Пур хыпар та

Чăваш кăйкăрĕпе тĕл пулни

«Пурнăçра чи ыррине çеç сунса - А.Николаев. 10.06.1995 çул». Çакăн пек автограф хăварнăччĕ мана асăнмалăх СССРăн сумлă та хисеплĕ виççĕмĕш космонавчĕ.

Тĕлĕнмелле çын вăл пирĕн ентеш Василий Антонов (сăмах çыравçă пирки пымасть). Мускавра пурăннă май, хăйĕн юлташне, Андриян Николаев космонавта, темле майпа ÿкĕте кĕртсе пирĕн района илсе килме пултарчĕ. Тĕплĕнрех каласан, Андриян Григорьевич Пишпÿлек тăрăхне официаллă делегат пек мар, юлташĕ чĕннипе килсе çитнĕ.
Чи хаклă хăнана кăвак çутăллах кĕтме пуçларăмăр. Ир çинчен мунча хутса пултартăмăр, сĕтел авăнмалăх тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлерĕмĕр. Район пуçлăхĕ Иван Константинович Никитин паллă хăна килессине пĕлсе Çĕнĕ Михайловкăна пысăк йышпа çитрĕ, вырăнти ял Канаш администрацийĕн пуçлăхне Валентина Петровна Павлована летчик-космонавта ертсе çÿреме хушу пачĕ.
Ирхи ултă сехетре чечексемпе тата çăкăр-тăварпа Михайловка ялне кĕнĕ çĕре хăнана кĕтме тухрăмăр. Мунчара çăвăнса ирхи апат тунă тата кăшт каннă хыççăн Андриян Николаев пирĕн Хушăлка ялне те килсе çитрĕ. Константин Иванов тивлечĕпе çак яла тĕнчипех пĕлеççĕ: «Нарспи» поэмăн пĕр сыпăкĕ «Хушăлкара» ятлă. Çавăнпа та кашни чăвашах поэт сăнласа кăтартнă Тăхтаман ялĕнче пулса курма ĕмĕтленет. Тен, Андриян Григорьевич та Хушăлкана çитсе курас ĕмĕтпе пурăннă.
Çынсем пĕлтĕрÿ çакмасăрах космонавт килесси çинчен пĕлнĕ. Ăна кĕтме клуб умне ялĕпех тухрĕç. Пурте хаваслă, хумханаканни те пур. Çын нумай пулнăран хăна машини килсе чарăннине асăрхамасăрах тăрса юлтăм. Клуб енне пысăк йышпа делегаци утнине çеç куртăм. Шалти туйăм систерчĕ-ши? А.Николаева эпĕ тÿрех уйăрса илтĕм. Тĕнче уçлăхне çитсе килнĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ çирĕп хул-çурăмлă та вăтам пÿллĕ çын иккен. Çийĕнче - кофе тĕслĕ çутă костюм. Ăшă кулăллăскер такамăн кăмăлне те каймалла. 200 çын шăнăçмалăх клубра халăх лăк тулли. Кашниех космонавта лайăхрах курса сăнне вăрахчен ас туса юласшăн. Делегаци ертÿçи пуçтарăннисене А.Г. Николаевпа паллаштарчĕ. Андриян Григорьевич епле космонавт пулни, вĕçеве кампа хатĕрленни пирки каласа пачĕ, юлташĕсене питĕ хисеплени çинчен пĕлтерчĕ. Çакăн пек чаплă тĕлпулу йĕркеленĕшĕн тав турĕ.
Залра ларакансем ыйтусем пама пуçларĕç. Çын нумай пулин те шавласа ларакансем çук. Ӳсĕрекен те пулмарĕ. Пурте космонавтăн кăмăллă та лăпкă сассине илтесшĕн. Вăл микрофонсăрах калаçрĕ. Ыйтусем космонавтăн ачалăхĕ, тĕнче уçлăхĕнчи вĕçев çинчен пулчĕç. Никам та çынсене çак тĕлпулăва ятарласа хатĕрлемен, асăрхаттарусем паман. Ыйтусем хăйсем тĕллĕнех çуралчĕç. Халăх чăваш улăпне хисеплени тата юратни сисĕнчĕ. Андриян Григорьевич пур ыйту çине те тĕплĕн те туллин хуравларĕ. Эпĕ Валентина Терешковăпа мăшăрланни, пĕрле пурăнни çинчен те ыйтусем парĕç тесе хăранăччĕ. Тавах Турра, ун пек ыйтусем пулмарĕç. Хĕрĕ, вăл ăçта ĕçлени çинчен ыйтрĕç. Андриян Николаев Алена врач пулса тăрăшни, вăл çемье çавăрни, пĕр-пĕринпе хутшăнусем питĕ лайăх пулни çинчен пĕлтерчĕ.
Тĕлпулу хыççăн çынсем космонавтран автограф илесшĕн пулчĕç. Эпĕ клуб çумĕнчех пурăннăран киле чупса кайса хамăн юратнă «Нарспи» кĕнекене илсе килтĕм. «Пурнăçра чи ыррине çеç сунса» тесе çырса пачĕ вăл кĕнеке хуплашки çине. Çак асăнмалăх япалана эпĕ 1995 çулхи июнь уйăхĕнчен упратăп. Хамăр тăрăхри чи илемлĕ вырăнта, Сабантуй иртекен уçланкăра, хăна валли кăнтăрлахи апат хатĕрлерĕмĕр. Унта тем тĕрлĕ сăй та пурччĕ.
Космонавта Пишпÿлек тăрăхĕнчи ытти ялсенче пурăнакансем те курасшăн пулнăран Андриян пиччене Ярмулкки ялне çитертĕмĕр. Ял утарĕнче шашлык ăшаласа сăйларăмăр. Сĕтел çинче çав вăхăтра питĕ сахал пулакан çĕр çырли те пурччĕ. Унтах васкаса хатĕрленĕ концерт кăтартрăмăр. Халăх паттăр йăхташне тĕл пулнăран хытă савăннипе юрларĕ, ташларĕ. Космонавт «Ан авăн, шĕшкĕ, ан авăн» юрра юрласа пачĕ. Сасси çав тери хитре, уçă. Пăслăк ялĕнче пурăнакансем те чăваш кăйкăрне чаплă лару-тăрура, çав тери тарават кĕтсе илчĕç.
Района виççĕмĕш космонавт килни пирки фильм та ÿкерчĕç. Вăл халĕ Пишпÿлекри музейра упранать. Сăн ÿкерчĕк те питĕ нумай турĕç, Андриян Григорьевич хаваспах халăхпа пĕрле асăнмалăх сăн ÿкрĕ. Вĕсем халĕ те чылай çемьесенче чи хаклă япала пек типтерлĕ упранаççĕ.
Пирĕн районпа паллашнă хыççăн космонавт чăваш поэзийĕн классикĕсем çуралнă Слакпуç ялне çитсе Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕн вил тăприйĕсем умĕнче пуç тайма, вĕсен музейĕсенче пулса курма кăмăл турĕ.
Пушкăртстанра чăвашсем Пишпÿлекпе Пелепей тăрăхĕнче çеç мар, ытти районсенче те пурăнаççĕ. Анчах кĕске вăхăт хушшинче пур çĕре те ĕлкĕрме май çук (1998 çулта А.Г.Николаев Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисене, Авăркас районне çитсе курчĕ - ред.).
Чăваш кăйкăрĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайни пуриншĕн те питĕ пысăк çухату пулчĕ. Вăл пирĕн авалхи чăваш халăхĕн чи пултаруллă ывăлĕсенчен пĕриччĕ. Андриян Григорьевич чăваш халăхĕн ятне тĕнче уçлăхне çити çĕклерĕ. Вăл ĕмĕр-ĕмĕрех пирĕн асра пулĕ.
Ирина ДАНИЛОВА.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.