

Мӗн вӑл? Сӑмахран, эсӗ шкултан кӑмӑлсăр килетĕн пулсан та сана ыйтусем парса тарăхтармаççĕ, апат çиме лартаççĕ. Вăхăт çитсен хăвах каласа парасса кĕтеççĕ. Е эсӗ пӗр-пӗр киревсĕр ӗҫ тусан кӑшкӑрса тăкмаççĕ.
Пирӗн ҫемьере ку утрав майӗпен йӗркеленсе пычӗ. Ҫиччӗмӗш класра эпӗ математикӑпа çырнă тӗрӗслев ӗҫӗшӗн «иккӗ» паллӑ илнĕччĕ. Ку маншăн иккĕ кăна мар, пурнӑҫри пӗрремӗш начар паллă пулчĕ. Киле ҫав тери хӑраса утрăм, пăшăрханнипе кӑмӑл пӑтранчĕ. Эпӗ дневника ҫухатманин виҫӗ версине шухӑшласа кӑлартӑм, вӗсем пурте ухмахла туйӑнчӗҫ. Юлашкинчен киле ҫитрӗм те: «Анне, манӑн иккӗ», – терӗм. Вӑл ман ҫине пӑхса ассӑн сывларӗ те: «Мӗншӗн апла пулса тухнине ăнлантарса парăн-и?», – терĕ. Эпĕ темӑна пачах ӑнланманнине пĕлтертĕм. Анне вӑрҫмарӗ. «Лар, калаçăпăр», – терӗ лăпкăн. Эпир икӗ сехет калаçрăмăр, темăна тишкертĕмĕр. Ҫав каҫ вара пӗр ансат япалана ӑнланса илтĕм: эпĕ йӑнӑшсан та атте-анне ман майлӑ.
Паллах, пурнăçра тӗрлӗрен пулать. Хӑш чухне анне ывӑннипе хĕрсе кайма та пултарать, тепӗр чухне эпӗ хама эгоист пек тыткалатӑп. Апла пулин те эпир пĕр-пĕрне яланах илтме, хисеплеме тăрăшатпăр.
Пирӗн ҫемьере пӳлӗме шаккамасӑр кӗресси йӑлара мар. Алӑк уҫӑ пулсан та анне яланах алӑк янахне шаккать. Манӑн пиччепе аппа та ҫапла тӑваҫҫĕ. Ку вӑл: «эпӗ санӑн харпӑрлӑхна хисеплетӗп» текен пулăм. Тата хулпуҫҫи урлӑ телефонри пӗлтерӳсене те вуламаҫҫӗ.
Аттепе анне мана яланах тӗрӗссине, вӑл аван мар пулсан та, калаҫҫӗ. Эпӗ те вӗсене ҫаплах хуравлама тӑрӑшатӑп. Уйӑхӗ-уйӑхӗпе суйса, тӑрӑ шыв ҫине кӑлариччен, хӑраса пурӑниччен хамăрăн йăнăш пирки тÿрех пĕлтерсен аванрах.
Унсăр пуçне пире нихăçан та ыттисемпе танлаштармаççĕ, «Акӑ кӳршӗ Петя санран лайӑхрах вӗренет» тесе каламаҫҫӗ. Аттепе анне мана хамӑн вӑйлӑ тата вăйсăр енсемпе йышăнаççĕ. Вӗсен тĕп ӗҫӗ те мана тĕрĕс çул тупма пулӑшасси.
Пирӗншĕн чи пысăк тӗрӗслев иртнӗ ҫуркунне пулчӗ. Ун чухне вун сакăр çулхи аслӑ аппа института пӑрахнине, ку унӑн ҫулӗ маррине, хăй сӑн ӳкерессипе аппаланасшӑн пулнине каларӗ. Аттепе аннене ҫакна йышӑнма йывӑр пулнине куртӑм. Вӗсем ӑна вӗренме ҫавӑн чухлӗ вӑй-хал, укҫа хывнӑ-çке... Тавлашу, куҫҫуль, ӑнланманлӑх пулчĕ. Вăрçмарĕç, ÿкĕтлемерĕç аслисем, тĕрлĕ майсем шырарĕç. Халӗ аппа фотографа вӗренет, вăл – телейлӗ. Çакăн хыççăн пирӗн ҫемьери хутшăнусем тата та çирĕпленчĕç. Мӗншӗн тесен пурте ӑнланчӗҫ: чи кӑткӑс лару-тӑрура та эпир пӗр-пӗрне пăрахмастпăр.
Пире тепĕр тĕрĕслеве те тÿссе ирттерме тÿр килчĕ. Аннешӗн кукаçи пурнăçран уйрăлса кайни уйрӑмах йывӑр ҫухату пулчӗ. Малтанхи кунсенче пӳртре питĕ шăпчĕ, кашниех хуйха пӗччен тӳсрĕ, ытлашши сӑмахпа пĕр-пĕрне ыраттарасшăн пулмарĕç.
Пĕрре çапла аннен пӳлӗмне кӗтӗм те вӑл кивелнӗ сӑн ӳкерчӗке алла тытса ларнине куртӑм. Шӑппӑн тухса каяс вырӑнне юнашар лартӑм та: «Ун ҫинчен каласа паратăн-и? Вӑл ман ҫулта мӗнле пулнă?», – терĕм. Каҫхине вара эпир пурте кухньӑна пухӑнтӑмӑр, кукаçин пурнӑҫӗнчи кулӑшла историсене аса илтӗмӗр, куҫҫуль витӗр макӑртӑмӑр, култӑмӑр та. Ҫак тĕслĕх пире тĕрлĕ лару-тăрура пĕрле пулмаллине ăнланма пулăшрĕ. Тепӗр чух ҫумра чӗнмесӗр ларни, юратакан ҫынна аллинчен тытни те тем пекех кирлĕ.
Çапах ҫак шанӑҫ утравӗ мĕнле çуралать? Ман шутпа, вӑл вак-тӗвекрен пуҫланать. Сӑмахран, атте-анне пирĕншĕн пăшăрхансан та пĕр вĕçĕмсĕр шăнкăравласа тарăхтарманнинчен. Е атте, хӑйӗн пӗтӗм хаярлӑхӗпе, тӗрӗс мар каланӑ пулсан, каҫару ыйтма пултарнинчен. Ача чухне ҫакӑ маншăн çĕнĕлĕх пулнӑ – аслисем те йӑнӑшма пултараҫҫӗ иккен.
Тата ҫакна асӑрхарӑм: пирӗн килте «хупӑ темӑсем» ҫук. Эпир политика, тӗн, юрату, вилӗм тата ытти çинчен калаҫма пултаратпӑр. Ҫапла, тепӗр чухне хĕрсе кайса тавлашатпăр, анчах никам та: «Эсӗ ҫакна ӑнланма ытла та пӗчӗк» е «Ку санӑн пуҫ мимишӗн мар» темест. Кашнин шухӑшне, унпа килӗшмесен те, итлеҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпах эпӗ хамӑн шухӑшсене шкулта е туссен ушкӑнӗнче калама хӑрамастӑп.
Енчен те шанӑҫ сасартӑк арканса кайсан? Ун пекки те пулкалать. Пӗррехинче эпӗ каҫпа ӑҫта пулни пирки суйрӑм, атте ӑнсӑртран тӗрӗссине пӗлчӗ. Эпӗ харкашу пуласса кӗтрӗм, анчах йывӑртараххипе – кӑмӑл хуҫӑлнипе – тĕл пултăм. «Эпир сана яланах ӗненнӗ, – терӗ вӑл. – Эсӗ вара пире шанмарӑн». Нумайччен юсанма тиврӗ. Сăмахпа мар, хам тӳрӗ кӑмӑллӑ пулма пултарнине ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен кӑтартса. Вара ӑнлантӑм: шанăç хрусталь ваза пекех. Ӑна ватасси – ҫеккунт, ҫыпӑҫтарасси – тертлӗ ӗҫ.
Мӗн тума кирлӗ-ха ҫаксем пурте? Кил тулашӗнчи тӗнче хаяр та тӗрӗс мар лару-тăрупа тулли. Шкулта пĕр-пĕрне кÿрентерме пултараҫҫӗ, туссем сутаҫҫӗ, пӗрремӗш юрату чӗрене ыраттарать, килте ӳпкелени, ӑнланманлăх кӗтет пулсан, ҫын пӗр-пӗччен тӑрса юлать. Кил саншăн крепость пулнине пӗлсен вара кирек мӗнле тӑвӑла та ҫӑмӑлрах тӳссе ирттерме пулать.
Хӑҫан та пулин эпӗ те хам çемье çавăрăп. Унта эпӗ чи малтан шӑпах ҫакӑн пек шанăç уçлăхĕ йĕркелеме тăрăшăп. Пирӗн ҫемьере ҫакӑн пек уҫлӑх пурри – ӑнсӑртлӑх мар, кулленхи лару-тăру. Акă, атте ĕçрен таврăнать те: «Ачасем, паян эпӗ пачах халран кайрăм», – тет. Эпир ӑнланатпӑр – унăн канмалла. Е тата эпĕ «ҫитӗнсе ҫитнипе» мухтанас вырӑнне анне патне пырса, виҫӗ уйӑх хушши карапӑн ăнсăртран çĕмĕрĕлнĕ моделĕшĕн макӑратӑп. Çемьере шанӑҫ пур чухне маскӑсем кирлӗ мар.
Эпӗ хамӑн атте-анне ҫине пӑхатӑп та ҫак утрав хӑйсене вӑй панине куратӑп. Анне пӗррехинче ҫапла каларĕ: «Пӗлетӗн-и, тепӗр чухне эпĕ хама япăх анне пек туятăп. Анчах сирӗнпе пурин ҫинчен те калаҫма пултарни мана лайӑхланма пулӑшать». Ҫак шухăш мана нумая вӗрентрӗ. Шанӑҫ лаптӑкӗ ачасене кӑна мар, аслисене те кирлӗ иккен. Вӑл вӗсене чӗрӗ ҫынсем пулма май парать .
Эпир пӗрле тунӑ курӑнман уҫлӑх яланлӑхах ман асра юлӗ, ҫитӗннӗ пурнӑҫра компас вырăнне пулӗ. Йывӑр самантра эпӗ ӑс панӑ сӑмахсене мар, математика задачи пирки макӑрнӑ чухнехи аннен алли ӑшшине аса илӗп. Тĕрлĕ самантсенче аттен лӑпкӑ сасси яланах пуçра пулĕ: «Атя пӗрле шухӑшласа пӑхар».
Хамӑн ачасем çуралсан эпӗ вӗсене те тӗп пӗлӗве пама тӑрӑшӑп: ҫурт вӑл – идеаллӑ йӗрке тата йӑлтӑркка паркетлă вырӑн мар. Ҫурт вӑл – сана кӗтнӗ вырăн. Унта сана ҫитӗнӳсемшӗн мар, эсӗ пурришӗн ҫеҫ юратаҫҫӗ.
Çакăн пек лару-тăрура ÿснĕ çын юлташӗсемпе, ӗҫтешӗсемпе, таврари тӗнчепе те ҫавӑн пек хутшӑнусем йĕркет. Тен, тӗп вӑрттӑнлӑх ҫакӑ: шанӑҫ утравӗ – тулашри тӗнчерен хӳтӗлекен стенасем мар, ытларах – ҫак тӗнчере хӑюллӑн пурӑнма май паракан шанчӑклӑ никӗс. Манӑн аттепе анне, хӑйсем сисмесӗрех, мана телейлӗ ачалӑх кӑна парнелемерӗҫ – вӗсем мана пурӑнма хӑрушӑ мар хатĕр пачӗҫ. Эпӗ вара мӗншӗн тӗнчере пӗр-пӗччен ҫынсем туллиех пулнине ӑнланма пуҫлатӑп: вĕсен манăнни пек хутлăх çук. Пирĕн çемье тĕслĕхлĕ мар. Эпир тавлашатпӑр, ывӑнатпӑр, пӗр-пӗрне ҫилленетпӗр. Анчах кунта та хӑйӗн асамлӑхӗ пур – харкашнӑ хыҫҫӑн атте анне умне унӑн юратнӑ чейне лартать, вӑл ӑна пӗр сӑмах чӗнмесӗр аллинчен ачашлать. Тен, чылай ҫултан эпӗ хӑна пӳлӗмӗнче мӗнле обой пулнине е пирӗн машина мӗн тӗслӗ пулнине аса илеймӗп. Анчах хама кӗтнине эпӗ яланлӑхах асра тытӑп. Пурнăç ӑҫта илсе ҫитерсен те, мӗнле ҫул суйласан та ҫак крепость манпа пӗрле пулĕ.
Никита ИВАНОВ,
ĔНТУн Çтерлĕри филиалĕн
1 курс студенчĕ.