Пур хыпар та
Çамрăксен ĕçĕ-хĕлĕ
6 Ноябрӗн 2025, 10:00

Чăваш çамрăкĕ çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать

«Кашни ача пултаруллă, пирĕн тĕллев – унăн пултарулăхне аталантарма пулăшасси. Çакăнта Раççейĕн çитĕнĕвĕ», – тенĕ çĕршыв ертÿçи Владимир Путин.

Чăваш çамрăкĕ çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать
Чăваш çамрăкĕ çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать

Шаран салинчи Ача-пăча пултарулăх тата спорт центрĕн воспитанникĕ Николай Кузьмин (педагогĕ – Владислав Акбулатов) биологи енĕпе тĕпчев ĕçĕ-хĕлĕпе Хурамал ялĕнчи шкулта вĕреннĕ вăхăтрах интересленнĕ. Ялти пĕлÿ çуртĕнче 9 класс пĕтернĕ хыççăн арçын ача Шаранти 1№ шкула вĕренме куçнă. Халĕ вăл – 11-мĕш класс ачи.
Çак вăхăт хушшинче Николай хăйĕн наставникĕпе Шаранти экостанци ертÿçипе Владислав Акбулатовпа Раççейĕн тĕрлĕ хулисенче – Хусанпа Мускав, Санкт-Петербургпа Самара, Челябинскпа Екатеринбург – иртекен ăмăртусенче ăс-тăнпа тавракурăмне çÿллĕ шайра кăтартса панă. Çавăн пекех Николай шкул ачисен экологи енĕпе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регион тапхăрĕн икĕ хутчен призерĕ шутланать. Арçын ача Пушкăртстанри çĕр хăвăлĕсенче пурăнакансене тата вĕсенчи пĕтĕмĕшле экологие тĕпчет.
2024 çулта пултаруллă çамрăк ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн стипендиачĕ пулса тăнă. Унсăр пуçне ăна Крымри «Алые паруса» лагерьте канма путевка панă.
Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи çитĕнÿсенчен пĕри – 2025 çулхи апрель уйăхĕнче Мускав хулинче иртнĕ В.И. Вернадский ячĕллĕ XXXII Пĕтĕм Раççейри çамрăксен тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕнче çĕнтерни. Унта Николай лауреат дипломне илме тивĕçнĕ. Çакă ăна тĕнче шайĕнче хăйсен проекчĕсене тăратма пултаракан Раççей Федерацин хутăш командин кандидачĕ шутне кĕме май панă. Мускав эксперчĕсем «Оценка состояния подземной среды некоторых природных и техногенных пещер Башкортостана с помощью индекса нарушенности» проекта пысăк хак панă хыççăн Николая тата унăн наставникне Раççей делегацин йышне кĕртнĕ.
Сентябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕччен Пĕрлештернĕ Араб Эмирачĕсен тĕп хулинче, Абу-Дабире, MILSET EXPO-Sciences International (ESI) Пĕтĕм тĕнчери курав иртнĕ. Унта Раççей Федерацинчен 50 ытла çын хутшăннă. Çав шутра – «Экологи-исследователи» пĕрлешĕвĕн вĕренекенĕ Николай Кузьмин та. Куравăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх арçын ачана награда парса чысланă.
Çак кунсенче вара Челябинск хулинче III Пĕтĕм Раççейри ачасен экологи форумĕ вĕçленнĕ. Унта Пушкăртстан командин йышĕнче çивĕч ăслă арçын ача та пулнă. Николай Кузьмин хăйĕн проектне пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ парнине çĕнсе илнĕ.
– Шкул пĕтернĕ хыççăн IT-сферăна вĕренме кĕме, инженер профессине алла илме ĕмĕтленетĕп. Хамăн пурнăçа инноваци технологийĕсемпе, компьютер программисемпе çыхăнтарасшăн, – тенĕ чăваш çамрăкĕ.
Маргарита АХМЕТОВА.
Шаран районĕ.

Чăваш çамрăкĕ çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать
Чăваш çамрăкĕ çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать
Чăваш çамрăкĕ çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас