Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну каçĕ
26 Декабрӗн 2023, 10:20

Георгий Шушпанова халалланă асăну каçĕ иртрĕ

Декабрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи Павел Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕнче паллă ăсчаха, таврапĕлÿçе, общество деятельне, ПР чăвашсен Канашĕн пĕрремĕш председательне халалланă асăну каçĕ (90 çул тултарнă тĕле) иртрĕ.

Георгий Шушпанова халалланă асăну каçĕ иртрĕ
Георгий Шушпанова халалланă асăну каçĕ иртрĕ

Мероприятие ПР чăвашсен Канашĕн, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн, П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн пуçарăвĕпе йĕркелесе ирттерчĕç. Шкул вĕренекенĕсемпе чĕннĕ хăнасемсĕр пуçне асăну каçне Г.П. Шушпановăн Анфея Сергеевна мăшăрĕпе Мария Алексеевна мăнукĕ (сăн ÿкерчĕкре) те килсе çитрĕç.
Чи малтан пуçтарăннисен умне чăваш вырсарни шкулĕн ачисем тухрĕç. Вĕсем чăваш чĕлхипе халăхĕ пирки çырнă сăвăсене илемлĕн вуларĕç. Унтан вĕренекенсем Г.П. Шушпановăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне сăнласа паракан видеопрезентаципе (авторĕ – Илья Никитин) паллаштарчĕç. «Нарспи» чăваш халăх фольклор ансамблĕн хастарĕсем (ертÿçи – Галина Кириллова) чуна пырса тивмелле юрăсемпе савăнтарчĕç.
Ун хыççăн хăнасемпе мероприятие хутшăнакансене сăмах пачĕç. И.Г. Петров, И.В. Сухарева, Л.И. Мурманская, В.М. Васильева, Б.Е. Гордеев, Л.Г. Наумов, С.С. Матвеева, Ю.Х. Леонтьев, В.Т. Никонорова Георгий Петровича ăшшăн аса илчĕç. Унăн ачалăхĕ, çамрăклăхĕ, Хусан хулинчи вĕренÿ çулĕсем, çемье пурнăçĕ çинчен мăшăрĕ, хăй пурнăçне медицинăна халалланă Анфея Сергеевна нумай интереслине каласа пачĕ.
Пуçтарăннисем юлашкинчен Георгий Петровичăн ятне ĕмĕрех асра хăварассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Уйрăммăн илес пулсассăн вĕсем Г.П. Шушпанов юлашки çулсенче пурăннă çурт стени çине асăну хăми вырнаçтарма, хулари урамсенчен пĕрне унăн ятне пама тата ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ кĕнеке кăларма палăртрĕç. Юлашкине вăл 95 çул тултарнă тĕле хатĕрлеме палăртнă. Кĕнекене хатĕрлес ĕçре Георгий Петровичăн мăнукĕ Мария Алексеевна май çитнĕ таран пулăшма шантарчĕ.
Игорь ПЕТРОВ, Чăваш наци
ăслăлăхпа ÿнер академийĕн Уралçум филиалĕн ертÿçи.

Георгий Шушпанова халалланă асăну каçĕ иртрĕ
Георгий Шушпанова халалланă асăну каçĕ иртрĕ
Георгий Шушпанова халалланă асăну каçĕ иртрĕ
Георгий Шушпанова халалланă асăну каçĕ иртрĕ
Георгий Шушпанова халалланă асăну каçĕ иртрĕ
Георгий Шушпанова халалланă асăну каçĕ иртрĕ
Георгий Шушпанова халалланă асăну каçĕ иртрĕ
Георгий Шушпанова халалланă асăну каçĕ иртрĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: