Виçсӗмӗр те вӗренӳ çулне пиллӗк паллăсемпе вӗçлерӗмӗр. Настя 9-мӗш класс пӗтерчӗ, тăватă экзамена ăнăçлă тытса хӗрлӗ аттестат илме тивӗçлӗ пулчӗ. Эпӗ улттăмӗш, шăллăм тăваттăмӗш класс пӗтертӗмӗр. Çак çитӗнӳсем, уйрăмах Настя экзаменсене «пиллĕкпе» тытни, пирӗн çемьене çав тери савăнтарчӗ, шăллăмпа иксӗмӗре тата та тăрăшса вӗренме хавхалантарчӗ. Пуринчен ытла пирӗншӗн асанне савăнчӗ, вăл пире ăшшăн хăй çумне çупăрласа чуп турӗ.
Пирӗн туслă çемье Юламан ялӗнче пурăнать. Атте банкра, анне лавккара ӗçлет. Асанне пире ăсатса тата кӗтсе илет. Çапла, эпир ирех кăткăсем пек тӗрлӗ çӗре саланатпăр та каçхине çеç пуçтарăнатпăр.
Эпӗ сире Настя аппа çинчен çырса пĕлтересшĕн, мӗншӗн тесен вăл маншăн лайăх тӗслӗх. Чи асли пулнă май аппа пире килти ӗçсене тума пулăшать, пӗлменнине ăнлантарать. Хăй вара ялан кӗнекепе, мӗн те пулин çырать, вулать е пăхмасăр вӗренет. Аппа пуринчен ытла математикăна, вырăс тата чăваш чӗлхисене килӗштерет. Олимпиадăсенче пӗлӗвне тӗрӗслеме тăрăшать. Унăн тӗллевӗсенчен пӗри – район, республика шайӗнчи ăс-тăн ăмăртăвĕсене хутшăнса малти вырăнсене çӗнсе илесси. Сăпайлă пулнă май вăл кашни сăмаха виçсе, шухăшласа калаçать. Вӗрентекенсем ăна тимлӗ, ӗçе тӗплӗ, шухăшласа пурнăçлакан ача тесе хаклаççӗ. Çапла калама сăлтавӗ те пур. Настя уроксене ялан хатӗрленет. Киле панă ӗçсене ячӗшӗн кăна мар, тӗплӗ пурнăçлать. Унăн илемлӗ почеркпа çырнă тетрачӗсене пăхма та питӗ кăмăллă, варламасăр, тирпейлӗ çырать. Кам е мӗн хистет-ши ăна çапла тăрăшуллă пулма?
– Уроксем хыççăн тӳрех киле таврăнатăп. Аттепе анне ӗçрен ывăнса килеççӗ. Эпӗ вӗсене хуçалăхра пулăшатăп. Киле панă ӗçсене пурнăçлама 2-3 сехетрен кая мар вăхăт уйăратăп. Шкула хатӗрленмесӗр кайни нихăçан та пулман. Тăрăшсан пур ача та лайăх вӗренет, – тет ку таранччен «хӳреллӗ пиллӗк» илсе курман аппа.
Пирӗн çемье спортпа та туслă. Уроксем хыççăн эрнере икӗ хутчен пире атте Толбазăри ачасен спорт шкулне çӳретет. Настя волейбол, эпӗ гимнастика, шăллăм кӗрешӳ секцийĕсене килӗштеретпӗр. Атте пире вăхăта усăллă ирттерме вӗрентет. Аппа та унпа пӗр шухăшлă.
– Спорт кружокне çӳрени мана вӗренме пулăшать. Тренировка хыççăн пуç та лайăхрах ӗçлет. Çакна шкулти чылай ача ăнланмасть, пушă вăхăта телефонпа тӗрлӗ вăйă выляса ирттерет, – тет Настя аппа.
Ман аппа – пултаруллă хӗр ача, шкул пурнăçӗнче те питӗ хастар, пур çӗре те хутшăнать. Унăн çитӗнӗвӗсене, ӳсӗмӗсене палăртакан пуян портфолио пур. Вăл питӗ хулăн. Акă, тӗрлӗ çулсенче район шайӗнче кăна мар, республикăра та иртнӗ тӗрлӗ конкурссенче, ăслăлăх конференцийӗсенче, спорт ăмăртăвӗсенче çӗнсе илнӗ Хисеп тата Тав хучӗсем, Дипломсем. Чи хакли вара – республика шайӗнче иртнӗ чăваш чӗлхипе литература олимпиадинче çӗнтерӳçӗ пулнине çирӗплетекен Хисеп хучӗ. Чăваш чӗлхине питӗ юратать Настя. Çак юратăва ăна асанне парнеленӗ. Асанне пире пӗчӗкрен чăвашла калаçма вӗрентнӗ, юмах-халап вуласа панă, юрласа çывратнă. Шкулта та Настя чăваш чӗлхине юратса вӗренет. Диктант тата сочинени çырмалла пулсан унăн ялан «5» паллă. Пăхмасăр сăвă калама юратать. Шкулти конкурссенче, клубри концертсенче, район тата республика шайӗнчи вулав конкурсӗсенче ялан малти вырăнсем йышăнать.
– Çирӗп тӗллевлӗ пулмалла пурнăçра. Çав тӗллеве пурнăçлама çынна тарăн пӗлӳ кирлӗ. Пӗлӳсӗр çын хăйӗн ӗмӗтне пурнăçлаймасть. Ӗмӗтсем манăн пысăк, вăтам шкул пӗтерсен тухтăра вӗренесси. Тухтăр – яваплă професси, нумай чухне çын пурнăçӗ унран килет. Пӗчӗкренех çак шухăшпа пурăнатăп, ăна пурнăçа кӗртессе иккӗленместӗп.
Çакăн пек ырă кăмăллă, çирӗп тӗллевлӗ пулма, аслисене хисеплеме, туслăха хаклама вӗрентет мана чи çывăх çын, юратнă аппаçăм.
Елизавета НИКИТИНА, Юламан шкулĕнчи 7 класс вĕренекенĕ.
Авăркас районĕ.