Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну
2 Октябрӗн 2019, 14:50

Паттăрсене асра тытса

Сентябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче сăваплă Слакпуç çĕрĕ çинче тăван халăха иртнĕ ĕмĕрте тата хальхи вăхăтра чапа кăларнă чăваш паттăрĕсемпе тĕлпулу иртрĕ. Мероприятие кăçал чăваш халăхĕн хисеплĕ ывăлĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ, авиацин генерал-майорĕ, СССР летчик-космонавчĕ, чăваш ятне космоса çити çĕкленĕ Андриян Николаев 90 çул тултарнине тата çак ялтах çуралса ÿснĕ Тăван çĕршывăн аслă вăрçин паттăрне, Совет Союзĕн Геройĕ Николай Спиридонович Павлова халалланă.

Геройсене чыслама хальхи саманари паттăрсем, Мускав хулинче пурăнакан авиаци генерал-лейтенанчĕ, Раççей Геройĕ, Афганистан вăрçине хутшăннă Николай Федорович Гаврилов (вăл авиаци историнче пуçласа çар вертолетне Антарктидăра, çурçĕр тата кăнтăр полюсĕсенче, лартнипе паллă), Николай Спиридонович Павловăн ывăлĕ Анатолий Николаевич килсе çитнĕ.
Тĕлпулăва Пушкăртстанри А.Г.Николаев ячĕллĕ хĕç-пăшаллă вăйсен, Шалти ĕçсен министерствин тата тĕрлĕ хирĕç тăрусене хутшăннă ветерансен союзĕ йĕркеленĕ. Мероприятие ветерансен канашне пуçарса яраканĕ, авиацин гварди капитанĕ Юрий Михайлов, Наци гвардийĕн полковникĕ Борис Гордеев (Ĕпхÿ хули), пĕрлĕхĕн Çтерлĕри уйрăмĕнчен Çтерлĕ хулинчи «Боевое братство» обществăлла организацин ертÿçи Георгий Степанов майор, Çтерлĕ хулинчи ветерансен канашĕн пирвайхи организацийĕн ертÿçи тата Чечен Республикинчи хирĕç тăрусен участникĕ Юрий Петров капитан, Михаил Трифонов аслă прапорщик хутшăнчĕç. Пелепей хулинчен Чечен Республикинчи тĕрлĕ хирĕç тăрусенчи çапăçусене хутшăннă Сергей Горенко полковник, «Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕн членĕ Рудольф Павлов подполковник, Владимир Матвеев прапорщик килсе çитнĕ.
Асăннă тĕлпулăвăн тĕп тĕллевĕ – Совет Созĕн Геройĕн, Николай Спиридонович Павловăн ятне ĕмĕрлĕхех асра хăвармалла тăвасси. Регионти «Асра тытмалла» («Чтобы помнили») интернационаллă проект (унăн авторĕ - Б.Е. Гордеев, автор çумĕ - Н.С. Павловăн ывăлĕ Анатолий Павлов) тăрăх Слакпуçĕнче фронтовикăн музей-çуртне туса лартмалла, унăн бюстне вырнаçтармалла, вырăнти шкула паттăр ятне памалла, Слакпуçĕнче историпе культура тата çарпа патриотизм центрĕсем уçмалла.
Проект çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ патриотизмла воспитани парас, халăх йăли-йĕркисене упраса хăварас тĕллевсене пурнăçа кĕртме май туса парĕ. Унсăр пуçне Слакпуç ял чыс-сумне ÿстерĕ, Пушкăртстанпа Чăваш Ен хушшинче туслă çыхăнусем йĕркелеме пулăшĕ.
Хаклă хăнасене культура çурчĕ умĕнче çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе тата саламлă юрăсемпе Слакпуçĕнчи «Силпи» тата Ĕпхÿ хулин Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулĕн «Элем» ансамблĕсен хастарĕсем кĕтсе илчĕç. Н.Гаврилов генерал çак йĕркесен авторне, Л.Михайлова, «Килнĕ хăна юрришĕн» тав турĕ.
Культура çурчĕн фойинче хăнасем Чăваш вырсарни шкулĕн куравĕпе паллашрĕç. Выставкăна А.Г.Николаевăн сайра тĕл пулакан сăн ÿкерчĕкĕсене, унăн бюсчĕсене (пурĕ 34 экспонат тата чăваш халăхĕн паллă ывăл-хĕрĕн портречĕсене) тăратнă. Куракансем, уйрăмах шкул ачисем, чăваш тĕррисене ÿкере-ÿкере илчĕç.
Чаплă тĕлпулăва Юрий Михайлов уçрĕ. Вăл хăйĕн кĕске докладĕнче шкулта А.Г.Николаев музейне йĕркелесси çинчен пĕлтерчĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Шуршăл ялĕнчи Космонавтика музейĕпе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве алă пуснă. Ун тăрăх, пирĕн музей Космонавтика музейĕн филиалĕ шутланать. Юрий Павлович Андриян Григорьевичăн патриотизм туйăмне уççăн кăтартса паракан тĕслĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Сăмахран, Аргентинăна кайсан Андриян Григорьевичран эсир пирĕнпе мĕнле чĕлхепе калаçатăр тесе ыйтнă. Космонавт чăвашла тесе пĕлтернĕ. Ку сăмахсене илтсен ертÿçĕсене Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен, испани чĕлхипе калаçакан чăваш хĕрарăмне тупма тивнĕ. Тĕнче уçлăхĕнче А.Николаев амăшĕнчен илтнĕ «Вĕç-вĕç куккук» юрра шăрантарнă. Андриян Григорьевич космоса вĕçичченех паттăрлăх кăтартни çинчен нумайăшĕ пĕлмеççĕ те-ха. Иккĕн (парный) испытани ирттернĕ чухне самолет ÿкме тытăннă. Çĕр çинчен самолета хăварса парашютпа сикме хушнă. Иккĕмĕш пилочĕ çапла тунă та. Чăвашĕ вара авариллĕ самолета хăвармасăр колхоз ани çине анса ларма пултарнă. Çак паттăрлăхшăн Андриян Григорьевич Николаев аслă сержанта Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Çаплах С.П. Королев А.Г. Николаева вăрттăн çеç «Уйăх çине чи малтан сана яма палăртаççĕ» тенине те нумайăшĕ пĕлмеççĕ.
Н.Ф. Гаврилов генерал чăваш халăх паттăрĕпе тĕл пулни çинчен каласа пачĕ. Раççей Геройĕ А.Г. Николаев тĕслĕхĕпе хавхаланса сĕтел айне çуран çÿренĕ чухнех космонавт пулма ĕмĕтленнĕ. Хăнасем каланисене Слакпуç шкул вĕрентекенĕ Алена Андреева видеофильмпа çирĕплетсе пычĕ.
Пуçтарăннисем вырăнти «Силпи» ансамбльпе шкул ачисем хатĕрленĕ концерта хаваспах пăхса ларчĕç. Уйрăмах ушкăн солистки Светлана Петрова янравлă саспа юрланине палăртса хăвармалла. Куракансем «Утма çулĕпе утма лайăх» юрра та хапăл туса йышăнчĕç (юрлаканĕсем Вера Федотовăпа Николай Дмитриев, аккомпаниаторĕ – Леонид Михайлов). «Элем» ансамбль солистки Людмила Иванова «Анне» юрăпа савăнтарчĕ.
Пирĕн культурăллă çулçÿрев тухăçлă иртрĕ. Çав кун эпир Надеждино ялĕнче С.Т. Аксаков çыравçа халалласа çулсерен иртекен уявра та пулса куртăмăр. Унта чăвашсене тăванла казаксем те килнĕ иккен. Кун пирки Леонид Павлович хăй тĕпчесе пĕлнине каласа панă май, казаксен «Не для меня» юррине юрласа пачĕ. Çапла кун иртни сисĕнмерĕ те. Чăн чăвашла сĕтел хушшине ларса, апатланса, слакпуçсемпе пĕрле юрласа, пĕр-пĕрне ырă сунса уйрăлтăмăр.
Леонид МИХАЙЛОВ.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: