Мероприятие Мĕтри Мишшин Еленăпа Татьяна хĕрĕсем, Галинăпа Татьяна йăмăкĕсем, пĕртăванĕсен ачисем, тăванĕсем, çыравçăсем, Пелепей хулипе районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев, «Урал сасси» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем, сăвăçăн ентешĕсем (Ермеккей тăрăхĕнчи Кăратмас ялĕнчи «Тантăшсем» пултарулăх ушкăнĕ (ертÿçи – Альфия Байкова) тата Эрехĕрринчи «Илем» чăваш халăх фольклор ушкăнĕ (Ирина Корнилова)), чăваш общественноçĕ, шкул ачисем пуçтарăнчĕç.
Пултарулăх каçне çÿлерех асăннă наци культурисен керменĕнчи «Илем» чăваш халăх ансамблĕн ертÿçи Нина Никитина ертсе пычĕ.
– Чăвашăн пĕр ырă йăла пур. Вăл кирек кама тĕл пулас пулсассăн та калаçса, ыйтса пĕлсе тăванĕсене, паллаканĕсене шыраса тупать. Паянхи мероприятие те ытларах тăвансем пуçтарăннă. Эпĕ хам та çак йăхранах иккен, – терĕ Нина Константиновна мероприятие уçнă май.
Чи малтан сăмах сăвăçăн кĕçĕн хĕрне Елена Васильевана пачĕç. Вăл Ханты-Манси автономи округĕнчи Нягань хулинче пурăнать. Ашшĕне асăнса ирттернĕ пултарулăх каçне Çурçĕртен ятарласа килсе çитнĕ.
– Хама мĕн ас тума пуçланăранпах атте манăн пурнăçра пысăк вырăн йышăннă. Атте яланах маншăн пулăшакан, вĕрентекен тата тус пулнă. Вăл пире воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăратчĕ, эпир лайăх çынсем пулса ÿсчĕр тесе тăрăшатчĕ. Хăй ĕçлĕ пулнине пăхмасăрах мана тата аппана уроксем тума пулăшатчĕ. Пире çав тери юрататчĕ.
Аттепе анне, Михаил Дмитриевичпа Милитина Егоровна, çав тери ырă кăмăллă çынсемччĕ. Вĕсем иккĕшĕ те хăнасене – кÿршĕсене, тус-юлташсене, тăвансене, ял-йыша – кĕтсе илме яланах хавасчĕ. Çемьепе пĕрле кĕреке хушшине пуçтарăнсан чун-чĕререн тухакан юрăсем, юрату, Тăван çĕршыв çинчен калакан сăвăсем шăранатчĕç. Чунра ăшă та хаваслăччĕ. Паянхи кун та асра атте çынсене юратма, лайăха ĕненме вĕрентсе каланисем.
Халĕ хамăн хваттер алăкĕ те кирек камшăн та уçă, пирĕн патра пуçтарăнса чей ĕçесси вара йăлана кĕнĕ, – терĕ ăшшăн Елена Михайловна.
Поэтăн Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан Екатерина йăмăкĕн ывăлĕ Владимир Васильев чылайранпа Михайловсен ăру-тăванлăх йывăççине тĕпчессипе ĕçлет. Вăлах куккăшĕн малтанхи кĕнекине кĕмесĕр юлнă пултарулăх еткерне пухса 90 çулхи юбилейĕ тĕлне кĕнеке кăларма, асăну каçĕ ирттерме палăртса хунă пулнă. Çапла çак кунсенче «Урал сасси» хаçат редакторĕ Юрий Михайлов пухса хатĕрленипе тата Елена Михайловна тăкакĕсене саплаштарнипе «Шыв хĕрринче ÿсет çĕмĕрт йывăç…» ятпа поэтăн иккĕмĕш кĕнеки кун çути курчĕ. Ăна Пелепей хулинчи «Оригамикс» пичет центрĕнче пичетлесе кăларнă. 64 страницăллă кĕнеке 300 экземплярпа тухнă.
Владимир Николаевич пуçтарăннисене çĕнĕ кĕнекепе, куккăшĕпе çыхăннă аса илÿсемпе паллаштарчĕ.
– Манăн кукка Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнче 1935 çулхи чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ – Дмитрий Никонорович 1907 çулхи нарăс уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ, амăшĕ – Пелагея Демьяновна (хĕр чухнехи хушамачĕ – Андреева) – 1905 çулта.
1937 çулхине вĕсен кăрлач уйăхĕнче Кĕтерук хĕрĕ çуралать. Вăл манăн анне пулать. «Хĕн-хур чылай куртăмăр, тÿсрĕмĕр. Çимелли, тăхăнмалли çукчĕ. Пуçтарнă пучахран мăян хушса пашалу пĕçереттĕмĕр. Çуркунне çĕрĕк çĕр улмине пуçтарса çăнăх вырăнне усă курнă. Курăк пуçтарнă: вĕлтĕрен, хир суханĕ, кăшкар ути, пултăран…
Атте Яппун самурайĕсемпе пулнă вăрçă хыççăн 1945 çулхи декабрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче киле таврăнчĕ. Вăл платник пулнă, çăпата пушăтне питĕ лайăх çыхатчĕ, хĕлле те, çулла та çăпатапа çÿреттĕмĕр. Анне капан хывнă хыççăн ăнăçсăр ура кĕлли çине анса суранланчĕ. Çавна пула 1947 çулхи раштав уйăхĕнче вилсе кайрĕ», – аса илет анне иртнĕ çулсене.
Каярахпа манăн кукаçи Елена Захаровна Андреевана качча илет. Вăл 1922 çулхи нарăс уйăхĕнче çуралнă. Вĕсем çĕнĕ çемьере çут тĕнчене килнĕ тăватă хĕрпе пĕр ывăла ура çине тăратнă, – терĕ Николай Владимирович.
Михаил Дмитриевич çиччĕмĕш класчен тÿлевсĕр вĕреннĕ. Саккăрмĕш класран вуннăмĕшчен çулталăкне 150-шар тенкĕ тÿлесе ялти вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ. Вĕренÿ тÿлевĕнчен ашшĕсем вăрçăра вилнĕ ачасене çеç хăтарнă. 1954 çул вăл Абдулино хулинчи чукун çул училищине вĕренме кĕнĕ. 1956-1958 çулсенче малтан Приютово станцийĕнче, кайран Оренбург облаçĕнчи Абдулинăра чукун çул çинче рабочий, бригадир пулса ĕçленĕ. 1959 çулхи март уйăхĕнчен пуçласа пĕр вырăнта Приютово поселокĕнче «хура ылтăн» (нефть) кăларнă çĕрте тĕрлĕ ĕçре мастер тата стропальщиксен бригадирĕ пулса вăй хунă. 1995 çулхи кĕркунне тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та ĕçрен вăрах уйрăлайман.
1970 çулсенче Мĕтри Мишши Куйбышев (Самара) хулинчи планпа экономика институтне вĕренме кĕнĕ, виçĕ çула яхăн аслă шкул çулне такăрлатнă. Анчах та çемьери лару-тăрусене пула вĕренсе пĕтерме тÿр килеймен. Сăвă çырасси вара уншăн мĕн ачаран пуçланнă киленÿ шутланать. Пĕрремĕш сăвви 1957 çулта Пишпÿлекри «Колхозри ĕç» район хаçатĕнче пичетленсе тухнă. Унăн хыççăн хайлавĕсем «Çутă çул», «Çĕршыв çулĕ», «Урал сасси» хаçатсенче, «Ялав», «Тăван Атăл», «Капкăн» журналсенче кун çути курнă. 1988 çултанпа «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн хастар та тухăçлă ĕçлекен пайташĕ пулнă. Шел, 2009 çулта пурнăçĕ татăлнă. Ун чухне вăл 74 çул та тултарайман.
Халăх хушшинче анлă сарăлнă «Шыв хĕрринче ÿсет çĕмĕрт йывăç» юрă сăмахĕсем те ун алли витĕр тухнă.
Ырă та уçă кăмăллă Михаил Дмитриевичăн çыравçăсемпе поэтсем хушшинче те тусĕсем нумай пулнă. Унăн сăвăçă сăнарне Рудольф Павлов çыравçă уçса пачĕ.
– Эпир Мĕтри Мишши, Василий Музыкантов яланах пĕрле çÿреттĕмĕр. Виçсĕмĕр сцена çине хăпарса сахал мар сăвă вуланă. Дмитрий Михайлович кĕсйинче яланах ручка е кăранташ, хут чиксе çÿретчĕ. Хут тĕрки туртса кăларатчĕ те тытăнатчĕ хăй сăввисене вулама. Пĕр çул «Хавхалану çăлкуçĕ» поэзи фестивальне хутшăнса лауреат ята та тивĕçрĕ. «Кĕнеке кăлармалла, сан, Мишша пичче», – теттĕмĕр ăна. «Кăлармалла та-ха», – тетчĕ вăл хуллен çеç.
Мĕтри Мишши питĕ ырă кăмăллă çынччĕ. Вăл нихăçан та укçашăн, мулшăн çунман. Алçырăвĕсен пуххи пысăк пулсан та хăй пурăннă чухне пĕр кĕнеке çеç пичетлесе кăларма ĕлкĕрчĕ, – сÿтрĕ аса илÿ çăмхине Рудольф Матвеевич.
Мĕтри Мишшин пултарулăхĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов каласа пачĕ.
– Сăмах ăстин пултарулăхĕ пирки чылай калама пулать, анчах та кĕскен çакна палăртмалла. Михаил Дмитриевич ялта çуралса ÿснĕ сăвăç. Çавăнпа та унăн йĕркисенчен хура çăкăрпа тар шăрши тапса тăрать. Пурнăç чăнлăхне, йÿççипе пылаккине, вăл шухăшласа кăларса юмах-халапри евĕр çырса кăтартмасть, вулакан патне чĕрене пырса тивмелле тата тарăн шухăша путармалла кĕскен те ăнланмалла илсе çитерет. Унăн тăватă йĕркеллĕ сăввине вулатăн та çыравçăн тарăн та анлă философине, тавракурăмне асăрхатăн. Вăл хăйĕн хайлавĕнче этемлĕхе ырă та кăмăллă ĕçсем тума вĕрентет, çынсем пĕр-пĕрне хисеплемеллине аса илтерет, туслăха упрама ыйтать.
Пуçласа унпа Пелепей районĕнчи «Малалла» дубляжлă хаçатра ĕçленĕ чухне паллашнă. 1989 çулхи ноябрь уйăхĕнче Василий Музыкантовпа иккĕшĕ пырса кĕчĕç пулмалла. Çапла майĕпен туслашса кайрăмăр. Кашни çĕнĕ сăвă çырмассеренех редакцие килсе вуласа паратчĕ. Итлемешкĕн кăмăллă, тÿрлетмелли темех çук. Ăсталăх енĕпе вăл пиртен те ăстарахчĕ пуль-ха, мĕншĕн тесен эпир ун чухне 20 çултан кăшт çеç иртнĕ çамрăксем пулнă.
Кăмăлĕпе питĕ ырăччĕ вăл. Çынпа хирĕçсе-харкашса калаçнине илтмен. Хăйне майлă дипломатчĕ. Ун ырă ячĕ, ĕçĕсем яланах пирĕн асра юлĕç, – терĕ ПР тава тивĕçлĕ пичет ĕçченĕ Юрий Михайлов.
Асăну каçне Кăратмсас ялĕнчи «Тантăшсем» пултарулăх ушкăнĕ тата Эрехĕрринчи, Пелепей хулинчи «Илем» чăваш халăх фольклор ушкăнĕсен юрă-ташă номерĕсем, Пелепей хулинчи 1№ шкулта вĕренекен Софья Борцован Мĕтри Мишшин Кăратмас ялĕ çинчен вуланă сăвви илем кÿчĕç.
Пелепей хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Яковлев Мĕтри Мишшипе çыхăннă аса илÿсемсĕр пуçне мероприятие йĕркелесе ирттерес ĕçе хутшăннисене палăртса пурне те Тав çырăвĕсемпе тата Дипломсемпе чысларĕ.
Мероприяти пурте пĕрле Мĕтри Мишшин «Шыв хĕрринче ÿсет çĕмĕрт йывăç...» юррине юрланипе, сăн ÿкнипе вĕçленчĕ.
«Атте, çуралнă кунна ку çĕр çинче паллă тăвайманран сан патна салам яратпăр», – терĕ Елена Михайловна хĕрĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Редакцирен. Мĕтри Мишшин «Шыв хĕрринче ÿсет çĕмĕрт йывăç...» кĕнекине туянса вулама кăмăл пуррисем редакципе çыхăнма пултараççĕ.