Кăçал эпир, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн 4-мĕш курс студенчĕсем, Çтерлĕ хулинчи 11-мĕш номерлĕ шкулта чăваш чĕлхипе практика иртетпĕр.
Пирĕн практикăн тĕп тĕллевĕ – наукăпа тĕпчев ĕçĕ. Шкулта эпир хамăрăн тăван чĕлхепе калаçса, унăн тĕрлĕ енĕсене тĕпчетпĕр. Ачасем суйласа илнĕ темăсемпе питĕ кăсăкланаççĕ, вĕсем çак ĕçе хаваспах хутшăнаççĕ. Вĕренекенсем тĕрлĕ ыйтусем парса чăвашлăх тĕнчине тишкереççĕ. Чăвашăн авалхи пурнăçĕ мĕнлерех пулнине, мĕнле уявсем ирттернине каласа панине ачасем питĕ тимлĕн итлеççĕ, хăйсене ĕлĕкхи пурнăçра пулса курнă пекех туяççĕ. Çапла вара чăннипех те чăваш ачисем хăйсен тăван чĕлхине юратнине курма пулать.
Студент çулĕсем – вĕренÿ кăна мар, çутă туйăмсен, çĕнĕ паллашусемпе кăсăклă практикăсен вăхăчĕ. Пулас ăрăва чăвашлăх çинчен ăнлантарни, вĕсене малашлăхра йăла-йĕркесемпе усă курма хăнăхтарни питĕ усăллă тесе шутлатпăр.
Çакăн пек занятисем студентсемшĕн хăйсем суйласа илнĕ ĕçне юратма, малалла ĕçлеме пулăшаççĕ. Практика усăллă иртрĕ тесе шутлатпăр.
Ольга НИКИТИНА, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн 4-мĕш курс студентки.