Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Асăну
5 Нарӑсӑн 2020, 12:41

Çак ыратăва манмăпăр

Январь уйăхĕн 27-мĕшĕ - пирĕн çĕршыв историйĕнче паллă кун. Раççейри çар мухтавĕн кунĕпе килĕшÿллĕн Урал ялĕнчи шкулта вулавăш ĕçченĕ И.Е. Данилова (çак йĕркесен авторĕ) 5-мĕш класс ачисем валли «Ленинград хулин мăнаçлă паттăрлăхĕ» истори сехечĕ ирттерчĕ.

Январь уйăхĕн 27-мĕшĕ - пирĕн çĕршыв историйĕнче паллă кун. Раççейри çар мухтавĕн кунĕпе килĕшÿллĕн Урал ялĕнчи шкулта вулавăш ĕçченĕ И.Е. Данилова (çак йĕркесен авторĕ) 5-мĕш класс ачисем валли «Ленинград хулин мăнаçлă паттăрлăхĕ» истори сехечĕ ирттерчĕ.
Мероприятие Ленинград блокадин ункине татнăранпа 76 çул çитнине халалларăмăр. Çак дата Тăван çĕршывăн аслă вăрçин тата Пĕтĕм тĕнче историйĕнче чи хурлăхлă кун шутланать. Вĕренекенсем Ленинград хулишĕн совет салтакĕсем 872 кун кĕрешнине аса илчĕç.
Истори сехетĕнче вĕренекенсем блокадăлла Ленинград поэзине итлерĕç‚ Таня Савичева дневникĕпе паллашрĕç‚ блокада çăкăрне мĕнрен пĕçернине пĕлчĕç‚ паллă Çиччĕмĕш симфонине итлерĕç. Унсăр пуçне библиотекарь ачасене Н.Ходза çырнă «Дорога жизни» кĕнекипе паллашма сĕнчĕ. Нисон Ходза ачасене ăнланмалла чĕлхепе паттăрсен пурнăçне çырса кăтартнă. Çак датăна халалланă мероприятисем ачасемпе çамрăксене воспитани парас ĕçре пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Ачасем хăйсен пурнăçĕ çинчен шухăшлама вĕренеççĕ‚ вĕсенче ăру опычĕпе паллашас‚ ăна тĕпчес интерес çуралать. Унсăр пуçне паттăрлăх урокĕнче вĕренекенсем Аслă Çĕнтерÿ хакне асра тытмаллине‚ çĕршывра малашне тăнăç пурнăç пултăр тесе тăрăшмаллине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Кашни çыннăн тивĕçĕ – пирĕн асаттесемпе асаннесен, кукаçисемпе кукамайсен паттăрлăхне яланах асра тытасси.
Мероприяти вĕçĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçин хирĕнче пуç хунисене асăнса шăплăх минучĕ иртрĕ.
Ирина ДАНИЛОВА‚ вулавăш ĕçченĕ.
Федоровка районĕ‚ Урал ялĕ.
Читайте нас: