хăйсен ĕçне малалла тăсрĕç - музей хыççăн Чăваш Хурамал ялĕнчи В.В. Николаев ячĕллĕ шкула çул тытрĕç. Çамрăк каччăсем «Салават» КФХ ОООна, Гафури районĕнчи «Красноусольски» курорта, Иглин тăрăхĕнчи Чăваш Кăпавĕпе Ивано-Казанка ялĕсене те çитсе килчĕç. Ĕçлĕ визита аякран килнĕ хăнасем Ĕпхÿ хулинчи паллă вырăнсемпе, П.Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнипе вĕçлерĕç.
Музейри тĕлпулу 1,5 сехете тăсăлчĕ. Вăл ăшă та тухăçлă лару-тăрура иртрĕ. Çакă икĕ республика хушшинчи таврапĕлÿçĕсен çыхăнăвне çирĕплетме пулăшĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен пĕр тĕллев – куçса килнĕ чăвашсен йăх-несĕл йывăççин историне тарăнрах тĕпчесси тата сыхласа хăварасси.
Данил АНДРЕЕВ.
Авăркас районĕ.