Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну каçĕ
5 Нарӑсӑн 2020, 13:09

Тимофеевна пирĕн асра ĕмĕрлĕхех юлĕ

2019 çулхи декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче эпир çав тери пысăк çухату тÿссе ирттертĕмĕр. Çак кун йывăр чире пула пирĕн хисеплĕ те юратнă çыннăмăр‚ Раиса Тимофеевна Васильева‚ ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ. Ăна пурте‚ ватти-вĕтти те, лайăх пĕлетчĕç. Вăл хăйĕн пурнăçне тăван шкулпа яла‚ пĕр ял çыннисене халалланă. Канăçсăр чĕреллĕ çыннăмăр пуриншĕн те çывăх юлташ‚ канашлуçă пулма тăрăшатчĕ. Çынсене ĕçпе те‚ ырă канашсемпе те пулăшатчĕ. Унсăр пуçне вăл общество ĕçĕсене те йĕркелекеннисенчен пĕри шутланатчĕ.

Январь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Еспуç ялĕнчи культура çуртĕнче шкул ĕçченĕсемпе «Еспуç çăлкуçĕсем» фольклор ушкăнĕн пайташĕсем Раиса Тимофеевнана халалласа «Вăл пирĕн асра ĕмĕрлĕхех юлĕ» асăну каçĕ ирттерчĕç. Ял малашлăхĕшĕн чун-чĕререн тăрăшнă çынна ырă сăмахсемпе асăнма ĕçтешĕсемпе юлташĕсем‚ пĕр ял çыннисем килсе çитрĕç.
Асăну каçне Раиса Тимофеевнан тăван шăллĕпе йăмăкĕ тата çывăх çыннисем те хутшăнчĕç. Çак каç вĕсене уйрăмах йывăр пулчĕ, мĕншĕн тесен çухату хыççăнхи суран ыратăвĕ кĕске вăхăт хушшинче сипленмен-çке. Вăл кашни кун аса илтерет. Илья Тимофеевич Егоров куççуль витĕр юратнă аппăшĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл вĕсемшĕн ашшĕ-амăш вырăнĕнче‚ çемьере мĕнле аппа тата хĕр пулнине палăртса‚ ачалăхĕ епле иртнине те асăнса хăварчĕ. Пуриншĕн те çак çухату ĕмĕр сипленми суран пулса тăнине асăрхаттарчĕ.
Пĕр класра вĕреннĕ Андрей Яковлевич Макаров‚ Зоя Петровна тата Владимир Александрович Степановсем хăйсен асăну сăмахĕсенче шкул пурнăçне аса илчĕç. Пĕрле вĕреннĕ Раиса Васильева çинчен ăшă сăмахсем калама мехел çитерчĕç.
- Раиса ачаранах‚ шкулта вĕреннĕ чухнех‚ хăйне евĕрлĕччĕ. Ун çумĕнче шавлама‚ иртĕхме пире намăс пулнă. Вăл пуриншĕн те ыркăмăллăхпа сăпайлăх тĕслĕхĕччĕ. Унăн тĕслĕхне курса эпир те ун пек пулма тăрăшаттăмăр, - терĕç пĕрле вĕреннисем.
Зоя Петровна вара чи çывăх хĕр юлташĕ çут тĕнчерен уйрăлни‚ хăйĕн пурнăçĕн çуррине çухатнă пекех тесе пĕлтерчĕ: «Эпир кирек ăçта çитсен те пĕр-пĕрне туяттăмăрччĕ. Унăн чĕри тапма чарăнни – маншăн питĕ пысăк çухату». Çавăн пекех вăл Раиса Тимофеевна сывă чухне панă сăмахне пурнăçа кĕртсе шкул музейне чăваш‚ пушкăрт тата вырăс эрешĕсемпе тĕрленĕ ал шăллисем парнелерĕ.
Залра ăшă кăмăллă‚ ырă та лăпкă лару-тăру хуçаланчĕ. Пĕрре пăхсан‚ çынсем çуралнă куна уявлама пухăннă текен шухăшсем çуралчĕç. Мероприяти вăхăтĕнче куçа курăнман Раиса Тимофеевна та курăннăн туйăнчĕ. Асăну каçĕнче ĕçтеш-юлташсен калаçмалли, аса илмелли чылай пулчĕ. Пухăннисем ун çинчен тата ун ячĕпе ăшă сăмахсем чылай каларĕç‚ çывăх та хаклă çыннăн пурнăçĕнчи самантсене аса илчĕç. Вĕсен сăмахĕсене итленĕ май пĕтĕм пурнăçне, ĕç-хĕлне ял пурнăçĕпе тата пĕр ял çыннисемпе çыхăнтарнă Раиса Тимофеевна Васильеван ырă ячĕ ĕмĕрех халăхра упранасси палăрчĕ. Залри çынсем çывăх та юратнă çыннине чун-чĕререн тухакан сăмахсене халалларĕç. Кашнинех вăл пирĕн хушăра пулнине шанас килчĕ.
Раиса Тимофеевна - Турă панă педагог. Вăл яланах хăйне ырăпа усал хушшинче пынă кĕрешÿре курнă‚ хăйĕн шухăшне хÿтĕленĕ вăхăтра çĕнтерме тăрăшатчĕ. Çывăх çыннăмăр хăйне çынсемшĕн кирлĕ те усăллă пулнине туятчĕ. Тен‚ çавăнпа тивĕçлĕ канура та ял Канашĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи пулса ĕçлерĕ. Çав ĕçе вăл мĕн куçне хупиччен тивĕçлĕ пурнăçласа пычĕ. Ĕçе чунтан парăннăскер‚ ыттисем пек канма та пĕлмерĕ.
Раиса Тимофеевнан Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнакан хĕрĕ асăну каçне йĕркелесе ирттерекенсене Тав çырăвĕ парса тав турĕ. Çак çырури сăмахсене вуласан‚ Р.Т.Васильеван хĕрĕ тимлĕ те сăпайлă пулнине пĕлме пулать. Паллах, çакăн пек анне çумĕнче вăл урăх çын пулма та пултарайман.
Паянхи кун Раиса Тимофеевна мĕн тери çитмест пире. Вăл пирĕншĕн ăслă та ырă‚ тĕрлĕ ыйтусене татса пама пултаракан‚ хăватлă шухăшсемпе пуян та пултаруллă пурăнма юратакан çын пек асра юлĕ.
Людмила МАКАРОВА,
вулавăш ĕçченĕ.
Мияки районĕ, Еспуç ялĕ.
Читайте нас: