Урал сасси
+12 °С
Ясно

Викторийăн «Артекри» каникулĕсем

Палăртнине тума ăнтăлаканăн ĕмĕчĕсем пурнăçланаççĕ теççĕ. Мияки районĕнчи Мияки салинчи М.Абдуллин ячĕллĕ 1№ шкулта вĕренекен 12 çулхи Виктория Батырован историйĕ çакна тĕрĕссипе çирĕплетет. Нумай пулмасть хĕр ача пĕтĕм тĕнчипе паллă «Артек» лагерьтен таврăннă.

Викторийăн «Артекри» каникулĕсемВикторийăн «Артекри» каникулĕсем
Викторийăн «Артекри» каникулĕсем

Нумай ачашăн «Артек» çутă ĕмĕт шайĕнче çеç юлать пулсан, Викăшăн вăл çирĕп тĕллевлĕ пулнипе пурнăçа кĕме пултарнă. Çĕршыври ача-пăча тĕп центрĕн путевкине тивĕçесси çăмăл ĕç мар. Ун валли лайăх портфолио кирлĕ: олимпиадăсенчи çĕнтерÿсем, спортри тата пултарулăхри çитĕнÿсем. Тимеш ялĕнче пурăнакан Виктория шкулта тăрăшса вĕренни тата пурнăçри хастар позици çÿллĕ шайри алăка уçма май панине çирĕплетнĕ.

«Артекри» пиллĕкмĕш смена пирĕн çамрăк ентеше Крымри çутă хĕвелпе тата пуян программăпа кĕтсе илнĕ. Кунта кашни куна минут таран çырса тухнă: профильлĕ отрядри занятисем, мастер-классем, истори пĕлтерĕшлĕ вырăнсене экскурсисене çÿресси тата лагерьти чаплă йăла-йĕркесене, уявсене хутшăнасси.

«Питĕ тĕлĕнмелле вăхăт пулчĕ!» – шухăш-кăмăлĕпе паллаштарать Виктория. – Лагерь çирĕп кăмăллă пулма çеç мар, командăра ĕçлеме те вĕрентет, «Артек» хăвăн вăйна шанма тата малалла ăнтăлма хавхалантарать».

Кашни ачан çитĕнĕвĕсем хыçĕнче ăслă наставникпе çывăх çынни тăрать. Виктория хăйĕн амăшне Ольга Валерьевнăна тав тăвать. Амăшĕн юратăвĕ, хĕрĕн вăйне, пултарулăхĕсене шанни, ялан юнашар пулни Викăна çитĕнÿсем тума пулăшнă. Ольга Валерьевна хĕрĕпе пĕрле йывăрлăхсене пайланă, тăрăшуллă çыншăн чăрмавсем çук тесе çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарнă.

Мияки районĕнче вĕренекенсемшĕн Виктори чăн-чăн тĕслĕх шутланать. Унăн çитĕнĕвĕ хăш кĕтесре, ялта пурăнсан та ĕмĕт тата çемье пулăшăвĕ пулсан анлă çулсем уçăлнине çирĕплетет. Мияки салинчи М.Абдуллин ячĕллĕ 1№ шкул тĕрĕссипе хăйĕн вĕренекенĕпе мăнаçланма пултарать. Хĕр ачана малашлăхра «Артекра» пухнă вăйпа пурнăçламалли çĕнĕ тĕллевĕсем, шкул пурнăçĕ кĕтеççĕ. Лагерьте каланă пек: «Артековец паян – артековец ялан!»

Елена ВАЛИЕВА.
Мияки районĕ, Мияки сали.

Викторийăн «Артекри» каникулĕсем
Викторийăн «Артекри» каникулĕсем
Викторийăн «Артекри» каникулĕсем
Викторийăн «Артекри» каникулĕсем
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас