Ачасем художник пурнăçĕнчи интереслĕ фактсем çинчен пĕлчĕç, çапла майпа унпа çывăхрах паллашрĕç. Хăйĕн аса илĕвĕсене Петр Архиповичăн хĕрĕ, ют чĕлхе вĕрентекенĕ пулса ĕçлекен Лариса Петровна Андреева, каласа пачĕ. Çавăн пекех «Сăрă ăстин вĕренекенĕсен ĕçĕсем» куравпа та паллашрăмăр. Ку ахальтен мар, Петр Архиповичăн ĕçне унăн вĕренекенĕсем, ачисемпе мăнукĕсем малалла тăсаççĕ. Хăшĕсем сăрă ăстисем, теприсем хăйсен пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçпе çыхăнтарнă. Çакна та палăртса хăварма кăмăллă – вĕсенче кашнинче Петр Архиповичăн çутă та пултаруллă чунĕ сăнланнă.
Петр Архипович – педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ ĕçĕн отличникĕ, хăй ĕçĕн ăсти. Вăл пурнăçне ачасене пĕлÿ парас ĕçе халалланă, хăй пултарулăхĕ урлă çитĕнекен ăрăва Тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕ, яла илемлĕрех тăвас тесе тăрăшнă. Пултаруллă та ывăнма пĕлмен художник нихăçан та ÿкерме чарăнман. Пурнăçĕн юлашки кунĕччен картинăсем çырнă, хăйĕн мастерскойĕнче вĕсем валли рамăсене ăсталанă. Унăн ÿкерчĕкĕсем халĕ те ялти нумай кил-çуртра çакăнса тăраççĕ. Вĕрентекенсен коллективĕпе тăванĕсем тăрăшнипе Усăллă шкулĕнче (пĕлÿ çурчĕ ĕçленĕ чухне) П.А. Емельяновăн пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă кĕтес те йĕркеленĕ пулнă. Халĕ музей Усăллă ял библиотекинче ĕçлет. Вăл ытларах ял историне çутатса парать, çамрăк ăрушăн иртнине куç умне кăларса тăратма пулăшакан кĕтес шутланать.
Ольга ПАТРАЕВА,
вулавăш ĕçченĕ.
Çтерлĕ районĕ,
Усăллă ялĕ.