Николай Леонтьев 1939 çулхи январĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Енри Канаш районĕнчи Пратьякас-Енĕш ялĕнче çуралнă. 1958-1961 çулсенче çар хĕсметĕнче пулнă. Унтан таврăнсан ĕçлекен çамрăксен шкулĕнче вĕреннĕ, Хусанти В.И. Ленин ячĕллĕ патшалăх университетĕнче журналист дипломне илнĕ. 1962 çултанпа Пушкăртстанра пурăннă. Çтерлĕ район хаçатĕнче литература ĕçтешĕ, пай заведующийĕ, яваплă секретарь, тĕп редактор çумĕ пулса вăй хунă, сăвă-калав çырнă, пушкăрт, вырăс, тутар çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарнă. ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята, Фатых Карим премине тивĕçнĕ.
Николай Леонтьев – 1988 çулта Пушкăртстанри чăваш çыравçисен «Шуратăл» литпĕрлешĕвне йĕркелесе яракансенчен пĕри, унăн яваплă секретарĕ пулнă. Вăл – РФ тата ПР Журналистсен союзĕн членĕ, Раççейпе Чăваш Енри Писательсен союзĕн членĕ.
2002 çулхи июль уйăхĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă.
Николай Леонтьевич пирĕншĕн, Пушкăртстанри чăвашсемшĕн чăннипе те аслă вĕрентекен, чăваш чĕлхине аталантаракан çын пек асра юлчĕ. Вăл тăрăшнипе пирĕн хулара тăван чĕлхепе аслă пĕлÿ илсе пулать, республикăра чăвашла хаçат тухса тăрать, «Шуратăл» чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ тухăçлă ĕçлет.
Январь уйăхĕн 31-мĕшĕнче, сумлă сăвăçăмăра, чăваш халăхĕн ĕçчен те сăпайлă ывăлне халалласа ППУн 5-мĕш курсĕнче куçăн мар мелпе вĕренекен студентсем Елена Алексеева, Ольга Гаврилова, Ирина Сидорова, Светлана Швецова ертсе пынипе литературăпа музыка каçне ирттертĕмĕр.
Асăну каçĕ Çтерлĕ хулинчи 6№ вулавăшра (ертÿçи - В.Ю. Зорина) иртрĕ. Ырă çын çинчен нумай ăшă та кăмăллă сăмахсем илтме пулчĕ. Пурне те пуçтарчĕ Николай Леонтьевич – Галина Александровна мăшăрĕпе Наталия Ивановна кинне, мăнукне, студентсемпе вĕрентекенсене, Пушкăртстанри чăвашсен пĕрлешĕвĕн, вырăнти чăваш наципе культура автономийĕн, «Шуратăл» литпĕрлешĕвĕн пайташĕсене. Мероприяти вăхăтĕнче пултаруллă авторăн сăввисем янăрарĕç. Вĕсене студентсем, Геннадий Челпир çыравçă вуларĕç. Сăмах калакансем - хулари чăваш наципе культура автономи ертÿçи Оксана Федорова, «Тавах» халăх ансамблĕн ертÿçи Ольга Иванова, Геннадий Челпир пулчĕç. Геннадий Васильевич «Шуратăл» литпĕрлешÿ пайташĕ Василий Антонов çыравçă ярса панă кĕнекесене Галина Александровнана, Валентина Юрьевнана, Лариса Валерьевнана парнелерĕ. Çавăн пекех çак йĕркесен авторĕ, Лариса Коротаева филологи наукисен кандидачĕ, Валентина Зорина вулавăш хуçи хăйсен асаилĕвĕсенче Николай Леонтьевичпа ĕçлеме тÿр килни, вăл яланах çынсене пулăшма хатĕр пулни çинчен каласа пачĕç. Çыравçăн мăшăрĕпе кинĕ тав сăмахĕсем каларĕç, çывăх çыннине асра тытнишĕн хĕпĕртерĕç.
Асăну каçĕнче Николай Леонтьев сăввипе Ирина Саригель кĕвĕленĕ «Çăлтăр тăкăнать» юрра «Сарпи» ансамблĕн юрăçи Татьяна Чехмаева юрларĕ. Унти йĕркесем чуна пырса тивеççĕ, куççуль кăлараççĕ. «Тавах» халăх ансамблĕ те пухăннă халăха юрăсем парнелерĕ.
Ырă кăмăллă, çирĕп ыйтакан, ăслă вĕрентекен пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа кăçал 20 çул пулать, анчах унăн çутă сăнарĕ, пуçласа хăварнă ĕçĕсем манăçа тухман, малалла аталансах пыраççĕ.
Хӑй ҫырнӑ «Ҫӑлтӑр тӑкӑнать» сӑвӑри пекех ҫутӑ ҫӑлтӑр ҫӗр ҫинче сӳнсен те пирӗн чӗресенче хӑйӗн ырӑ ячӗпе, ӗҫӗсемпе Николай Леонтьевич Леонтьевӑн ҫутӑ сӑнарӗ яланах упранӗ.
Асăну каçĕ «Ан ÿпкеле тек çулсене…» ятпа иртрĕ. Ăна мероприятие йĕркелекенсем Н.Леонтьев сăввинчи йĕркесенчен илнĕ. Аяларах вулакансене унпа паллашма сĕнетпĕр.
Çул юппине утса тухсассăн,
Тӳпе пек тарăн куçусем
Ман еннелле тинкерчĕç. Ассăн
Сывларăн: «Сывă пул», – тесен.
Çулсем чупаççĕ, илĕртеççĕ
Малтан мала чĕнсе пире.
Мана Пушкăртстанра кĕтеççĕ,
Сан çитмелле, ав, Çĕпĕре.
Эс курăнми те пултăн акă...
Халь эс манран инçе-инçе
Çулсем, мĕскершĕн уйăратăр
Çамрăксене пĕр-пĕринчен?
Савниçĕм, ан сывла тек ассăн,
Ан ӳпкеле тек çулсене.
Пĕрне-пĕри чунтан савсассăн
Кĕтсех тăр тĕлпулусене!
Людмила МАРКИНА, Пушкăртстанри чăвашсен пĕрлешĕвĕн пресс-службин ертÿçи.
Ҫтерлĕ хули.