Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну каçĕ
27 Сентябрӗн 2022, 11:49

«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»

Çак йĕркесен авторĕ пурăннă пулсан сентябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче 90 çул тултарнă пулĕччĕ, анчах та иртнĕ çул вăл июнь уйăхĕнче пиртен уйрăлса кайрĕ. Сăмах Александр Савельев-САС паллă çыравçă пирки пырать.

«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»
«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»

Вăл пирĕнпе юнашар çук пулсан та иртнĕ эрнере поэтăн тăван районĕнче, Толбазăри районти культура çуртĕнче, ăна асра тытса юбилей каçĕ иртрĕ. Александр Сергеевича сума сăвакансем, унăн ĕçĕсене пысăка хурса хаклакансем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăнчĕç, пысăк залри халăх умĕнче ăшă та ырă сăмахсем каларĕç. Унтан маларах вара Юламан ялĕн масарĕ çине çитсе сăмах ăстин вил тăпри çине (шăпах çакăнта ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă) чечексем хучĕç, пуç тайрĕç.
Асăну каçĕ культура керменĕнче А.С. Савельев-САСăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатса паракан «Эпĕ – Пушкăртстан çĕрĕн чăвашĕ» видеосюжета пăхнинчен пуçланчĕ. Ун хыççăн Авăркас район администрацин пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов сăмах илчĕ. Вăл асăну каçне хутшăнакансене мероприятие пысăк йышпа хутшăннăшăн тав турĕ, çыравçăн эткерне паянхи ăру малалла тăсассине тата районта пурăнакансем Александр Сергеевич пек çынсене манмассине пĕлтерчĕ.
А.С. Савельев Пушкăртстанри чăваш çыравçисен «Шуратăл» литература пĕрлешĕвне 20 çул ытла ертсе пынă. Паянхи кун унăн лавне Микул Ишимбай туртать. Çавăнпа та Николай Демьяновичăн хăйĕн умĕнхи ертÿçĕ пирки каламалли чылай пулчĕ. Вăл çыравçăпа çыравçă хушшинчи хутшăнусем çинче чарăнса тăчĕ, Александр Сергеевич çамрăк калем ăстисене çыру ĕçĕнче мĕнлерех хавхалантарнине аса илчĕ, пуриншĕн те вĕрентекен пулнине палăртрĕ. Сăмах май, асăну каçĕнче Юламан çыравçи чылайăшне сăвă-калав çырас чирпе чирлетни тата вĕрентни çинчен каларĕç.
Тухса калаçакансен шутĕнче ПР чăваш культурăпа наци автономи ертÿçи Виталий Викторов, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, ППУн Çтерлĕри филиалĕн тутар тата чăваш филологин доценчĕсем Илсур Мансуров, Лариса Коротаева, Лира Афанасьева, ПР тава тивĕçлĕ артистки Елена Федорова, Чăваш халăх академикĕ Николай Васильев, Авăркас районĕнчи Таврапĕлÿçĕсен обществин председателĕ Юрий Леонтьев пулчĕç.
– Паянхи асăну каçне эпир паллă ентешĕмере чыслама пуçтарăнтăмăр. Вăл çакна чăннипех те тивĕçлĕ. Унăн пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тăван хăлăха, чĕлхене мĕнле чун-чĕререн юратмаллине кăтартса парать. Вăл пирĕншĕн пысăк тĕслĕх, – терĕ Юрий Харитонович çыравçăн Хусантан килсе çитнĕ Елена хĕрне сцена çине тухма ыйтнă май. Ăна вăл Василий Николаев академикăн «Чăваш тумĕ аваллăхран паянччен» кĕнекине тата ун çинчен çырнă альбом-кĕнекине, çавăн пекех Чăваш Хурамалĕнчи Ирина Филиппова тĕрĕ ăсти хатĕрленĕ парнене парнелерĕ.
Александр Сергеевич хăйĕн мăшăрĕпе, Федосия Федоровнăпа, виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсем пурте сывă, кашниех çемйисемпе пурăнаççĕ, çыравçа асатте-кукаçи тунă. Мероприятие ертсе пыракансем ачисен ятĕнчен сăмах калама Елена Александровнăна ыйтрĕç.
– Калас сăмаха ытлашши тăсса ярас килмест манăн. Аттене сума сунăшăн сире пурсăра та тав тăватăп. Уйрăмах çак тĕлпулăва йĕркелекенсене. Енчен те вăл пире, ачисене, ырра вĕрентнĕ пулсан, сире те çавнах суннă пулĕ тетĕп. Апла пулсан аслă çын вĕрентĕвне асра тытса, хавхаланса малалла та çаплах туслă, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнмалла пултăр, – хумханупа тулнă туйăмĕсене уçса пама тăрăшрĕ çыравçăн хĕрĕ.
Асăну каçĕн программине Пушкăртстанри «Сарпике» чăваш хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Людмила Бадретдиновапа Ĕпхÿри патшалăх нефть институчĕн профессорĕ Ирина Сухарева хутшăнни чылай пуянлатрĕ. Вĕсем пухăннă халăха кăмăллă аса илÿсемпе ăшă сăмахсем парнеленисĕр пуçне Ирина Витальевна А.С. Савельев-САС сăмахĕсемпе çырнă «Улăх тăрăх утрăм» тата «Асамат кĕперĕ» юрăсене шăрантарчĕ.
Александр Савельев-САСа вулакансем куçаруçă пек те пĕлеççĕ. Вăл пурнăçра çеç мар, литература анинче те интернационалист пулнă. Куçаруçă ăсти чылай пушкăрт, тутар çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Çавăнпа та ăна кÿршĕллĕ халăхсем те манмаççĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче районти «Сенкер çăлкуç» литература пĕрлешĕвĕн ертÿçи Варис Акбашев, Авăркас тăрăхĕнчи тутарсен наципе культура автономин председателĕ Риф Валеев сăмах илчĕç. Вĕсем те хăйсен аслă тусне хисеплесе сума сунине, сывă чухне унпа яланах пĕр чĕлхе тупма çăмăл пулнине палăртрĕç.
Шуратăлçăсен ятĕнчен сăмах калама сцена çине Геннадий Челпир, Нина Федорова тухрĕç. Геннадий Васильевич залра ларакансене юрă-кĕвепе тыткăнларĕ пулсан, Нина Алексеевна, хăй те Юламан хĕрĕ пулнă май, Александр Сергеевича халалланă сăвă йĕркисене вуларĕ.
Асăну каçĕн тепĕр самантне те палăртса хăвармалла. Юбилейлă мероприяти умĕн районта Александр Савельев-САСăн сăввисене вулассипе конкурс иртнĕ. Толбазăри лицей филиалĕн – Юламанти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн вĕренекенĕ Анастасия Никитина унăн çĕнтерÿçи пулса тăнă, ыттисем парнеллĕ вырăнсене тивĕçнĕ. Вĕсене районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçи Рустам Гилязетдинов саламларĕ, дипломсем парса чысларĕ.
Икĕ сехет çурă тăсăлнă тĕлпулу вĕçленес умĕн сцена çине районти чăвашсен наципе культура автономин председателĕ Валентина Никитина тухрĕ. Вăл та Юламан хĕрĕ. Унăн та пурнăçра çыравçăпа пулса иртнĕ кăсăк самантсем çинчен каласа памалли чылай пулчĕ.
Мероприятие Çтерлĕри «Тавах» халăх ансамблĕ, Меселпуçĕпе Юламанти фольклор ушкăнĕсем, Валентин Николаевпа Константин Петров уйрăм юрăçсем илем кÿчĕç. Асăну каçĕ вара «Юрла, юрла Юламан» юрăпа вĕçленчĕ. Вăл пирĕн сумлă та хаклă çыравçăн тăван ялĕн гимнĕ пулса тăрать, сăмахĕсене Александр Савельев-САС çырнă, кĕвве ял халăхĕ хывнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Авăркас районĕ.

Редакцирен. Асăну каçĕнче культура керменĕн фойинче районти тĕп вулавăш ĕçченĕсем çыравçăн кĕнекисен куравне йĕркеленĕччĕ, «Авăркас хыпарçи» район хаçатра ятарлă страница кун çути курнă. Çакă та авăркассем хăйсен ентешне мĕнле хакланине, хисеп тунине çирĕплетекен пулăм. Çавăнпа та вĕсене те, культура ĕçченĕсемпе пĕрле, тав сăмахĕ калас килет.

«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»
«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»
«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»
«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»
«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»
«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»
«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»
«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»
«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»
«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»
«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»
«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»
«Каçарсам мана, юлташ, Тек çырмасть ман кăранташ»
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: