

Настя мĕн ачаран ашшĕпе, аслашшĕ-кукашшĕпе хаваспах уй-хире çÿренĕ.
- Мана мĕнпурĕ те килĕшетчĕ: солярка шăрши, мотор сасси, кайăксем юрлани, каçхине хĕвел хĕрелсе анни. Уйрăмах уçă сывлăшра апатланма юрататтăм, апачĕ питĕ тутлă-çке, - тенĕ Настя Данилова.
Паллах, тутлă. Мĕншĕн тесен ăна амăшĕ Валентина Николаевна пĕçернĕ. Хĕрарăм мăшăрĕпе пĕрле «Ватан» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшать. Вăл повар та, кăлпасси тăвакан цехра та, лавккара та ĕçлет.
Анастасия Ермолаево салинчи 1№ шкулта тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн ăçта вĕренме каясси çинчен пуç ватман. Тăван Холмогоры ялĕнчен аякра мар Маячный сали вырнаçнă. Унта Мелеузри нумай функциллĕ колледжăн уйрăмĕ пур. Шăпах асăннă учрежденинче анлă профильлĕ механизаторсене хатĕрлеççĕ.
Кăçал июнь уйăхĕнче икĕ çула тăсăлнă вĕренĕве Настя вĕçлет, халĕ вăл колледжри экзаменсене тытать. Вĕсем ăна пачах та хăратмаççĕ. Мĕншĕн тесен хĕре опытлă вĕрентекенсем пĕлÿ панă, производство практикине ашшĕ ертсе пынипе «Ватанра» иртнĕ.
- Кунта техника çĕнĕ, çавăнпа та малтан çухалса кайрăм. Анчах атте мĕнпурне те ăнлантарса пачĕ. Халĕ эпĕ кирек мĕнле тракторпа та ĕçлеме пултаратăп, - йăл кулса каланă Настя.
Хĕрĕ çакăн йышши профессие суйласа илнишĕн ашшĕпе амăшĕ мăнаçланаççĕ, мĕншĕн тесен çĕр çыннин ĕçĕ чыслă та хисеплĕ.
- Малашлăхри планра - сварщик профессине алла илесси. Мĕнпурне те хам тăвасшăн. Ялта пурăнма палăртатăп, - хăйĕн шухăш-ĕмĕчĕпе паллаштарнă çамрăк хĕр.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.