Урал сасси
+17 °С
Облачно
Асăну каçĕ
30 Мая , 06:00

Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать

Кашни çын пурăннă чух хăйне майлă йĕр хăварать. Çав çул-йĕре, кĕске пулнă-и вăл е вăрăм, мĕнле утса тухнине кура ăна халăх хаклать, асра тытать...

Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнатьÇынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать
Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать

Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Ванюшина ял хуçалăх наукисен кандидачĕн кун-çулĕ вăрăмах мар пулнă пулин те халăх ăна ырăпа кăна аса илет. Шăпах ăна халалласа тăван ялĕнче «Тивлет» чăваш культурин уçă фестивальне йĕркелеççĕ. Йăлана кĕнĕ мероприяти кăçал пиллĕкмĕш хут иртрĕ.


Татьяна ялти пĕлÿ çуртне «пиллĕк» паллăсемпе, Ермеккейри вăтам шкула кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ. Малалла Пушкăрт патшалăх ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ пухнă. Тăрăшуллă хĕр ăна та хĕрлĕ дипломпа вĕçленĕ, агроном профессине алла илнĕ. Чăваш хĕрĕ Германире стажировка иртнĕ. Пултаруллă специалиста асăннă вĕренÿ учрежденинчех ĕçлеме хăварнă. Унăн çĕре яхăн наука ĕçĕ пичетленсе тухнă, çав шутра нимĕç чĕлхипе те. Вăл Раççейри «Чăваш пики-2002» конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне Эрехĕрри хĕрĕ хăй вăхăтĕнче сенкер экран çине тухса «Тивлет» чăвашла кăларăма та ертсе пынă, «Нарспи» фольклорпа этнографи чăваш халăх ансамбльне те çÿренĕ.


Çивĕч ăс-тăнлă, илемлĕ сăн-питлĕ, тĕрлĕ енлĕ пултаруллă, ырă кăмăллă та шанчăклă Татьяна Ванюшинан çутă астăвăмне сума суса халăх йышлă пухăннăччĕ. Çав шутра тăванĕсемпе çывăх çыннисем, юлташĕсем, сумлă хăнасем пулчĕç.


«Тивлет» чăваш культурин уçă фестивальне ертсе пыракансем видеопрезентаципе ăнăçлă усă курса ентешĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Кунта «Туслă çемье», «Аслă шкул», «Юлташсем, тăвансем» слайдсене кăтартрĕç. Кăтартнине вара çемье архивĕнче упранакан видеопа тата сăн ÿкерчĕксемпе çирĕплетсе пычĕç. Видеопрезентацин пуçламăшне (хăйĕнпе паллаштаракан слайда) Татьяна Ванюшина хăй сывă чухнех хатĕрленĕ пулнă.


Тăван ялĕшĕн чунне панă, тăван чĕлхепе культурăна аталантарассине тÿпе хывнă Татьяна Николаевнана халалланă мероприяти чуна пырса тивмелле аса илÿсемпе, сăвă-юрăсемпе пуян пулчĕ. Залра ларакансен нумайăшĕн куçĕсем шывланчĕç, пĕр ял çыннисем «Шел, ытла та ир уйрăлса кайрĕ пиртен» тесе пăшăлтатрĕç.


Пухăннисен умĕнче Ермеккей район администрацийĕн пуçлăхĕ Рустам Алимгафаров, унăн социаллă ыйтусемпе тата кадрсемпе ĕçлекен çумĕ Ирина Рахматуллина, Ермеккей районĕнчи чăвашсен Канашĕн председателĕ Александр Никифоров, Эрехĕрри ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Ольга Зарянова, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов тухса сăмах каларĕç. Кашнийĕ чăваш хĕрне ăшă сăмахпа аса илчĕç, унăн пултарулăхне хакларĕç, ашшĕ-амăшне çакăн пек мухтавлă, тивĕçлĕ ача çуратса ÿстернĕшĕн тав турĕç.


Мероприятие фестиваль пек йĕркеленĕрен вăл юрă-кĕвĕсĕр иртмерĕ. Уйрăмах Татьяна «Чăваш пики» конкурсра шăрантарнă «Шыв-шыв урлă...» юрра Эрехĕрринчи «Илем» ушкăнпа пĕрле юрланине итлеме пăлхануллă пулчĕ. Çакăн пекех сцена çине Суккул ялĕнчи «Пилеш», Кăратмасри «Шевле» тата «Хĕр тантăшсем», Енкрелти «Тантăшсем», Хурамалти «Забава», Эрехĕрри шкулĕнчи «Тантăшсем» ача-пăча ташă ушкăнĕсем тухрĕç. Уйрăм юрлакансемпе ташлакансем хушшинче Юрий Мурзаковпа Ольга Павлова, Светлана Зотовапа Валентина Спиридонова, Валентина Сидоровапа Людмила Павлова тата Зинаида Мурзакова пулчĕç. Вĕсем халăха хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, ташши-юррисемпе савăнтарчĕç. Полина Макеева вĕренекен «Савăнатăп» сăвва чуна пырса тивмелле каласа пачĕ. Паллах, пултарулăх çыннисем паянхи лару-тăру мĕнле тăнине те шута илнĕ, СВО паттăрĕсене халалласа «Ывăлăм», «Подсолнухи» юрăсем шăрантарчĕç. Сцена ăстисем Тав çырăвĕсемпе асăнмалăх парнесене илме тивĕçрĕç.


Таса чунлă, пысăк чĕреллĕ, чăн-чăн çын пулнă Татьяна Ванюшинана халалланă мероприяти хуçасемпе хăнасем урамра картана тăрса юрă юрланипе вĕçленчĕ.


Халăхра çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать теççĕ. Татьяна Николаевнан «кун-çулĕ вĕçленнĕ» тесе калама чĕлхе çаврăнмасть. Мĕншĕн тесен унăн çутă сăнарĕ халĕ те халăх асĕнче, ăслăлăх ĕçĕсем вара вилĕмсĕр.


Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ, Эрехĕрри ялĕ.

Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать
Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать
Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать
Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать
Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать
Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать
Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать
Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать
Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать
Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать
Çынна асра тытсан вăл ĕмĕр пурăнать
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас