Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну каçĕ
16 Сентябрӗн 2022, 10:35

Чĕмпĕрте Олег Мустаевăн Асăну каçĕ иртнĕ

Чĕмпĕр (Ульяновск) хулинчи "Современник" Культура керменӗнче чӑвашлӑх юхӑмӗн патриотне Олег Мустаева халалланӑ асӑну каҫӗ иртнӗ.Унта Чăваш Енри Елчĕк районĕнчи Патреккел халӑх хорӗ,Тӳскелти "Шуҫӑм" тата "Тускил" ансамбльсем, Елчӗкри ачасен искусство шкулӗн "Мерчен" ушкӑнӗ хутшӑннӑ, йышлӑ куракана чӑваш юрри-кӗввипе савӑнтарнӑ. Асăну каçне хулари тӗрлӗ халӑх представителӗ хутшӑннӑ, Олег Николаевич туса хӑварнӑ ӗҫсене пысӑк хак панӑ. Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый Олег Мустаева чӑваш Улӑпӗпе танлаштарнӑ.

Чĕмпĕрте Олег Мустаевăн Асăну каçĕ иртнĕ
Чĕмпĕрте Олег Мустаевăн Асăну каçĕ иртнĕ

 Мероприятие Ульяновск облаҫӗн губернаторĕн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Коробка, облаçри искусствӑпа культура политикин министрӗ Евгения Сидорова, РФ Патшалӑх Думин Сергей Морозовӑн пулӑшаканӗ Константин Булгаков, губернаторăн наци политикин канашлуҫи Ислам Гусейнов, шалти ӗҫсен политикин департаменчӗн пуҫлӑхӗ Сергей Паховский, Обществăлла халăх фрончĕн (ОНФ) председателĕн çумĕ Алексей Ситников, облаҫри тӗрлӗ халӑхсен наципе культура автономийӗсен председателӗсем, Ульяновск хулин мэрийӗн ӗҫченӗсем, Чӑваш Енри "Тав" агрогрупп генеральнӑй директорӗ Александр Капитонов тата ыттисем хутшӑнса сцена ҫинчен Олег Мустаева аса илсе унӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ырӑ сӑмахсем каланă.

Алексей Русских губернатор ятӗнчен Александр Коробка чӑваш халӑхӗн ҫӗнӗ историри мӑнаҫлӑ лидерне халалласа ҫакӑн пек Асӑну каҫне йӗркелекенсене пысӑк тав тунă. Ҫак мероприятие йӑлана кӗртсе кашни ҫул ирттерме сӗннĕ. Хӑй Мускавра пулсан та Сергей Морозов телефон урлӑ сассине хытӑ ярса залра пухӑннисене ырӑ суннă. Вӑл Олег Мустаев облаҫра туса ирттернӗ ӗҫсене каланӑ май, ҫак ҫын уншӑн яланах чӑн-чӑн юлташ пулнине, халӗ Мустаев унӑн пурнӑҫӗнче ҫав тери ҫитменнине, вӑл ӑна куллен аса илнине пытарман. Олег Мустаев ятне ӗмӗрлӗх асра хӑварас тесе тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттерме сӗннĕ. Чи малти планра - Ульяновскра унӑн палӑкне лартасси терӗ. Ҫак сӑмахсене залра ларакан 500 ытла ҫын тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннă.

Шупашкартан килсе ҫитнӗ делегаци те ҫак сӗнӗве ырланă. Ытти тухса калаҫакансем мухтавлӑ та паттӑр чăваш хастарне, мӗнпур пурнӑҫне чӑваш халӑхӗшӗн панӑ ҫыннӑмӑра тивӗҫлипе хак пама пӗлмелле тенĕ.

Асӑну каҫӗнче куракансен куҫӗнчен куҫҫуль юхса сцена ҫинчен ӳкекен ҫутӑпа йӑлтӑртатнă. Хирӗҫ кашнине куҫран кӑштах куларах пӑхакан Олег Мустаев портречӗ ҫав вӑхӑтра чӗрӗлнӗ пекех туйӑннă. Вӑл аса илӳсемпе яланах пӗрле, çавӑнпа та вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайни, текех ҫак сцена ҫине тухса ентешемӗрсене ырӑ та хавхалантаракан сӑмахсем калайманнине никамӑн та ӗненес килмен.

Асӑну каҫне пурте пӗрле Олег Мустаевӑн "Яльчики" юррине шӑрантарнипе вӗҫленӗ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: