Манăн асаттепе асанне Пăслăк ялĕнче пурăнаççĕ, кукамайпа кукаçи вара - Кистенлĕ ялĕнче. Асаттепе асаннепе, кукаçипе кукамайпа чăвашла калаçатăп, вĕсен каласа панине итлеме юрататăп. Уйрăмах кукамая. Мĕншĕн тесен пирĕн кукамай чăваш халăх йăли-йĕркисене питĕ лайăх пĕлет. Ахальтен мар ăна ялта «чăваш энциклопедийĕ» теççĕ.
Эпĕ асаттепе асанне, кукаçипе кукамай калаçнине итленĕ май çакна асăрхарăм: вĕсен калаçăвĕнче уйрăмлăхсем пур. Мĕнле-ха апла? Кистенлĕпе Пăслăк – кÿршĕллĕ ялсем, вĕсен хушши сакăр çухрăм çеç. Сăмахран, Пăслăкра вирелле (божья коровка), çимĕк çеçки (незабудка), ăншăрт курăкĕ (горицвет), учав (половник), ту çи (гора), шампăлтăк (дыня), сысна апачĕ, Генукка (Гена) тесе калаçаççĕ. Çав сăмахсенех Кистенлĕре уяр (божья коровка), кăвакарчăн куçĕ (горицвет), çăпала (половник), тăвайкки (гора), дыня, сысна яшки, Генук теççĕ.
Çапла вара Пăслăкпа Кистенлĕ кÿршĕ ялсем пулсан та унта пурăнакан чăвашсен пуплевĕнче уйрăмлăхсем пур. Калаçăвĕнче çеç мар, йăли-йĕркисенче те уйрăмлăхсене асăрхама пулать. Тĕслĕхрен, ваттисене асăннă чух Кистенлĕре ушкăнсемпе, Пăслăкра вара кÿршисемпе тата тăванĕсемпе асăнаççĕ.
Ку тема мана тарăн шухăша ячĕ. Хамăр районти ялсенче пурăнакан чăвашсен калаçăвне тĕпчес килет, çапла майпа эпĕ хамăн тăван чĕлхен пуянлăхне пĕрчĕн-пĕрчĕн пухма шутлатăп.
Арина ЗАХАРОВА, 11 класс вĕренекенĕ.
Пишпÿлек ялĕ.