Уява Пĕтĕм тĕнчери писательсен союзĕсен пĕрлешĕвĕн тата Чăваш Республикинчи Писательсен союзĕн членĕ Рудольф Павлов-Илькелри çыравçă, ЧР Писательсен союзĕн членĕ, Пушкăртстан Республикинчи «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ Лидия Мавлютова (Шурçăл), Пелепей хулинчи гуманитарипе техника колледжĕн (маларах педагогика училищи теттĕмĕрччĕ, – авт.) преподавателĕ Роза Николаева, Пишпÿлекри Тĕп библиотекăн республикăри чăваш халăхĕпе ĕçлекен сектор ертÿçи Наталья Тарасова, Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи, пултаруллă чăваш хастарĕ Сергей Михайлов, Михайловка ял Канашĕн пуçлăхĕ пулнă, тымарĕсем çак ялтан тухнă Валентина Павлова, Хушăлка ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Эдуард Иванов, çыравçăн «Телей шыракансем» повеçне вырăслана, «Кăвак хуппи» романне вырăс тата пушкăрт чĕлхисене куçарнă Лилия Архипова вĕрентекен, Ăхпуç ял библиотекин ертÿçи Лия Кирилловапа вулавăш çумĕнче йĕркеленнĕ пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсем, Филипп Николаевичăн çывăх тăванĕ Тамара Никифорова, çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей районĕнчи Максим Горький ялĕнче пурăнакан Елена Гаврилова (Дина Гаврилова çыравçăн амăшĕ), ял çыннисем хутшăнчĕç. Çавăн пекех чĕннĕ хăнасен шутĕнче Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан Александр Ильин хăй тĕллĕн вĕреннĕ скульптор та пулчĕ. Вăл ахальтен килмен. Александр Михайлович пысăк та яваплă ĕç пурнăçлама, Филипп Николаевичăн бюстне ăсталама, хатĕрленет. Çулла хатĕр бюста музей картишĕнчи асăну палăкĕ çине вырнаçтарĕç.
Мероприяти Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ обществăлла музейри экскурсинчен пуçланчĕ. Ăна музей председателĕ Марина Николаева ирттерчĕ. Ф.Н. Вуколовăн 110 çулхи юбилейĕнче пулнисем 10 çул хушшинче музей сăн-пичĕ чылай улшăннине, тĕрлĕ экспонатсемпе, историлле документсемпе, сăнÿкерчĕксемпе, стендсемпе пуянланнине асăрхарĕç. Марина Алексеевнăна ял, район, çĕршыв историне упранăшăн, Мелеспуç сумне çĕкленĕшĕн чунтан тав турĕç. Кашниех хăй ирĕкĕпе кун пек пысăк та яваплă ĕçе пурнăçлама вăй-хăват çитерес çуккине палăртрĕç. Марина Николаева нумай ĕçе ПР чăвашĕсен Канашĕ (маларах ертÿçи Людмила Мурманская пулнă) пулăшнипе пурнăçа кĕртнине пĕлтерчĕ. Вĕсен тивлечĕпе коридор тăррине витнĕ, çĕнĕ алăк лартнă, асăну хăмине çĕнетнĕ.
Литература каçĕн иккĕмĕш пайĕ вырăнти культура çуртĕнче иртрĕ. Хăнасене Мелеспуç ялĕнчи «Чашлама» ансамбль (ертÿçи – Алена Еремеева) хастарĕсем авалхи йăлапа юрă-ташăпа, çăкăр-тăварпа та кăпăклă чăваш сăрипе кĕтсе илчĕç. Кунта та мероприятие Марина Николаева ертсе пычĕ. Уяв каçне уçма Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕн председательне Сергей Михайлова сăмах пачĕç. Сергей Квинтильянович пуçтарăннисене ырă сунса музей уçнăранпа нумай ĕç туса ирттернине, Марина Алексеевна питĕ пуçаруллă пулнине палăртрĕ.
– Малалла та çапла халăхпа, пирĕнпе пĕрле ĕçлемелле пултăр, пулăшмалла пулсан чĕнĕр, – терĕ вăл музее Канаш ятĕнчен Тав çырăвĕпе чысласа.
Сумлă çыравçă çинчен каласа пама Р.М. Николаева сăмах илчĕ. Роза Михайловнан йăх-тымарĕсем Мелеспуç ялĕнчен пуçланнă. Вăл çак ялти Тăхтаман йăхĕнчен. Унăн аслашшĕ Исаак Максимов Мелеспуç ялĕнче пурăннă. Ашшĕ те кунтах çуралса ÿснĕ. Хушăлкара МТМ туса хунă хыççăн унта пурăнма куçнă.
– Ф.Н. Вуколов-Эрлик ман пурнăçпа та çыхăннă. Вăл Ĕпхÿри педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. 1930 çулта техникума Пелепей хулине куçараççĕ. Пелепейĕнче вĕренмен пулсан та эпир ăна хамăр выпускник тетпĕр. Вĕрентÿ программинче студентсене хамăр ентешĕн произведенийĕсемпе паллаштарма тăрăшатăп. Педагогика техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Филипп Николаевича тутар шкулне ĕçлеме янă, анчах ăна ытларах сцена, ташă-юрă, режиссура, драматурги илĕртнĕ пулмалла. Çавăнпа та шкула пăрахса Мускаври Луначарский ячĕллĕ институтăн искусствăпа театр факультетне вĕренме кĕнĕ. Факультета уйрăм институт туса хурсан вăл çавăнта куçать. Каярах консерваторине кĕрет. Унта пĕр çул вĕреннĕ хыççăн Ĕпхÿ хулине музыка училищине вĕрентме чĕнсе илеççĕ. Ăна вĕренсе пĕтерме памаççĕ. Революци хыççăн ялсенчи шкулсенче ĕçлеме учительсем, клуб ĕçченĕсем кирлĕ пулнă. Филипп Николаевич чăваш ачисене пĕр ушкăна пухса вĕсене вĕрентме пуçлать, анчах Финн вăрçи пуçлансан çак ачасене пурне те вăрçа илсе каяççĕ. Çапла Ф.Н. Вуколов Пишпÿлек ялне куçать. Унта ĕçленĕ çулсенче «Нарспи» драма, «Ăраскал çулĕ» поэма çырать. Пишпÿлекре ĕçленĕ вăхăтрах тĕрлĕ ялсенче «Нарспи» спектакль лартать. Унăн ĕçĕсем калама çук пысăк. Вăл хăйĕн «Телей шыракансем», «Кăвак хуппи» хайлавĕсене пурнăçран илсе çырнă, вĕсенче ял историйĕпе чăваш халăхĕн кун-çулĕ сăнланнă, – терĕ Роза Михайловна.
Марина Николаева пуçарăвĕпе юбилей умĕн Филипп Николаевичăн хăй сывă чухне пичете лекеймен «Кăвак хуппи» историлле романĕ кун çути курчĕ. 2011 çулта романăн ал çырăвĕн ксерокопине Шупашкар хулинчен ПР чăваш общество пĕрлĕхĕн ертÿçи Юрий Михайлов илсе килнĕччĕ. Кĕнекене кăларма Филипп Николаевичăн ывăлĕпе мăнукĕ укçа-тенкĕпе пулăшрĕç. Малалла сăмах ал çырăва пичете хатĕрленĕ Рудольф Павлов çыравçă тивĕçрĕ. Рудольф Матвеевич Ф.Н. Вуколов чăвашсен пурнăçне тĕплĕн сăнласа панине, Филипп Николаевичăн шăпи питĕ хурлăхлă пулнине палăртрĕ. Рудольф Матвеевич сăвă та çырса килнĕ, ăна пуçтарăннисене вуласа пачĕ.
Çывăх вăхăтра вулакансем патне Филипп Николаевич пухса хатĕрленĕ тепĕр пысăк ĕç, «Нарспи çĕршывĕн юррисем», çитмелле. Альбомри юрăсене компьютерпа хатĕрленĕ, калăпласа пичетлесе кăларасси çеç юлнă. Çак альбомпа пĕрлех Ф.Н. Вуколов-Эрликĕн тепĕр поэми те кун çути курĕ. Хальхи вăхăтра унпа Лидия Мавлютова çыравçă ĕçлет.
– Питĕ пăлханса тытрăм алла çак тетраде. Вăл сарăхнă. Кивелнĕ. Ăна эпĕ ним улăштармасăр, автор хăй мĕнле çырнă, çапла пичетлетĕп, – тет Лидия Александровна.
Лидия Александровна асăннă тетрадьрен Филипп Николаевич Мелеспуç ялĕ çинчен çырнă сăввине вуласа пачĕ. Сăвăра автор хăй тăван тăрăхне чунтан юратнине палăртнă. Ăна питĕ пуян чĕлхепе, чуна пырса тивмелле çырнă. Лидия Шурçăл Рудольф Матвеевич пекех пушă алăпа килмен. Вăл залра ларакансене мероприяти тĕлне ятарласа çырнă сăввипе «сăйларĕ».
Лилия Архипова «Кăвак хуппи» романа вырăс чĕлхине куçарнă май хăй пĕр интереслĕ пĕтĕмлетÿ патне килсе тухни çинче чарăнса тăчĕ.
– Чăвашла çырнă роман 300 страницăран тăрать пулсан, вырăслана куçарсан 100 страница çеç тăрса юлчĕ. Шутласа пăхăр-ха епле пуян пирĕн чĕлхе, – тет Лилия Альбертовна.
Наталья Тарасова кăçал районти пур библиотека та «Ф.Н. Вуколов çулталăкне» хутшăнса тĕрлĕ мероприятисем ирттернине пĕлтерчĕ пулсан, Валентина Павлова Ф.Н. Вуколов еткерне тĕпчес ĕçе Валентина Родионова библиотека ĕçченĕ тытăнни пирки палăртрĕ. Çавăн пекех калаçăва Лия Кириллова, Эдуард Иванов хутшăнчĕç. Эдуард Владимирович кун пек мероприятисене çамрăксене ытларах явăçтармалли çинчен каларĕ. Ăхпуç библиотекин ертÿçи Лия Кириллова мероприятие чĕннишĕн тав турĕ, вĕсем пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсемпе юрă юрласа пачĕç.
Пултарулăх каçĕнче музея аталантарас ĕçре тÿпе хывнă хастарсем музей председателĕн Марина Николаеван аллинчен Тав çырăвĕсем илнине те палăртма кăмăллă. Ун пек чыса Рудольф Павлов, Лидия Мавлютова, Елена Никифорова, Алексейпе Галина Родионовсем, Николайпа Галина Ивановсем, Натальăпа Алексей Лугинсем тата ыт те. тивĕçрĕç.
Уяв каçĕ вырăнти «Чашлама» ансамбль, Ăхпуçĕнчи пултарулăх ушкăнĕн концерчĕпе вĕçленчĕ. Мероприятие интереслĕ те хăйне евĕрлĕ йĕркеленĕ. Вăл Филипп Николаевич кăмăлĕ пекех кăмăллă лару-тăрура, чăн чăвашла калаçса иртрĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек районĕ,
Мелеспуç ялĕ.